Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ремис вӑй пухса пӳртне кӗрсе ӳкрӗ.
Тумен сапаланать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Эсӗ каялла хӑвӑн ирӗкӳпе хуралҫӑ пӳртне таврӑнмассине пӗлсен, вӗсем пӗр каҫхине, канашларӗҫ Наркӑмӑшпа, сана леш тӗнчене ӑсатма.
Вӑрманти тӗлпулу // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Кӑваркуҫ хурал пӳртне урӑх таврӑнмарӗ.
Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Ҫапла икӗ хӗҫпе хӑратса Ҫӑханпа Ҫиҫӗм Кӑваркуҫа ҫывӑракансен пӳртне кӗртсе ячӗҫ…
Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Шурӑ ҫар ҫынни карчӑка итлесе пӗтерсен вӗсене иккӗшне те пӳртне кӗме хушрӗ.
Чӗлхесӗр ача // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Пӗррехинче вара хӗвел аничченех патша пӳртне таврӑнас тесе ҫул тытрӗ.
Хура ҫынсен патшалӑхӗнче // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Малти пӳрте пырса кӗнӗ чух (кайри пӳртне тахҫанах сутса янӑ пулин те, малти пӳрчӗн ячӗ ӗлӗкхиллех юлнӑ) Павӑла пиччӗшӗ тӗл пулчӗ.
9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Ҫапла калаҫкаласа, вӗсем хурал пӳртне ҫитсе кӗчӗҫ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Хурал пӳртне кӗрсе ӑшӑнас шутпа вӗсем ял пуҫнелле тухрӗҫ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
— Аппа, эпӗ хурал пӳртне кайса килем-ха, Шӗнерпуҫӗнче мӗн пулса иртнине каласа парам Мясникова, — терӗ вара Павлуш, тумланма хатӗрленсе.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Ҫак кунсенче ун пӳртне никам та килсе курман.
23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Атӑл хӗрринчи хурал пӳртне, Тукайпа ывӑлӗ тата Чапкун ларнӑ ҫӗре, Урасмет пӗр тумлам эрех ӗҫмесӗрех ӳсӗр ҫын пек пырса кӗчӗ.
21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вӑл ҫеҫ мар-ха, юмӑҫ карчӑк алманчӑ тарҫине пӳртне те кӗртмерӗ, тем мӑкӑртатса алӑкне шалтӑрт ҫеҫ питӗрсе лартрӗ.
20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Кун хыҫҫӑн асатте мана хурт пӑхмалли чӗнтӗре хывтарчӗ те утар пӳртне илсе кайрӗ, караслӑ пыл тыттарчӗ.
Ача аслашшӗне хурт ами тупса пани // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 53–54 с.
Эп утар пӳртне кайса кун пирки асаттене каласа патӑм.
Ача аслашшӗне хурт ами тупса пани // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 53–54 с.
Чиновникӗнни пек ҫутӑ тӳмеллӗ пальтопа тӗттӗм хурал пӳртне епле пырса кӗрӗн-ха?
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Аппӑшӗн хура кӗрӗкӗ, пиччӗшӗн мулаххайӗ питӗ килӗшрӗ Павлуша: выльӑхсем патне тухма та, юлташӗсемпе тӗл пулма хурал пӳртне кайма та, хӗрсем патне улаха ҫӳреме те кӑмӑллӑ ҫакӑн пек.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Павлуш ҫуллахи каникула киле кайнӑ, пиччӗшӗ хушнипе иккӗшне кӗтсе илме хатӗрленнӗ: вырӑсла хапха тутарнӑ, малти пӳртне тул енчен саваланӑ хӑмапа виттернӗ, ҫутӑ кӑвак тӗслӗ сӑрлаттарнӑ, чӳрече хашакӗсене те, кантӑк янаххисене те шур сӑрпа сӑрланӑ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Темиҫе хутчен пӳртне хӗлле шӑнтса пӑхсан та, таракансенчен хӑтӑласси пулайман.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Прамун Кӗркурийӗ хӗпӗртесех килӗшнӗ хӑй пӳртне шкул валли вӑхӑтлӑха пама: вут хутас енчен те, краҫҫын ламписем туянас тӗлӗшӗнчен те — шухӑшлама кирлӗ мар, земство тӳлет.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.