Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗччене (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ма пӗччене урама кӑларса ятӑн? — упӑшкине ятлама пуҫларӗ Хвекла кинемей.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пурӑна киле пӗччене юлтӑм ак…

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗччене йывӑр… пӗччене йывӑр… пӗччене йывӑр… — хуравларӗ ахрӑм.

— Один… один… один… — откликнулось эхо.

XIX // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Ман туссем пулсамӑр, пӗччене йывӑр…

— Будем друзьями, я совсем один, — сказал он.

XIX // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Шурлӑхра пӗччене хӑрушӑ.

Страшно одной на болоте.

Шурлӑх // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Тӑваттӑн — пӗччене хирӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑрманта юлма та хӑрушӑ пӗччене.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗччене йывӑр-ҫке, йывӑр.

Куҫарса пулӑш

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кама шанса ҫапла пӗччене пӑрахса хӑваратӑн-ха мана, хӑвӑн мӑшӑрна?

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кам кут хыҫне вут тӗртнӗ, кам хӗтӗхӗпе кам хӑваласа тухнӑ мана пӗччене вӑрмана?

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Йывӑр пулнӑ ӗнтӗ ӑна, пӗччене, — ҫывӑх тантӑшсем вӑрҫа кайнӑ е тӗнче тӑрӑх саланнӑ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Мана хама, пӗччене, нумай кирлӗ марччӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пӗччене урӑх мӗн кирлӗ?

А что еще надо одинокому парню?

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ахтупай пуян та-ха пирӗн, ҫапах ӑна пӗччене йывӑр килӗ тетӗп.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах сире, пӗччене, гиппопотамсемпе ҫын ҫиенсен апачӗлӗх хӑварасси…

Но бросить вас одного на съедение гиппопотамам и людоедам.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

— Мана пӗччене нумай кирлӗ-и?

Куҫарса пулӑш

VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Эпӗ сунарта акӑлчан элчипе Реджинальд Шерлипе пулнӑ, Баганпур раджин темиҫе сунарне хутшӑннӑ, анчах ултӑ слона эпӗ пӗччене пӗччен, хутшӑнуҫӑсемсӗр вӗлернӗ.

Я охотился с сэром Реджинальдом Шерли, английским посланником, участвовал в нескольких охотах раджи Баганпура, но шесть слонов убиты мною один на один, без соучастников.

IV. Слон сунарҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Пӗччене мана хурлӑх пусать.

 — Мне одному горестно оставаться.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

Эпӗ акӑ мӗн сӗнетӗп, хӑвӑн ҫыннусене эсӗ те ҫавнах кала: пурте харӑс ҫапӑҫас вырӑнне эпир санпа иксӗмӗр ҫапӑҫӑпӑр — пӗччене пӗччен.

Предложи своим воинам то же, что предложу я своим: вместо общей драки драться будем мы с тобой — один на один.

Ҫул пуҫсен ҫапӑҫӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 302–303 с.

Ҫук, эсӗ пӗччене пӗччен тӗрӗсле, ак ҫакӑнта, халӗ.

Нет, ты испробуй один на один, вот сейчас.

Хушу — ҫар валли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 81–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех