Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗҫернӗ (тĕпĕ: пӗҫер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пӗлетӗр-и эсир, вӑл пире валли пӗҫернӗ нимӗҫ пӑрҫи яшкине те сыпса пӑхрӗ…

— А знаете, он и фасоли нашей попробовал…

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӗренекенсем валли пӗҫернӗ яшкана ҫак телейсӗр ир икӗ кашӑк хӑюлланса сыпни уншӑн хакла ларчӗ.

Дорого достались ему две ложки ученической похлебки, так лихо проглоченной в это злополучное утро.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Типӗтнӗ пулӑ, чӑмӑрлӑ пӗҫернӗ ҫӑмарта пур…

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Аркадий вӗсем пынӑ чух кил картинчеччӗ: пилӗк таран ҫарамасланнӑ та ых-ыхлатса юрпа ҫӑвӑнать; хӑйӗн ӳчӗ пӗҫернӗ рак пек хӗрелсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Упӑшки килессе кӗтнӗ май, тем яшки пӗҫернӗ, ӑшаланӑ вӑл, тутлӑ апат шӑрши урамах тухнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Кайран, пӳрте кӗрсен, анне мана кӑмака ҫинчен ӑшӑ-ӑшӑ ҫӑматӑ илсе парӗччӗ, чукунпа пӗҫернӗ яшкана кӑмакаран кӑларса, антарса парӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 108–110 с.

Шампански кӗленчи кӗмӗл витнӗ чиркӳ тӑрри евӗр ҫуталса ларать, пӗҫернӗ кӑвакал урисене ҫӳлелле ҫӗкленӗ, тӗтӗмленӗ селедка ҫӑварне симӗс сухан хыпнӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Прухур мучи те малти шӑлӗсемпе ҫӑкӑр ҫемҫине мӗкӗлтеттерет, пӗҫернӗ ҫӑмартине тӑвар ҫине пуҫа-пуҫа ҫыртать, унтан термоспа чиксе тухнӑ вӗретнӗ сӗтпе сыпкалать.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Кунта икӗ пӗчӗк турилкке ӑшне хупнӑ ҫатма икерчи, чӑкӑтпа пӗҫернӗ ҫӑмарта тата ҫур литр сӗт пур иккен.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

— Анне пӗҫернӗ кукӑль шӑрши мар ку.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Пӳртре чӑх ашӗнчен пӗҫернӗ кукӑль шӑрши кӳ-ӳ кӗрет!

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑнасене авалхи рецептпа пӗҫернӗ ҫӑкӑра, чӑваш сӑрине астивме сӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Акатуйӗ кӗр! кӗрлерӗ – Ҫӗр ҫыннин ятне ҫӗклерӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10857-ak ... tne-c-kler

Йӗп-йӗпе тара ӳкнӗ Мирун пӗҫернӗ ҫӗрулми ҫине ҫӑнӑх хушса тӗвет.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пушӑт кушилсенче — ҫимеллисем: хура ҫӑкӑр, типӗтнӗ аш е ҫӑмарта, шуратмасӑр пӗҫернӗ ҫӗрулми, шӑрпӑк курупкине тултарнӑ тӑвар, урапа ӳречинчен мелке аврисем кӑнтарӑнса тӑракан тикӗт лакӑмӗсем ҫака-ҫака янӑ.

Куҫарса пулӑш

Теччӗне тырӑ сутма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак кун чӑвашсем авалтан тулӑх ҫитӗннӗ, пуҫтарнӑ тырра авӑртса тутлӑ кулачсем пӗҫернӗ.

Куҫарса пулӑш

55 ҫул - юратӑва упраса // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11112-55 ... -va-uprasa

— Эй, Исмен, куратӑп, эс маншӑн тӑрӑшатӑн, шӳрпе пӗҫернӗ ав, — тӳрех хуран патне пычӗ Ҫеҫтук.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапла вӑл килте пӗҫернӗ ҫимӗк пӑттине ҫын патӗнче тутанса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӑтта ӑна тӑкма пӗҫермен, ҫиме пӗҫернӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юман йӗкелӗпе ҫӑка ҫулҫи те сахал мар кайрӗ пулас ҫӑкӑр пӗҫернӗ ҫӗре.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тыр вырнӑ, авӑн ҫапнӑ, ҫӑкӑр пӗҫернӗ

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех