Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӳлӗме (тĕпĕ: пӳлӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑштахран мана каллех пӳлӗме чӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

Унтан кӑҫалхи выпускниксем кӗвӗ ҫеммипе пӗрремӗш классене пӳлӗме ҫавӑтса кайрӗҫ.

Затем выпускники взяли за руки первоклашек и под музыку повели их в класс.

Портфельсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/567

Апат ҫисен вӑл «Электрик» клуба пӗр билет илчӗ, унтан, вуламалли пӳлӗме кӗрсе, хаҫат-журнал пӑхкалама шутларӗ: сеанс пуҫланиччен вӑхӑт нумай-ха, чылаях ларма пулать.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Радик галстукне тата кӗпе ҫухине майлаштарчӗ, унтан хӑяккӑн ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӗ, сасартӑк кӑмӑлсӑррӑн пуҫӗпе сулласа илчӗ те пӳлӗме каялла кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Килхуҫи арӑмӗ тата вӗсен хӗрачи юнашар пӳлӗме куҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Пӗр самант шухӑша кайса ларнӑ хыҫҫӑн вӑл ура ҫине тӑчӗ, пӳлӗме шур халатлӑ икӗ врач кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

— Ман ҫиес килмест! — терӗ те хӗр, пӳлӗме кӗрсе ҫухалчӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Лесник хӗрӗ сӗтел хушшинче палламан ҫынсем ларнинчен ним чухлӗ те тӗлӗнмерӗ пулас, кӗрсенех пире хӑвӑрт кӑна сывлӑх сунчӗ те тепӗр пӳлӗме кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Анчах кайиччен пӳлӗме кӑштах тирпейлесе хӑварас, урай та йӑлтах ҫӳпленсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Тулта ӗнтӗ каҫ пулса килет, анма пуҫланӑ хӗвелӗн ҫӑра та хӗрлӗ ҫути пӳлӗме кичеммӗн ҫутатать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Мастерскойӗнчен вӑл шалти стенасенчи (пӗр пӳлӗмпе тепӗр пӳлӗме пӗрлештерекен) алӑксене уҫа-уҫа тухса тарнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Анчах тул енчен сӑнаса тӑнӑ чирлисенчен пӗри — ҫамрӑк кӑна хӗрарӑм ӑна пӗррех пуҫӗнчен щетка аврипе хаплаттарнӑ, ҫав вӑхӑтрах шалтан тепӗр милиционер вӑрра урисенчен ҫулса илнӗ, — Демахин кайсан вӗсем коридортан кӗмелли алӑка ҫаклатнине ҫӗмӗрсе пӳлӗме кӗнӗ иккен…

Куҫарса пулӑш

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Юрать-ха, пӳлӗме ӳсӗртерех Никифор Варламович пырса кӗчӗ те, эпӗ тухса тартӑм.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Ай-уй, мана Караҫӑм пичче умӗнче намӑс ан кӑтартха, атте! — ҫывӑрмалли пӳлӗме кӗрсе тарчӗ Тамара.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Трубкӑна хурсан библиотекарь мана тем каласшӑнччӗ, анчах сӑмахне каялла ҫӑтрӗ, мӗншӗн тесен пӳлӗме Платон ҫитсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Алӑк еннелле ҫурӑмпа тӑрса сӗтел умӗнче утюгпа тӗрмӗшекенскер пӳлӗме ҫын кӗнине те сисеймерӗм.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кӑнтӑрлахи апата кайма хатӗрленнӗччӗ кӑна, пӳлӗме Паланов васкамасӑр пырса кӗчӗ те ман алла акӑ еплерех ҫыру тыттарчӗ:

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Купӑста яшки ӑшӑтса ҫитерсен, вӗри чей ӗҫтерсен кинеми мана кӑмака хыҫӗнчи пӳлӗме ҫемҫе вырӑн сарса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хула ҫинче виҫӗ хӑлхаллӑ хӗвел йӑлтӑртатать те, кайӑксене сивӗ: пӳлӗме кӗресшӗн пулӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Юрать-ха, ҫав вӑхӑтра пӳлӗме хаҫат редакторӗ Паланов ҫитсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех