Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

районти (тĕпĕ: район) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Людмила Иванова районти социаллӑ пулӑшу пайӗнче чылай тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗ ачисенчен ыррине кӗтет // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-ach ... ketet.html

— Паҫӑр ирхине, сире кӗтме сӑмах панӑ чухне, кӳршӗ районти колхоза каймаллине аса та илмен.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пирӗн тӗллев – районти «Коммунизмшӑн» хаҫата ҫитсе унта ӗҫлекенсемпе паллашасси.

Куҫарса пулӑш

Йӑнӑшсемсӗр никамӑн та пулмасть // Михаил ВАСИЛЬЕВ. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d0%b9a%d0 ... %82%d1%8c/

Районти тытӑмсем малашне хула администрацийӗн пайӗсем пулса тӑрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарти район администрацийӗсене пӗрлештереҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=q7JySUsSxIk

Майӑн 9-мӗшӗнче пограничниксен службин ветеранӗсем ҫине пӑхма кӑмӑллӑ пулчӗ, вӗсене пограничниксен районти ветерансем хушшинче пӗр саслӑн суйласа илнӗ Раиль Валиев пухнӑ та йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Пограничниксен тӑванлӑхӗ упранать // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3277070

Каярах Сиккасси шкулӗнчи педагогсен коллективне ертсе пынӑ, районти вӗрентӳ пайӗнче инспектор пулса тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Николаевсем хӑйсен «тимӗр» туйне уявларӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/19/%d0%bd%d0% ... %bb%d0%b0/

Унӑн водителӗ Александр Иванов «Молодая гвардия Единой России» обществӑлла организацин районти лидерӗпе Василий Кокаревпа 2 хутчен инҫетри ентешсем патне ҫитсе килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пур – пӗрле, ҫук – ҫурмалла // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d0%bf%d1%8 ... %bb%d0%b0/

Кунсӑр пуҫне районти медӗҫченсем рейдсем ирттереҫҫӗ, ҫав вӑхӑтра эрехпе иртӗхекен ачасемпе ашшӗ-амӑшне тупса палӑртаҫҫӗ.

Кроме того, медработники района проведут рейды, во время которых постараются выявить злоупотребляющих алкоголем несовершеннолетних, а также подобные семьи.

Канаш районӗнчи чи урӑ урампа яла палӑртӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35080.html

Аэростата, Тинӗс-ҫар флочӗн районти пӗрлӗхӗн ертӳҫи Андрей Головин тӑратнӑ шыв айӗнчи карапӑн тата Пӗрремӗш Петӗр патша чертежӗпе хатӗрленӗ парус макечӗсене, десант ҫар машинине тата ытти техникӑна сӑнама питӗ кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Патриотсем пуртан ҫӗршыв тӗреклӗ // Е.ГЕННАДЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b5%d0%b ... %b5%d0%b2/

Ятарласа уйӑрнӑ вырӑнсем шанчӑклӑ, мӗншӗн тесен Чӑваш Республикин шыравпа ҫӑлав службин водолазӗсем районти 9 территори пайӗнче шыва кӗме уйӑрнӑ кӳлӗсемпе пӗвесене, юхан шывсене тӗрӗсленӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыва палӑртнӑ вырӑнсенче ҫеҫ кӗмелле // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%88%d1%8 ... %bb%d0%b5/

Авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче Петр Васильевичсен кил картинче Тарановпа калаҫнӑ чух хӑйне ҫӗр уйӑрса паманшӑн колхоз председательне Аксанова кӑна ӳпкелетчӗ, хальхинче вара унран районти тата республикӑри хӑш-пӗр ӗҫлӗ ҫынсене те ят тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫав пӑтӑрмах ҫинчен ялти ҫынсем кӑна мар, районти пуҫлӑхсем те пӗлнӗ, анчах председатель хӑнк та сикмен, ӑна нихӑш енчен те нимле пӗҫерккӗ те лекмен.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Районти юлташӗсем вӑйлӑ чух ӑна вутра та ҫунтараймӑн, шывра та путараймӑн.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Районти пуҫлӑхсене колхоз нуши мар, план кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Районти пуҫлӑхсем хушшинче пирӗн колхоз нушине ӑнланакансем те тупӑнӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Дортех» предприяти вара 10 районти ҫулшӑн яваплӑ.

Куҫарса пулӑш

Шӑтӑк-путӑклӑ ҫула йӗркене кӗртеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60724

Лилия Геннадьевна КУЧКОВА, районти тӗп больницӑри медицина сестри;

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн ят-сума тивӗҫнӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%82a%d1% ... ec%d0%bde/

Елчӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн 2023 ҫулхи ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче йышӑннӑ 79-мӗш номерлӗ хушӑвӗпе килӗшӳллӗн район экономикине, вӗренӗве, сывлӑх сыхлавне, культурӑна аталантарассинче пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн 2023 ҫулта районти Хисеп хӑми ҫине ҫак ҫынсен сӑн ӳкерчӗкӗсене вырнаҫтарма йышӑннӑ:

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн ят-сума тивӗҫнӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%82a%d1% ... ec%d0%bde/

Унпа пӗрлех эпир районти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи драмкружока та ҫырӑннӑччӗ, спектакльсем лартма кӳршӗ ялсене каяттӑмӑр…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

…Вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑнах пӗр ҫулталӑк хушши эпӗ районти кӗнеке магазинӗнче ӗҫленӗччӗ, унтан мана салтака илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех