Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗҫерсе (тĕпĕ: пӗҫер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку чир, ҫынсем пӑсӑлнӑ кукуруза ҫӑнӑхне пӗҫерсе ҫинӗ пирки, кунта каллех ашкӑнма пуҫланӑ.

потому что она опять тут свирепствует по причине гнилой кукурузной муки.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хырӑм выҫсанах пире мамалыга пӗҫерсе парӑн.

Как только мы проголодаемся, ты наваришь мамалыги.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Эс вара пӗҫерсе парсан ҫеҫ кашӑк тытса ҫиме пӗлетӗн.

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

— Арӑмсемсӗр ниҫта та каяймастпӑр эпир, Хӗветӗр, пирӗн вӗсене йӑтсах ҫӳрес пулать, вӗсем пире яшка вӑхӑтра пӗҫерсе ҫитереҫҫӗ, сӑра туса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Алла — алӑ ҫӑвать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 39–41 с.

— Ҫурӑк чан пек ан янӑра-ха, — чарать упӑшки, — икерчӗ пӗҫерсе вӑхӑт нумай иртрӗ-ҫке паян, эпир тӑриччен Лява арӑмӗ вӑранчӗ, чӑххисене пирӗн сарай хыҫне килсе те ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 36–39 с.

Ҫавӑн пек ҫынна ман тата пӑрҫа яшки пӗҫерсе памалла.

Куҫарса пулӑш

Яка Микихвер шухӑшӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 4–7 с.

Халӗ вӑл ачисене хӑех шыва кӗртет, апат пӗҫерсе ҫитерет, кӗпи-йӗмне ҫӑвать…

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Каҫ еннелле хытӑ ӗшеннӗскерсем, выҫнӑскерсем, часрах общежитине ҫитсе, ҫӗр улми пӗҫерсе ҫиме ӗмӗтленсе пыратчӗҫ, хӑйсем Рафаэльпе Рубенс мӗнле чаплӑ пурӑнни, мӗнле тутлӑ апат-ҫимӗҫ ҫини, хаклӑ эрехсем ӗҫни ҫинчен сурчӑк ҫӑтса калаҫатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Мезгана эпир ҫуни-ҫунипе тиесе килетпӗр те ятарласа чавнӑ шӑтӑксене хуратпӑр, кайран вара, пӑспа пӗҫерсе, пӑрҫа улӑмӗн ҫӑнӑхӗпе хутӑштарса паратпӑр.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Таня пичӗ вут пек пӗҫерсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫав вӑхӑтрах пӳрте ӑшӑтса апат-ҫимӗҫ пӗҫерсе хатӗрлемелле.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пӗччен пуҫӑн ача ӳстересси — яшка пӗҫерсе ҫиесси мар.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Ирхине ирех пире Кулькка мӑшӑрӗ ҫатма икерчи пӗҫерсе хӑймапа ҫитерчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

— Час-часах колхозсенче пулмалла, киле ҫӗрле тин таврӑнатӑн, апат пӗҫерсе параканӗ кирлӗ, унсӑрӑн сывлӑхна пӑсма пултаратӑн.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Ураран такам ҫапнӑн туйӑнчӗ, ал пӗҫерсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Ҫуллахи каҫ ытла кӗске: ыран ирех тӑрса ӗне те сумалла, апатне те пӗҫерсе ҫимелле, ҫитерме те каймалла.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ҫавӑнтах: — Халь хӑна валли эрех кайса тупам-ха. Карчӑк, эсӗ пӑтӑ пӗҫерсе хатӑрле! — хушрӗ арӑмне.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунта вӗсене аш пӑтти пӗҫерсе хӑналасшӑн пулчӗҫ, анчах Микулапа Ваҫли улаха тухса курма васкарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Паян кӑнтӑрла чӑх ашӗнчен хуплу пӗҫерсе кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йывӑҫ тиенӗ ҫӗре пулӑҫсем чӗрӗ ҫтерлӗк илсе пычӗҫ те пулӑ шӳрпи пӗҫерсе ҫинӗ хушӑра эрех ӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех