Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӳртре (тĕпĕ: пӳрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗре шурӑ пӳртре усрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Уҫӑ пӑлтӑр умӗнче пӳртре ҫын пур-и, ҫук-и тесе пӗр самант тытӑнса тӑчӗ; шалтан пӗчӗк ача сасси илтӗнсен, хӑюллӑнах урата урлӑ ярса пусрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Пӳртре те, кӑмака тӗлӗнчен пӳлсе, зал тунӑ, кухньӑпалла алӑк лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Унпа ман ҫенӗкре — чӑлан, пӳртре урлӑ-пирлӗ пӳлсе кухньӑпа алӑк сыппи ҫавӑрмалла.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Чӑн та, тӗпсакай та чавманччӗ-ха, пӳртре те, ҫенӗкре те чӑлан тавраш ҫукчӗ, мӑкне ҫапманччӗ, тӑм шӑлманччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Ун чухне вӗсем улӑм витнӗ пӳртре ҫеҫ пурӑнатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑр хисеплени хаклӑ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/mashar-xisepleni-xakla.html

Пӳртре вӑл, тараватскер, лара-тӑра пӗлмерӗ, вӗҫӗмсӗр калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Урам вӗҫӗнчи шӗвӗр тӑрӑллӑ пӳртре тин ҫеҫ улттӑн пурӑнатчӗҫ Караҫсем — ак ӗнтӗ сасартӑк вунна ҫитсе тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Пӳртре, ҫемҫе тӳшек ҫинче, хытӑ ҫывӑрса кайӑп та шофера кӗттерсе ывӑнтарӑп, терӗм.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Ун вырӑнӗ — шалти пӳртре, Ҫӗмӗрле хулинче тунӑ йывӑҫ кравать ҫинче.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Киле таврӑнма тухсан (эх, хӗрнӗ пуҫ, хӗрнӗ пуҫ, хӗрнӗ пуҫ ӑссӑр пуҫ ҫав вӑл!), тӳрӗ ҫулпа утас вырӑнне каҫрӗ кайрӗ Павӑл ҫырма леш енне, ӗне фермине ҫитсе кӗчӗ, Пӳртре Чӗкеҫ пӗчченех чӑлха ҫыхса ларать, Павӑла курсан, тӗлӗнсе пӑхрӗ те вӑл ура ҫине тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Калӗччӗ-мӗн те пулсан: «Ҫӳрӗпӗр ӗнтӗ пӗрле. Кунӗпе пӳртре пӑчӑхса ларнӑ-ҫке эпӗ!» — тейӗччӗ, анчах — чӗлхи ҫук.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Кур-ха ӗнтӗ: тулта та, пӳртре те самаях сивӗ, вӑл пур — кӑвапа таран ҫӳхе кӗпепе.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Иккӗшӗ кӑна вӗсем пӳртре.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Пӳрт пысӑк, кун пек пӗчӗк пӳртре пурӑнмастпӑр.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тулта ҫумӑр шапӑртатать, пӳртре Ҫтаппан йӑнкӑлтатать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Килӗшӳ пулмасан, темле пысӑк керменте те тӑвӑр, килӗштерсе пурӑнсан, пирӗнни пек чухрах пӳртре те шӑкӑл-шӑкӑл пурнӑҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пурӑнатӑр пӗр пӳлӗмлӗ тӑвӑр пӳртре кӑткӑ пек кӗшӗлтетсе.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Прохор Петрович пӳртре Алиса пуррине асӑрхамасть те, тейӗн.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Иккӗн юлтӑмӑр пӳртре.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех