Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗҫертсе (тĕпĕ: пӗҫерт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ферма хуралҫипе ытти ҫынсем чупса ҫитнӗ ҫӗре Валя пушара сӳнтернӗ, анчах вӑл икӗ аллине те пӗҫертсе янӑ, сулахаййине тата темле япала ҫумне лектерсе, кастарса амантнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫак сӑмахсем Светлана хӑлхине ҫиҫем пек пырса кӗчӗҫ, малтан — пуҫа, унтан — пӗтӗм ӳт-пӗве пӗҫертсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫтаппан пит-куҫӗнче вӑй-хӑват вылянине сиссен, ун чӗрине упӑшки вилнӗренпе пулман ырӑ туйӑм пӗҫертсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Туятӑп ун чухне: ӳт-пӳ пӗҫертсе кӗҫӗте пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Тропик тӑрӑхӗнче пурӑнакан халӑхсен ӳт-тирӗ хура тӗслӗ, ҫав хура тӗс тропикри хӗвелӗн пӗҫертсе яракан пайӑркисем пӗҫертесрен пӑртак сыхлать.

Правда, кожа у народов тропического пояса имеет темную окраску, которая несколько защищает от ожогов палящих лучей тропического солнца.

Тропик тӑрӑхӗнче мӗнле халӑхсем пурӑнаҫҫӗ, вӗсем мӗн ӗҫлеҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Кунта хӗвел ҫулталӑкӗпех чӑтма ҫук пӗҫертсе тӑрать.

Круглый год здесь невыносимо жжет солнце.

Тропик тӑрӑхӗнчи ҫутҫанталӑк // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫӳхе тум витӗр пӗҫертсе тӑракан вӗри ӳтсем хӗстерсех пынине Саньӑна пӑчӑ пулса кайрӗ, вӑл вара хӗрринерех тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ха, чӗмере, ним маршӑнах пит пӗҫертсе, асапланса ҫӳре!

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

— Апла пулсан Ярабаева хаҫат урлӑ пӗҫертсе илмелле, ҫыратӑп ун ҫинчен мӗн те пулин.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӗвел чӑтма ҫук пӗҫертсе, шӑрантарса пӑхать, ҫил ҫук.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

— Ку истори июнь уйӑхӗнче, пӗр питӗ уяр, хӗвел пӗҫертсе пӑхнӑ кун пулса иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ҫӳллӗ маччаллӑ кӑн-кӑвак таса тӳпенелле шуххӑн ярӑнса хӑпаракан хӗвелӗн йӑлтӑркка пайӑркисем ҫӗр ҫинелле кӑвар пекех пӗҫертсе сапӑнмаҫҫӗ пулин те, пӗрре ҫеҫкеленсе ешерсе лӑпланнӑ ҫутҫанталӑкӑн ҫуркуннехи пек техӗмлӗ хӗрӳлӗхӗ халь те пӗтменни сисӗнет: типсе хӑмӑрланнӑ ҫӗрулми ҫеҫкиллӗ касӑсем хушшинче иккӗмӗш ҫеҫкене ларнӑ сенкер утмӑлтуратпа шап-шурӑ салтак тӳмисем куҫа илӗртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӗрӗвӗпех пӗҫертсе илекен кӑвар куҫа ҫиет.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗҫертсе илесле пӑхакан хӗр куҫне чӑтаймасӑр улпут пуҫне ҫӗрелле пӗшкӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тепӗр самантран хӗрача аллине шурӑ роза ҫыххи пӗҫертсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ревлен Петрович чарман пулсан, Гаврилова тахҫанах статьяпа кӑларса яратчӗҫ вӗсем, халӗ ак уншӑн пит пӗҫертсе лар.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Часах иртет ак вӑл, пӗрре кӑна пулман ӗнтӗ ун пекки, пӗр хушӑ пӗҫертсе пӑрахать те кӑштахран иртсе те каять.

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫӗлен шӑхӑрса ҫывхарнӑ пек, хулӑ чӑвӑшлатса анчӗ, ҫара ӳт-тире тимӗрпе пуснӑн пӗҫертсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юн хӑвӑртлӑхӗ пите пӗҫертсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Вӗри сывлӑш ман суранлӑ пуҫа пӗҫертсе ыраттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех