Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтӗм сăмах пирĕн базăра пур.
пӗтӗм (тĕпĕ: пӗтӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫивӗчлӗхне ҫухатман ку ыйту Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун пушшех те ытларах калаҫтарчӗ, тимлӗхе вӑйлатма хистерӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяв тӗлне – ача-пӑча фестивалӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10783-uy ... a-festival

Савӑн-кул, шкулта вӗрен, юрла-ташла, пултарулӑхна, ӑсталӑха тупта… – пӗтӗм ҫулсем уҫӑ.

Куҫарса пулӑш

Уяв тӗлне – ача-пӑча фестивалӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10783-uy ... a-festival

Шел, пӗтӗм сӑнӳкерчӗке хаҫата кӗртме май ҫук, вӗсене хаҫат сайтӗнче пӑхма пултаратӑр.

Куҫарса пулӑш

Надежда Бабкина вӑрнарсене ырӑ кӑмӑл-туйӑм парнелерӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10876-na ... m-parneler

Пӗтӗм район халӑхӗ ячӗпе сире вӑйлӑ концертшӑн, кӑмӑлсен хӑпартланӑвӗшӗн чӗререн тав тӑватӑп, – терӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Тихонов Надежда Бабкинана тата тепӗр чечек ҫыххи парнелесе.

Куҫарса пулӑш

Надежда Бабкина вӑрнарсене ырӑ кӑмӑл-туйӑм парнелерӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10876-na ... m-parneler

Ытларикун Вӑрнар Пӗтӗм Раҫҫейри «Песни России» фестиваль-марафонӑн тӗп сцени пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Надежда Бабкина вӑрнарсене ырӑ кӑмӑл-туйӑм парнелерӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10876-na ... m-parneler

Республика кунӗ йӗркипе Пӗтӗм Раҫҫейри «Чӑваш ен сӑррисем-2022» конкурса та пӗтӗмлетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнарсем те хастар хутшӑнчӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10983-v- ... utsh-nch-c

Хальхинче вӗсене пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗнче хапӑлланӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнарсем те хастар хутшӑнчӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10983-v- ... utsh-nch-c

— Манӑн пӗтӗм пурлӑхӑм та ҫакӑ кӑна.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗтӗм чӑвашьенре кӑна мар, Чулхулапа Чӗмпӗр, Теччӗпе Хусан таранах сарӑлнӑ Ишек чиркӗвӗн чапӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул — малалла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку сӑмахсене илтсен, Петӗрӗн пӗтӗм кӗлетки сӑ-ӑрр! туса, чӗтресе илчӗ — тетӗшӗ тем тесен те ырӑ мар шухӑш тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан вӗсем шӑнкӑрч вӗллинчи пӗтӗм ылтӑна, сӗтел ҫинӗ силлесе, икӗ пӗр пек пая пайларӗҫ те малтан хатӗрлесе хунӑ сӑран хутаҫсене тултарчӗҫ, кутамккисене чикрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫи-пуҫа витерсе пӗтӗм ӳт-пӗве чӗтретекен сивӗ ҫил ҫаплах тулашма чарӑнмарӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗлке паҫӑрхи туратпа вулӑ хушшине ларса кӑштах сывлӑш ҫавӑрчӗ, унтан икӗ аллипе те туратран ҫатӑрласа тытрӗ те урисене ерипен вулӑ тӑрӑх аялалла шутарса пычӗ, унтан пӗтӗм кӗлетке йывӑрӑшӗпе йывӑҫран ҫакӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан, сӗтелпе тенкелсемсӗр пуҫне, малти пӳртри пӗтӗм япалана кайри пӳрте куҫарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тин ҫеҫ пӑртак лӑпланнӑ хӗрарӑмӑн чӗри каллех сиксе тапма, пӗтӗм ӳт-пӗвӗ тӑрӑх юнӗ пӗр вӗресе тӗ чашкӑрса чупма, пуҫӗнче темле тӗрлӗ шухӑшсем пӑтранма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарье вара, ун ҫинелле темлереххӗн пӑхса илсе, хӑех ҫил-хапхана кайса уҫрӗ, пӗтӗм выльӑх-чӗрлӗхне артель картишӗнчен хӳтерсе хӑваласа кӑларса, урампа чуптарса тенӗ пекех хӑваласа анчӗ, картишне кӗртсе ярса, хапхине сӑлӑп ярса питӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарье аллинчи кӗреҫепе умӗнчи ҫӗре пӗтӗм вӑйран темиҫе хутчен умлӑн-хыҫлӑн таклаттарчӗ — тул енчен ҫутӑ курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах хуҫи вӗсене нимӗн те памарӗ, вырӑсла хапхана кайса уҫрӗ те, лашипе чӑх-чӗпсемсӗр пуҫне, пӗтӗм выльӑхне урама хӳтерсе кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чуну тухсан, вӗрене йӑлласа ҫыхап та, пӗтӗм ял халӑхне пухап, хӑй ҫакӑнса вилнӗ теп.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ашшӗн кашни сӑмахӗ уншӑн саккунччӗ, вӑл мӗн хушнине яланах вӑхӑтра, чыслӑ, тирпейлӗ, пӗтӗм чун-чӗринчен тӑрӑшса пурнӑҫлатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ хыпарсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех