Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтӗмпех сăмах пирĕн базăра пур.
пӗтӗмпех (тĕпĕ: пӗтӗмпех) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хӑй вӑхӑтӗнче пӗтӗмпех пулать…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Пӗтӗмпех пулать, Шура, — лӑплантарма тӑрӑшнӑ вӑл арӑмне.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ну, вӑт, пӗтӗмпех каларӑм ӗнтӗ…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Эсир манран хӑюллӑрах иккен, эсир ман ҫинчен пӗтӗмпех пӗлесшӗн, хӑвӑр вара…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ют ҫын куҫӗсенче, тен, пӗтӗмпех асӑрхайман та, анчах юратнӑ ҫын куҫӗсенче, хӑвах пӗлетӗн, пӗтӗм кӑмӑл тӗкӗр ҫинчи пекех курӑнать?

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Ку пӗтӗмпех таҫтан шалтан килет.

Куҫарса пулӑш

Алӑ ӗҫӗ - питӗ лайӑх эмел // Неля САБАХОВА. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... el-3645896

Ҫак кун пӗтӗмпех чӑн-чӑн чаплӑ та уяв чухнехи пек пулса тӑнӑ!

Все это сделало этот день по-настоящему замечательным и праздничным!

Пишпӳлекре пысӑк спорт уявӗ иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sport/2024-0 ... tn-3639682

2024-2025 ҫулсенче Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗн ача-пӑча стационарӗ пӗтӗмпех ҫӗнелсе улшӑнмалла.

В 2024–2025 годах должен полностью преобразиться детский стационар Новочебоксарского медицинского центра.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Маларах каларӑм ӗнтӗ, эпир Ҫӗнтерӳ кунне ҫывхартассишӗн мӗн кирлине пӗтӗмпех тӑвӑпӑр.

Как уже сказал, мы будем делать все, чтобы приблизить день Победы.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Анчах пӗтӗмпех кал-кал пырать тени те вырӑнсӑр.

Куҫарса пулӑш

Шкулсенчи ӗҫсем графикран юларах пыраҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/shkulsenchi-ecse ... ah-pyracce

Енчен те парӑмсем тӑрса юлнӑ пулсан е вӗсене парса татайман пулсан пӗтӗмпех курма пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Бюджета пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсен шучӗ самай чакнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/07/byud ... sna-tesleh

Эсир калани пӗтӗмпех тӗрӗс, кирлӗ пек ҫул-йӗрпе пурсӑмӑр та ӗҫлесе пыратпӑр», – тесе тепӗр хут палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Бюджета пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсен шучӗ самай чакнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/07/byud ... sna-tesleh

Тӗп тӗллевсенчен пӗри - палӑртнӑ объектсене пӗтӗмпех графикпа килӗшӳллӗн пурнӑҫа кӗртсе пырасси.

Куҫарса пулӑш

Шупашкар хулине 555 ҫул ҫитнине палӑртса хулашӑн пӗлтерӗшлӗ вун-вун объект хута кайӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/09/shup ... sa-hulasha

1942 ҫулхи ака уйӑхӗнче асаплантаракансем яла пӗтӗмпех ҫунтарса янӑ, 57 ҫынна вӗлернӗ.

В апреле 1942 года каратели полностью сожгли деревню и убили 57 жителей.

Корма (Октябрьски районӗ) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%BE%D ... %BD%D3%97)

Аллӑмӗш ҫулсем пуҫламӑшӗнче вӑл пӗтӗмпех натюрмортсемпе пейзажсем ӳкересси ҫине куҫать.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Ҫапла куҫса ҫӳренине пула институтра вӗренесси вӑраха кайнӑ, Розалия Михайловна дипломлӑ ӗҫ ҫырман, Е. А. Зайцев профессорпа Б. В. Йогансон академик мастерскойӗнче вӗреннӗскер, вӑл кунта мӗн илме пултарнине пӗтӗмпех илнӗ тесе шутланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Тӗпчев саманисем те саккӑр, Тамашисем те тӑххӑр, тенӗ пек, — Апла та вылянать, капла та тапхӑр, Сасартӑках уйлаймӑн пӗтӗмпех.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Пӑхӑрпала тӑхлав пӑтрашӑнса Илемлӗ, ҫирӗп бронза пулнӑ пек Ҫак хамӑршӑн ытарайми таса Чӗлхемӗр те ҫухалмӗ пӗтӗмпех.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Вӗсем пӗтӗмпех халӑхӑн, ҫав вӑхӑтрах — поэтӑн, Хусанкайӑн; вӗсенче халӑх пултарулӑхӗпе поэт пултарулӑхӗ пӗр ҫӗре пӗтӗҫсе, тӗвӗленсе, пӗрлӗх пулса тӑраҫҫӗ, пӗр-пӗрне вӑй параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

…Астумарӑм, тантӑшӑм, туймарӑм: Нар пек хӗрлӗ питӗм пӗтӗмпех Пӗркеленнӗ кайнӑ пӗлӗм пек.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех