Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӳрне сăмах пирĕн базăра пур.
пӳрне (тĕпĕ: пӳрне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ акӑ чӑлах пулса юлатӑп, манӑн сылтӑм алӑра икӗ пӳрне ҫук.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗмӗр — чавса тӑршшӗ, ҫамрӑклӑх — кача пӳрне тӑршшӗ тенине аса илетӗп те чармастӑп вара.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗнер, хӑйӗн тӗкӗрҫисене ҫӗнтерӳ ячӗпе сӑйланӑ чухне, Тукай вырӑс туррине ҫеҫ мар, чӑваш туррисене те пуҫ ҫапрӗ ҫав, аслисене, кӗҫӗнреххисене, тӳперисене, ҫӗр ҫинчисене пӳрне те асӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каччӑ тертленкелесе шӑтӑкран ал лаппине чиксе ячӗ, хӗр ачана пӳрне вӗҫӗнчен ачашшӑн чӑмӑртарӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑй вӑл нар ҫинче ларать, пуҫ пӳрне пысӑкӑш чикарккӑ ҫавӑрать.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Эпӗ, калама ҫук хӗпӗртесе, Катьӑна пилӗк пӳрне тармакласа кӑтартрӑм.

Куҫарса пулӑш

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫамки ҫинче, сарӑ ҫӳҫ пайӑрки айӗнче, пӳрне пек хӗрлӗ йӗр курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ури аманман, чиперех, икӗ пӳрне ҫинче юн хӗвӗннӗ, — терӗ анне.

Куҫарса пулӑш

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ҫакӑ касӑн хӗрӗсем ялан шӑлан чечек пек, ялан мӑкӑнь ҫеҫки пек, шӑкӑр ларнӑ чӗкеҫ пек, тирсе ҫакнӑ шӑрҫа пек, кача пӳрне ҫӗрри пек, йӗп куҫӗнчи пурҫӑн пек.

И он смело встретил девушку задорной частушкой: С этой улицы девчата Краше белой розочки, Губки алые, как мак, А скачут — будто козочки. Их глаза — что бусинки, Нанизаны на ниточку, Кожа гладкая — что шелк, Скользит в ушке иголочки.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӑнлан эсӗ: ӳпрене кӳсекпе ҫапмаҫҫӗ, ӑна пӳрне те ҫителӗклӗ».

Пойми: из пушек по воробьям не стреляют, их и пальцем пришибить можно.

Ҫӗрлехи хӑнасем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анушка вара унӑн хӑрах аллинче пӗр тӗрӗс пӳрне те юлманнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӳрне вӗҫӗнчи йӗпӗс вӗҫӗмсӗр ҫип сӗтӗрет.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫураҫнӑ хӗр // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шӑпа пӳрне ҫынна тӗл пулатӑр.

Вы встретите человека, который может стать вашей судьбой.

35-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ир ҫинчен хӗвел тухиччен тӑрса вӗрен тимӗр пӳрне ӑсталӑхне.

Куҫарса пулӑш

Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Эльгеев карболка шӗвекӗпе пӳрне вӗҫӗсене йӗпетрӗ те ҫамрӑк хӗрарӑмӑн куҫ хупанкисене тавӑрса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хытса ларнӑ юнне шӑлса илсен, унта пӳрне кӗмелӗх ҫуркаланчӑк шӑтӑк курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кача пӳрне вара — Яккуматки пекки: «Ҫиес те тарас!» — тенӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Шӗвӗр сӑмсаллӑ хыткан арҫын куҫлӑхне сӑмси вӗҫнерех сиктерсе лартрӗ те мӑйӑхне пӳрне вӗҫӗсемпе шӑлкаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ара, эпӗ ӑна ҫӗртен тупрӑм, — терӗ Эрнепи ун ҫине пӳрне хушшинчен пӑхса.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Йытӑсен янах шӑмми ҫӳлти шӑмминчен вӑрӑмрах пулать, ҫӳлти шӑлӗсем аялтин хыҫне лекеҫҫӗ; Булькӑн вара аялти янах шӑмми тем пекех мала тухса тӑратчӗ, ҫӳлтипе аялти шӑлӗсем хушшине пӳрне те кӗретчӗ пулӗ.

У всех мордашек нижняя челюсть длиннее верхней и верхние зубы заходят за нижние; но у Бульки нижняя челюсть так выдавалась вперед, что палец можно было заложить между нижними и верхними зубами.

Булька // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 16–18 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех