Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтерсен (тĕпĕ: пӗтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шкул пӗтерсен Мария Йошкар-Ола хулине ҫул тытнӑ, вӑрманпа техника институтне вӗренме кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗппи ӑҫта — ҫиппи ҫавӑнта // Зинаида СОЛОВЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Вӑтам шкул пӗтерсен Жадовкӑри совхоз-техникумра вӗреннӗ.

Куҫарса пулӑш

Лара-тӑра пӗлмен таврапӗлӳҫӗ // Нина РАЗУМОВА. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Шкул пӗтерсен Полина автозавода ӗҫлеме каять, контролера вӗренсе тухать.

Куҫарса пулӑш

Председатель хӗрӗ // Нина Еграшкина. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Шкул пӗтерсен ӑҫта вӗренме каяс ыйту сиксе тухсан вӑл пӗр иккӗленмесӗр Ульяновскри культурӑпа ҫутӗҫ училищине кайнӑ, оркестр уйрӑмне вӗренме кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Председатель хӗрӗ // Нина Еграшкина. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Вӑтам шкул пӗтерсен выльӑх тухтӑрне вӗренме кӗтӗм.

После окончания средней школы поступил учиться на ветврача.

Епле пурӑнатӑн, Ванюкӑм? // Вера. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Шкул пӗтерсен тӳрех Хусанти химипе технологи институтне вӗҫтертӗм, 1 балл ҫитейменнипе каялла таврӑнма лекрӗ.

После окончания школы сразу же отправился в Казанский институт химии и технологии, из-за нехватки 1 бала пришлось вернуться обратно.

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Парти шкулне пӗтерсен Н.К.Демидова Хусанта пичетленсе тухакан «Хӗрлӗ Ялав» чӑваш хаҫачӗн тӗп редакторне лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑҫми ырӑ ӗҫсем // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Ҫулталӑк ӗҫлесен ӑна Полтавӑри танк училищине вӗренме яраҫҫӗ, вӗренсе пӗтерсен училищӗри взводӑн командирӗ пулать.

Куҫарса пулӑш

Манӑҫми ырӑ ӗҫсем // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

1934 ҫулта Микулай 7 класс пӗтерсен Хусанти финанспа экономика техникумне вӗренме кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Манӑҫми ырӑ ӗҫсем // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Кӗркунне колхоз вити туса пӗтерсен тихасене унта куҫараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн ентеш // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

«Выльӑх вилни ҫынна макӑртать тӗк хуйхӑрнине ирттермелле. Мӗнле? Шкул пӗтерсен выльӑх тухтӑрне вӗренмелле», — ҫуралчӗ ача пуҫӗнче шухӑш.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт // Анатолий БЕЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Хам ӗҫе пуҫтарса пӗтерсен ӑна пулӑшма васкаттӑм.

Куҫарса пулӑш

Янаварӑм ман, янаварӑм, Эп сана йӗвентен ямарӑм... // Татьяна Борисова. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Халӗ фонд районсенчи ӗҫтӑвкомсене ҫуртсем тума укҫа куҫарать те лешсем туса пӗтерсен фонд ҫынсене валеҫсе парать.

Фонд переводит деньги в районные исполкомы, а те, достроив, отдадут жилье гражданам.

Кашни ҫемьене хӑтлӑ хваттер // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

1943 ҫулхи сентябрьте курса вӗренсе пӗтерсен кӗҫӗн лейтенант звани парса малалла ҫапӑҫма иккӗмӗш Прибалтика фронтне направлени параҫҫӗ.

В сентябре 1943 года завершив учебу на курсах с присвоением звание младшего лейтенанта, дают направление для дальнейшего сражения во второй Прибалтийский фронт.

Аппӑшне качча илсе йӑмӑкӗпе ӗмӗрне ирттернӗ // ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Шкул пӗтерсен И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне /халӗ университет/ ҫул тытать, физикӑпа математика факультетӗнче ӑс пухать.

После школы направляется в Чувашский государственный педагогический институт имени И.Я.Яковлева (ныне университет), учится на физико-математическом факультете.

Яланах малта пыма тӑрӑшать // Л.КУЗНЕЦОВ. «Елчӗк Ен», 2016.06.25

– Вӗренсе пӗтерсен ӑҫта кайма шутлатӑн?

- Куда решил идти после окончания учебы?

Ҫӑвать те, пӗҫерет те // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Вӑхӑтӗнче вӗренме кайма тӑрӑшманшӑн Татьяна Владимировна кӑшт ӳпкелешсе те илет: – Самани ҫаплаччӗ ун чух, шкул пӗтерсен колхоза юлма хистетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Пире хулара кичем» // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Эпӗ ытларах каҫсерен, килти ӗҫсене пӗтерсен, тӗрлетӗп.

Я больше всего по вечерам, после завершения работ по дому, вышиваю.

«Турӑш тӗрлесси - тӗлӗнтермӗш ӗҫ» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Вӑтам шкул вӗренсе пӗтерсен салтака комсомол путевкипе кайнӑ, В.И. Чапаев ячӗллӗ 25-мӗш мотострелковӑй дивизи штатне кӗрекен танк полкӗнче хӗсметленнӗ.

После окончания средней школы в армию призвался по комсомольской путевке, служил в танковом полку 25-ой мотострелковой дивизии имени В.И. Чапаева.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

Ишек шкулне пӗтерсен Игорь Лепин пӗр ҫул Шупашкарти заводра вӑй хучӗ, военкомат хушнипе ДОСААФпа организацине телеграфистсен курсне пӗтерчӗ.

После окончания Ишаковской школы, Игорь Лепин год трудился на Чебоксарском заводе, по решению военкомата закончил курсы телеграфистов при ДОСААФ.

Хӗр чӗрисене ҫунтарнӑ // АНАТОЛИЙ ЛЕПИН. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех