Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

республикӑра (тĕпĕ: республика) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Башгидромет пӗлтернӗ тӑрӑх, паян республикӑра нӳр ӳкмест.

Куҫарса пулӑш

Сивӗтет, юрлӑ ҫумӑр кӗт // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/novosti/2023-10- ... -t-3483851

Республикӑра ПР Ҫемьепе ӗҫ министерствин учрежденийӗсенче ятарлӑ профориентаци турӗсем хастар иртеҫҫӗ.

В республике активно проводятся специальные профориентационные туры в учреждениях Министерства семьи и труда РБ.

Пушкӑрт Республикинче кӑҫал 2300 шкул ачипе студент профтурсен шайӗнче пысӑк предприятисене ҫитсе курнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... rn-3479947

Интереслӗ, республикӑра пурӑнакансем макулатурӑна ахаль ҫеҫ мар, командӑпа е уйрӑм зачетра мала тухассишӗн кӗрешеҫҫӗ.

Интересно, что сдавать макулатуру жители республики будут не просто так, а поборются за первенство в командном или индивидуальном зачете.

Пушкӑртра "БумБатл" кивӗ хут пухас енӗпе акци пуҫарнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekologi/2023 ... rn-3475896

Республикӑра пурӑнакансене, мана суйласа илнисене тата ҫак ҫулсенче Пушкӑртстана ертсе пыма шаннисене тав тӑватӑп.

Благодарю жителей республики, избравших меня и дoверивших вести Башкортостан в эти годы.

Радий Хабиров ансат мар вӑхӑтра пушкӑрт халӑхӗпе пулнине палӑртнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... tn-3475840

Радий Хабиров республикӑра брикетӑн пӗрремӗш тата пӗртен-пӗр производителӗ пулнине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Радий Хабиров "Пушкӑртстан продукчӗ" проект мӗнле ӗҫлени ҫинчен каласа панӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... an-3472574

Эпир, республикӑра пурӑнакансем, Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн тата аталанӑвӗшӗн яваплӑ ӗҫлетпӗр.

Мы, жители республики, ответственно трудимся ради благополучия и процветания нашего Отечества.

"Нацин чӑн-чӑн лидерӗ тата ӑслӑ политик": Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Владимир Путина ҫуралнӑ кун ячӗпе саламланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... an-3470287

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров республикӑра пурӑнакан ҫынна ятарлӑ ҫар операцийӗ ирттермелли зонӑра ҫар чаҫӗсенчен пӗринче службӑра тӑракан хӗрарӑма «Башкортостан» мотострелковӑй полка куҫарма пулӑшнӑ.

Глава Башкирии Радий Хабиров помог жительнице республики, проходящей службу в одной из войсковых частей в зоне проведения специальной военной операции, перевестись в мотострелковый полк «Башкортостан».

Пушкӑртстанра пурӑнакан хӗрарӑм ывӑлӗ вилнӗ хыҫҫӑн СВО зонине служит тума кайнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... yn-3464596

Ҫапла, инфекцие республикӑра пурӑнакан 65 ҫыннӑн тупса палӑртнӑ.

Так, инфекция выявлена у 65 жителей республики.

Пушкӑрт Сывлӑх сыхлав министерстви кӑшӑлвирус инфекцийӗн лару-тӑрӑвӗ ҫинчен ҫӗнӗ даннӑйсем пӗлтернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... rn-3463401

Регион ертӳҫи 2022 ҫултанпа республикӑра ПР Сывлӑх сыхлав министерствин лару-тӑрупа проект йышӑнӑвӗсен центрне хута янине аса илтернӗ, унӑн тӗллевӗ оборудование тиес ӗҫе тӑтӑшах мониторинг туни пулнӑ.

Руководитель региона напомнил, что с 2022 года в республике запустили Центр ситуационных и проектных решений минздрава РБ, задача которого постоянный мониторинг загрузки оборудования.

2023 ҫулта Пушкӑрт хулисемпе ялӗсенче хальхи медтехникӑн 4 пин ытла единицине вырнаҫтарӗҫ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... ar-3463336

Ҫавӑн пекех вӑл республикӑра СВОна хутшӑнакансен ҫемйисене социаллӑ тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлени ҫинчен пӗлтернӗ.

Также он доложил, как в республике ведется работа по социальному обеспечению семей участников СВО.

Путин: влаҫсен СВОна хутшӑнакансемшӗн тӑрӑшасси чи пӗлтерӗшлӗ задача шутланать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... at-3463219

Республикӑра кӑҫаллӑха «Пушкӑртстан картишӗсем» программа вӗҫленет.

В Башкортостане завершается реализация программы «Башкирские дворики» на 2023 год.

Кӑҫаллӑха «Пушкӑртстан картишӗсем» программа вӗҫленет // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-09- ... et-3459233

Республикӑра 90-99 ҫулсенчи 5,5 пин ытла ҫын кун кунлать.

Куҫарса пулӑш

Республикӑри чи аслӑ ҫын — 106 ҫулта // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36162.html

Ҫакна республикӑра «Экологи» наци проектне пурнӑҫланине пула тума май килнӗ.

Это стало возможным благодаря реализации в республике национального проекта «Экология».

Пушкӑртстанра педагогсемпе наставниксен аллейи йӗркеленӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... en-3459245

Республикӑра утӑ уйӑхӗнче вӑтам шалу 47,8 пин тенкӗпе танлашнӑ.

В июле средний размер заработной платы в республике составил 47,8 тыс. рублей.

Утӑ уйӑхӗнчи вӑтам шалу 47,8 пин тенкӗпе танлашнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36156.html

Пирӗн республикӑра питӗ илемлӗ вырӑнсем.

В нашей республике очень красивые места.

Пӑслӑк ял совечӗ республикӑри "Зеленая Башкирия" акцие хутшӑннӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekologi/2023 ... nn-3456031

Республикӑра пурӗ 460 пин тонна тымарҫимӗҫ пухнӑ.

Всего в республике накопали 460 тыс. тонн корнеплодов.

Пушкӑрт ҫӗрӗнче сахӑр кӑшманӗн виҫҫӗмӗш пайне яхӑн пуҫтарнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... rn-3455406

Ҫакӑ республикӑра пурӑнакансене, предпринимательсене тата ертсе пыракансене пысӑк тӳпе хывать.

Это огромный вклад жителей, предпринимателей и руководства республики.

Пушкӑрт предпринимателӗсен Волонтер Штабӗн представителӗсем СВО зонине гуманитари пулӑшӑвӗ илсе ҫитереҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... re-3449463

РФ Социаллӑ фондӑн Пушкӑртстанри уйрӑмӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи кун республикӑра 35 блокадник пурӑнать.

Как сообщили в отделении Социального фонда по Башкирии, в республике сейчас проживают 35 блокадников.

Ленинград блокадине лекнисене 50-шар пин тенкӗ тӳлӗҫ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-09- ... -l-3445555

Сумлӑ наградӑна илме республикӑра пурӑнакан пилӗк тата ытларах ача ҫуратса ӳстернӗ 54 хӗрарӑм тивӗҫнӗ.

К почетной награде представлены жительницы республики, родившие и воспитывающие пять и более детей.

Республикӑри 54 нумай ача амӑшне «Ача амӑш мухтавӗ» медальпе чыслӗҫ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-09- ... sl-3446299

Стопкоронавирус.рф сайт хыпарланӑ тӑрӑх, авӑнӑн 11-17-мӗшӗсенче пирӗн республикӑра 312 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ.

По данным сайта Стопкоронавирус.рф, за 11-17 сентября в нашей республике коронавирусом заболели 312 человек.

Кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланса пыраҫҫӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36073.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех