Шырав
Шырав ĕçĕ:
12. Моисей Ааронпа унӑн сывӑ юлнӑ ывӑлӗсене, Елеазарпа Ифамара, каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑра кӳнӗ парнесенчен юлнӑ тырӑ-пулӑ парнине, тутлӑлла пӗҫернине, илӗр те ӑна парне вырӑнӗ патӗнче ҫийӗр: вӑл — аслӑ сӑваплӑ япала; 13. ӑна сӑваплӑ ҫӗрте ҫийӗр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа парнисенчен ҫакӑ санӑн паю, санӑн ывӑлусенӗн пайӗ пулать: [Ҫӳлхуҫамӑр] мана ҫапла хушнӑ; 14. силлентерсе кӳрекен ӑмӑрӗпе ҫӗклентерсе кӳрекен хулне эсӗ хӑв та, санпа пӗрле санӑн ывӑлусемпе хӗрӳсем те таса вырӑнта ҫийӗр: Израиль ывӑлӗсем кӳрекен канӑҫлӑх парнисенчен ҫакӑ — сана панӑ пай, санӑн ывӑлусене панӑ пай; 15. ҫӗклентерсе кӳрекен хулӗпе силлентерсе кӳрекен ӑмӑрне вӗсен ҫу парнисемпе пӗрле Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче силлентерсе кӳмелле; Ҫӳлхуҫамӑр [Моисее] хушнӑ пек, ҫакӑ ӗмӗрлӗхе санӑн паю тата санпа пӗрле санӑн ывӑлусен [тата санӑн хӗрӳсен] пайӗ пултӑр, тенӗ.
Лев 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Моисей халӑха каланӑ: эсир Египетран, чуралӑх ҫуртӗнчен, тухнӑ ҫакӑ куна асра тытӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа сире унтан хӑватлӑ алӑпа илсе тухрӗ, йӳҫӗтсе пӗҫернине ан ҫийӗр: 4. эсир паян, авив# уйӑхӗнче, тухатӑр.
Тух 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Йӳҫӗтсе пӗҫернине нимӗн те ан ҫийӗр; хӑвӑр кирек ӑҫта пулсан та тутлӑлла ҫӑкӑр ҫийӗр, тенӗ.20. Ничего квасного не ешьте; во всяком местопребывании вашем ешьте пресный хлеб.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.