Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӳлӗмре (тĕпĕ: пӳлӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Залран тухсан, тепӗр пӳлӗме лекрӗм те, унта вӗсене курса, чарӑнтӑм, ҫуррине чаршавпа пӳлнӗ пӳлӗмре вӗсем мана асӑрхамарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Хушшӑн-хушшӑн пӳлӗмре каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳретӗп те ҫапла — кускер ман ҫине куҫ айӗн тӗлӗнсе-е пӑхать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Пӳлӗмре ӳсекен чечексем ҫеҫ мар, ытти йывӑҫ-курӑк та чӗртесшӗн унта, юрлакан кайӑксем те усрасшӑн.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Хӑш пӳлӗмре ларан?

Куҫарса пулӑш

XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пик!.. — пире телефон та инкек пулнӑ ҫӗре тархасласах чӗннӗн, телефон та сехӗрленсе ӳкнӗн илтӗнсе тӑчӗ пӳлӗмре.

Куҫарса пулӑш

XXX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Юнашар пӳлӗмре кӑшт тӑхтаса тӑрӑр-ха.

Куҫарса пулӑш

XXX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӗрисене стройтрест управляющийӗ е партком секретарӗ: «Тӑхтӑр пӑртак, часах пушанатпӑр», — тесе, юнашар пӳлӗмре кӗтме сӗнчӗҫ, теприсем, пуҫлӑхсем пушӑ маррине курса, апла калаттаричченех тухса кайма васкарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ӑмӑр ҫанталӑк тӗксӗмлетекен ҫак нӳрлӗ, тӗтӗм шӑршиллӗ хӑтсӑр пӳлӗмре, ҫак ӗҫлӗ лару-тӑрура курнӑран-ши, мана Брянцев сӑнӗнчи «курорт тӗсӗ» талӑк хушшинчех пач ҫухалнӑн, ӗнерхи хаваслӑхӗ те яланлӑха сӳннӗн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Епле тесен те, Энтри ӑна Тамарӑпа Тоньӑна ҫеҫ каласа парать-ҫке (пӳлӗмре эпӗ те пуррине Энтри ҫав-ҫавах пӗлмест-ха, ҫаплах асӑрхаймарӗ вӑл мана).

Куҫарса пулӑш

XXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Анчах унта, чылаях ӑшлӑхлӑ пӳлӗмре, никамах та кураймарӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӳлӗмре — телее тенӗ пек — урӑх никам та ҫук.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Директор хӑй патӗнче мар-ха, юнашар пӳлӗмре.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пӳлӗмре ҫич-сакӑр сӗтел.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Малти пӳлӗмре — икӗ тӑрӑхла сак, вӑрӑм та ансӑр сӗтел; шалта — жнейка ларкӑчӗсенчен тунӑ виҫӗ пукан, мӑрьесӗр тимӗр кӑмака, йывӑҫ кравать; кунта та сӗтел пур, анчах вӑл пӗчӗккӗскер кӑна, чӳрече айне, стена ҫумне, вырнаҫтарнӑскер.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хам сӑмаха калам тесе ҫӗклентӗм те шалти пӳртелле пӑхрӑм: Ҫтаппан ҫывӑрмалли пӳлӗмре уҫӑ чӑматан умне чӗркуҫленнӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Таранов пӳлӗмре никама та пирус-сигарет таврашӗ турттармасть, Наталь те балкон ҫине тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑй ҫуралса ӳснӗ яла упа шӑтӑкӗпе танлаштарни Таранова килӗшмерӗ, каллех пӳлӗмре калла-малла утма тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӳлӗмре тӗлли-паллисӗр уткаларӗ:

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

…Сасартӑк пӳлӗмре хӗрарӑм курӑнса каять.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Петр Васильевич, лутрарах тулли кӗлеткеллӗскер, вӑр ҫаврака пысӑк пуҫлӑскер, пӳлӗмре кӑлтӑрмач пек ҫаврӑнкаларӗ те диван ҫине Тарановпа юнашар пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех