Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтереҫҫӗ (тĕпĕ: пӗтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пичкери шыва брезент пыршӑ витӗр пӗр-пӗр айккинерех ҫунакан ҫурт ҫине сапкаласа пӗтереҫҫӗ те, вӗрие тӳсеймесӗр, насусӗсене аяккарах туртса каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кала эппин ҫынсене: ӗҫне паянах пӗтереҫҫӗ пулсан, пӗр четвӗртне ахаль ӗҫтерӗп, тепӗр четвӗртлӗх укҫан парӑп, — малтанхи шухӑшне улӑштарчӗ Сахар.

Куҫарса пулӑш

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унсӑрӑн пӗтереҫҫӗ вӗсем пире.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шӑшисем, киревсӗрсем, вӑрманта йывӑҫ вӑррисене ҫисе пӗтереҫҫӗ е тата халь ҫеҫ шӑтса тухнисен тымарӗсене кӑшласа хӑртса питӗ пысӑк сиен кӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Пӗтереҫҫӗ кантӑра, шӗкӗлчеҫҫӗ те шӗкӗлчеҫҫӗ, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Кантӑр акнӑ уя пӗрре тӗллесен, ҫак виҫӗ пуслӑх ҫерҫисем ҫӗршер тенкӗлӗх сиен кӳреҫҫӗ: кантӑр вӑррине ним юлмиччен ҫисе пӗтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Пӗр йӑвари кӑткӑсем ҫулсерен мар, кунсерен пиншер хурт-кӑпшанка вӗлерсе пӗтереҫҫӗ, — хӑй сӑмахнех ҫирӗплетрӗ Степан Лукич.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк паттӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 13–14 с.

Ҫав тери хӑвӑрт, миллионшарӑн ӗрчеҫҫӗ, миллионшар йывӑҫ хӑртса пӗтереҫҫӗ, — терӗ Степан Лукич.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ туссем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 11–13 с.

Пӗчӗк йывӑҫӗсене выльӑхсем те таптаса, ҫисе пӗтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ туссем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 11–13 с.

Пирӗн еш ҫынсене пӗр айӑпсӑрах пӗтереҫҫӗ! — терӗ вӑл, аллисене лаштах ярса.

Куҫарса пулӑш

Кантуртисем килни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ҫуркунне, акӑ, рабочисем килеҫҫӗ, чирӗке туса пӗтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Туратсене хуҫса-чӗлсе пӗтереҫҫӗ, чечексене татса ывӑтаҫҫӗ, таптаҫҫӗ, ҫӳпӗлеҫҫӗ, варалаҫҫӗ.

Ветки поломаны, цветы сорваны и растоптаны, кругом грязь, мусор…

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ачасем чулпа пере-пере ватаҫҫӗ ун чӳречине, пахчинчи йӑрансене таптаса пӗтереҫҫӗ, Анахвӑр ҫав-ҫавах ҫын ҫинче ҫук.

Подражая взрослым, насмехалась над мужиком и сельская ребятня: то проткнут палкой одно-единственное оконце, то вытопчут грядки в огороде.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Районти ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ҫӗрулми кӑларма тытӑннӑ, кӗрхи ҫӗртме тӑваҫҫӗ, куккурус выраҫҫӗ, кӗрхи культурӑсене акса пӗтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ, ҫӗртме тӑваҫҫӗ // Р.Басников. http://kasalen.ru/2022/09/09/ce%d1%80%d1 ... %d0%b0cce/

Ҫапса аллисене ыраттарса пӗтереҫҫӗ

Все кулаки об него отботали.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫур пурлӑхне тӗрлӗ киреметсене пуҫ ҫапса пӗтереҫҫӗ, чиркӳ валли вара — яп-яка тӑрса юлать.

Половину своих трудов разбрасывают на всяких киреметей, а на святую церковь гроша ломаного жалеют.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Калӑпӑр, Яриле старике куланайсене вӑхӑтра тӳлейменшӗн хӗнесе пӗтереҫҫӗ, кантура илсе кайса хупса лартаҫҫӗ.

Случалось, за неуплату налогов его избивали, увозили в каталажку.

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эпӗ хам та Польшӑри ӗҫсене ҫак куяеенче пӗтереҫҫӗ пулӗ тенӗччӗ».

Я и сам думал, что с Польшей в эти дни будет покончено.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Утсене хӑмӑт тӑхӑнтартнӑ чухнех асаплантарса пӗтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӗтнӗ кун ҫитрӗ иккен, ӗнтӗ пӗтӗм ҫӗршыва нимӗҫрен тасатса пӗтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех