Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

районта (тĕпĕ: район) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Рассвет» колхоз ҫав вӑхӑтра районта малта пыракан хуҫалӑхсенчен пӗри пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Алексей Егоров — пилӗк орден кавалерӗ // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... n-kavaler/

Пӗлтӗр кунта 3115 тонна сӗт (районта иккӗмӗш кӑтарту) туса илнӗ, производствӑна 29 процент ӳстернӗ, кашни ӗнерен сӗт сӑвасси 7100 килограмран иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитсе пыракан ҫутӑ уявпа саламлатпӑр! // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... lamlatpar/

— Чим-ха, хӗрарӑм ман ҫумах пырса ларчӗ, — районта эсӗ ӑҫта ӗҫлетӗн тата?

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тулӑх // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 45–46 с.

Районта ӗҫлетӗп эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тулӑх // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 45–46 с.

— Ку районта ҫамрӑксем ҫӑпантан тахҫанах сан меслетпе — мечӗкпе ҫаптарса — сиплеҫҫӗ вӗт! — вӑлах шӳтпе шӑварса вӗҫлерӗ сӑмахне тата.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

А.Шаков районта комсомол юхӑмне йӗркелекенсенчен пӗри пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Общество ӗҫченӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%be%d0%b ... b5%d0%bde/

Районта ирттернӗ конкурссенче вара вӑл пуринче те тенӗ пекех малти вырӑна йышӑнаканӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӳкерчӗкӗсенче - чун-чӗре пуянлӑхӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12359-ke ... uyanl-kh-2

Районта тӗрлӗ енлӗ кӑсӑклӑ мероприятисем ирттереҫҫӗ, ҫавӑн пекех республика шайӗнчи тата ун тулашӗнчи фестивальсене хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Малалла - кӑтартусене лайӑхлатса // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Ҫулталӑк пуҫламӑшӗ тӗлне районта пӗчӗк тата вӑтам предпринимательство субъекчӗсем 635 шутланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Малалла - кӑтартусене лайӑхлатса // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Пӗлтӗр пуҫаруллӑ бюджет программипе районта 30 проекта пурнӑҫлама май килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Малалла - кӑтартусене лайӑхлатса // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Ҫак ҫулсенче районта та архив ӗҫне аталантарассипе тимленӗ, анчах та вӑл ҫаплипех сарайӗнче вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ хутсем типтерлӗ управра // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12364-kh ... rl-upravra

Районта пурӑнакансене ҫак ыйту шухӑшлаттарать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳсен йывӑр лавӗ малаллах кайтӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 3 с.

Иртнӗ 3 ҫулта районта малтан усӑ курман 900 га ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳсен йывӑр лавӗ малаллах кайтӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 3 с.

ЧР строительство министрӗ Олег Марков пӗлтӗр районта 26 пин, вӑл шутра нумай хваттерлине 15 пин тӑваткал метр пурӑнмалли вырӑн - 2011 ҫулхинчен икӗ хут нумайрах - тунине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳсен йывӑр лавӗ малаллах кайтӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 3 с.

А.Казаков районта пусӑҫаврӑнӑшне кӗртмен ҫӗр 960 га терӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳсен йывӑр лавӗ малаллах кайтӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 3 с.

«Дружба» колхоза ертсе пынӑ Мария Смирнова районта ҫулла ҫумкурӑк хуплакан уй миҫе га пулнине, кивӗ тата ишӗлес патне ҫитнӗ ҫуртсенчен ҫӗнӗ хваттерсене куҫармалли программа хӑҫанччен тӑсӑлнине пӗлесшӗн пулчӗ, Ҫӗрпӳре хӑпартакан шкул ҫуртӗнче бассейн тума ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳсен йывӑр лавӗ малаллах кайтӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 3 с.

«Районта продукци пуҫтаракансем кашни литршӑн 16,6-17 тенкӗ тӳлеҫҫӗ, - терӗ Пуҫлӑх.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳсен йывӑр лавӗ малаллах кайтӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 3 с.

«Килти хуҫалӑхсенче ӗне йышӗ 650 пуҫ чакнӑ, ҫавӑнпа районта сӗт сахалрах сунӑ», - терӗ докладҫӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳсен йывӑр лавӗ малаллах кайтӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 3 с.

Ҫуралакансемпе танлаштарсан вилекенсем ытларах пулнӑран районта 57 ҫын катӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳсен йывӑр лавӗ малаллах кайтӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 3 с.

Районта иртекен куҫӑн тапхӑра 4 шкултан 4 вӗрентекен хутшӑнчӗ: Л.Н.Данилова (Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗ), Л.И.Никифирова (Хирти Явӑш тӗп шкулӗ), Г.М. Ямалетдинова (Тукай Мишер вӑтам шкулӗ), Л.Н.Владимирова (Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗ).

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхепе чи лайӑх вӗрентекен – Лариса Данилова // Л.Владимирова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%82%d3%9 ... %b5%d0%bd/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех