Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтерсен (тĕпĕ: пӗтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хам ӗҫе пӗтерсен, каллех бухгалтер патне кӗрсе: — Хама кирлине пӗтӗмпех ҫырса илтӗм, анчах ку ҫеҫ маншӑн сахал. Манӑн вӗсен ӗҫне хам куҫпах курасчӗ. Курмасӑр, пӑхмасӑр епле ҫырас? Ку ӗҫе мӗнле тума пулӗ-ши паян? Е ырана хӑвармалла? — тесе ыйтрӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Унтан, калаҫса пӗтерсен, темӗн пысӑкӑш папка кӑларчӗ те, пӳрнисем ҫине сурса, васкасах тем шырама пуҫларӗ, хӑй умӗнчи хучӗсене пӑтратма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Алексеев каласа пӗтерсен, Тимухха пиччепе юнашар кордонра пурӑнакан Петров Иван Петрович хуралҫӑ сӑмах илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫулҫӑсене кӗве ҫисе пӗтерсен, хӑмла хӑрса ларать-мӗн, кӑҫал вара кашни гектартан вуншар центнер типӗтнӗ хӑмла илме сӑмах панӑ.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Иккӗмӗш курс пӗтерсен, Кольӑн Виктор ятлӑ юлташӗ Вӑрасара канма пыма чӗннӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Институт пӗтерсен, вӗсене иккӗшне те пӗр районах ячӗҫ, колхозӗсем те ӑмӑртаканскерсем, кӳршӗсем пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

— Шухӑшӗсене каласа пӗтерсен, пӗрре Михха еннелле, тепре Лукарье еннелле ҫаврӑнса пуҫ тайрӗ Ваҫухха.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ваттисене асӑнса пӗтерсен, Ваҫлипе Микула алӑк патӗнчи кравать ҫине кайса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Е мана питех курасшӑн пулсан, акӑ, тырӑ вырса пӗтерсен кайса килӗп.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗн калас пеккине каласа пӗтерсен, Уляна чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унтан, пушӑ сентрене милӗкпе ҫапса: — Асатте-асанне… Атте-анне… Хурӑнташ-тӑвансем… Ачасем… Пурте… Эпир мунча кӗнине эсир те кӗрӗр… Ҫанҫурӑмӑрсем канлӗ пулччӑр… — тесе, ҫапӑнас умӗнхи йӑласене туса пӗтерсен, сентре ҫине хӑпарса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗлтуса пӗтерсен, урисене хуҫса, пештӗр ҫумне ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Авалхи ,йӑлапа, тырӑ акса пӗтерсен, ваттисене асӑнса, уй-хиртех апатланмалла.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗҫе пӗтерсен, пурне те кайри пӳрте илсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш лавсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Юр хырса пӗтерсен кӗрсе апатлантӑм та каллех тухрӑм.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑй ӗҫне пӗтерсен, Сахар сӗтел умнерех пычӗ, тулли черккине пуҫӗнчен те ҫӳле ҫӗклесе, пурин ҫине те ӑшшӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ, унтан: — Ытарайми ырӑ тӑванӑмсем, пӗр-пӗринпе сайра хутра ҫеҫ тӗл пулакан пултӑмӑр. Хальхинче эпӗ сире пӗр куна мар, эрне тесен эрне те хӑналама чӗнтӗм. Пурсӑр та кӑмӑл тӑраниччен ӗҫсе ҫийӗр, юрлӑр та ташлӑр, савӑнӑр! Ӗмӗр асӑнмалӑх пултӑр. Пурне те ман пек ӗҫме сӗнетӗп, — терӗ те вӑл, аллинчи черккене пушатса та хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Паян калаҫса пӗтерсен, ыран валли сӑмах юлмасть.

Куҫарса пулӑш

Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗтерсен килсе тӗрӗслетӗп, — терӗ та Захар Петрович лавкки еннелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Туҫи Ҫармӑсри 8 ҫул вӗренмелли тата Уйкас Кипекри вӑтам шкулсене пӗтерсен пултаруллӑ ҫамрӑк пӗлӗве малалла Чӑваш ял хуҫалӑх институтӗнче ӳстерес тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗслӗх кӑтартакансен йышӗнче // Николай ВАСИЛЬЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11891-t- ... -jysh-nche

Нургали ӑна итлесе пӗтерсен именнӗ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех