Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтереттӗм (тĕпĕ: пӗтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрре ҫакӑн пек вӑйӑпа йӑпаннӑ чухне эпӗ кӑштах хам пуҫа пӗтереттӗм.

Раз во время этих упражнений случилось происшествие, едва не стоившее мне жизни.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Атте мана сайра хутра ярса тӑракан укҫана эпӗ тинӗсре ҫӳресси ҫинчен вӗрентекен наукӑпа математикӑна вӗреннӗ ҫӗре тӑкакласа пӗтереттӗм.

Все деньги, какие изредка присылал мне отец, я тратил на изучение навигации и других отраслей математики.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпир ҫапӑҫма пуҫларӑмӑр, галлерейӑран вӑл мана лавкана тӗртсе кӗртрӗ те, пӗрмай урайӗнче тӑракан пысӑк турӑшсем ҫинелле тӗксе ӳкерме хӑтланчӗ, — вӑл ҫавна тума пултарас пулсан, эпӗ кӗленчисене ҫӗмӗрсе пӗтернӗ, чӗнтӗрленисене хуҫса тӑкнӑ пулӑттӑм тата хаклӑ иконсене чӗркелесе пӗтереттӗм пулӗ.

Мы стали драться, с галереи он втолкнул меня в лавку и всё старался повалить на большие киоты, стоявшие на полу, — если бы это удалось ему, я перебил бы стекла, поломал резьбу и, вероятно, поцарапал бы дорогие иконы.

XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ҫав ҫул — унтанпа ӗнтӗ пайтах вӑхӑт иртрӗ — эпӗ ҫиччӗмӗш клас вӗренсе пӗтереттӗм.

В ту, далекую уж теперь, пору я заканчивал седьмой класс.

Диктант // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

6. Эпӗ пӗчченех уявсенче Иерусалима ҫӳреттӗм, тӑтӑшах ҫӳреттӗм; Турӑ пӗтӗм Израиле ӗмӗрлӗхе панӑ йӗрке тӑрӑх, чи малтан пуҫтарнӑ ҫимӗҫе, пур ҫимӗҫӗн вуннӑмӗш пайне тата чи малтан каснӑ сурӑх ҫӑмне илсе каяттӑм, 7. ҫакна священниксене, Аарон ывӑлӗсене, парне вырӑнӗ ҫине хума параттӑм: пӗтӗм ҫӗр ҫимӗҫӗн вуннӑмӗш пайне Левит ывӑлӗсене, Иерусалимра ӗҫлесе тӑракансене, параттӑм; тепӗр вуннӑмӗш пайне сутаттӑм та укҫине ҫуллен Иерусалима ҫӳресе пӗтереттӗм; 8. виҫҫӗмӗш пайне — кама тивӗҫлӗ, ҫавна параттӑм; аттерен тӑлӑха юлсассӑн, мана аттем амӑшӗ Деввора ҫапла тума вӗрентсе хӑварнӑччӗ.

6. Я же один часто ходил в Иерусалим на праздники, как предписано всему Израилю установлением вечным, с начатками и десятинами произведений земли и начатками шерсти овец, 7. и отдавал это священникам, сынам Аароновым, для жертвенника: десятину всех произведений давал сынам Левииным, служащим в Иерусалиме; другую десятину продавал, и каждый год ходил и издерживал ее в Иерусалиме; 8. а третью давал, кому следовало, как заповедала мне Деввора, мать отца моего, когда я после отца моего остался сиротою.

Тов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Вара Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: ыран ирех тӑр та фараон умне пырса ӑна кала: Ҫӳлхуҫа, еврейсен Турри, ҫапла калать, те: Манӑн халӑхӑма яр, вӑл Мана кӗлтутӑр; 14. сана пӗтӗм ҫӗр ҫинче Ман евӗрли урӑх ҫуккине пӗлтермешкӗн ку хутӗнче Эпӗ санӑн чӗрӳне пӗтӗм суранӑмпа суранлатӑп, ӑна санӑн чурусене те, санӑн халӑхна та ҫитерӗп; 15. Эпӗ Хамӑн аллӑма тӑсрӑм ӗнтӗ, апла сана та, санӑн халӑхна та хӑрушӑ чирпе тӗп тӑваттӑм, сана ҫӗр ҫинчен пӗтереттӗм, 16. анчах сан ҫинче Хамӑн хӑватӑма кӑтартмашкӑн, пӗтӗм ҫӗре Хамӑн ятӑма пӗлтермешкӗн Эпӗ сана упраса хӑвартӑм; 17. эсӗ вара ҫаплах Манӑн халӑхӑма хирӗҫ тӑратӑн, эсӗ ӑна халӗ те ярасшӑн мар, — 18. акӑ ыран, шӑп ҫак вӑхӑтра, Эпӗ питӗ вӑйлӑ пӑрлӑ ҫумӑр ҫутарӑп, Египета никӗсленӗ кунран пуҫласа халиччен ун пекки пулман-ха; 19. эппин, хӑвӑн кӗтӗвӳсене, хирте мӗн пуррине пурне те пуҫтарма яр; килӗсене таврӑнмасӑр хире юлнӑ мӗнпур ҫынна, выльӑх-чӗрлӗхе пӑр ҫапӗ те, вӗсем вилсе пӗтӗҫ, тет, тенӗ.

13. И сказал Господь Моисею: завтра встань рано и явись пред лице фараона, и скажи ему: так говорит Господь, Бог Евреев: отпусти народ Мой, чтобы он совершил Мне служение; 14. ибо в этот раз Я пошлю все язвы Мои в сердце твое, и на рабов твоих, и на народ твой, дабы ты узнал, что нет подобного Мне на всей земле; 15. так как Я простер руку Мою, то поразил бы тебя и народ твой язвою, и ты истреблен был бы с земли: 16. но для того Я сохранил тебя, чтобы показать на тебе силу Мою, и чтобы возвещено было имя Мое по всей земле; 17. ты еще противостоишь народу Моему, чтобы не отпускать его, - 18. вот, Я пошлю завтра, в это самое время, град весьма сильный, которому подобного не было в Египте со дня основания его доныне; 19. итак пошли собрать стада твои и все, что есть у тебя в поле: на всех людей и скот, которые останутся в поле и не соберутся в домы, падет град, и они умрут.

Тух 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех