Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗрререн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шутлама пӗрререн тытӑннӑ…

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫак залра вӑл пӗрререн пӗрре.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тыткӑнран таврӑнсан пӗр-пӗрне ӑнланса пӗтереймерӗҫ вӗсем, Ахтупай Хусан ҫулӗ ҫинче пӗрререн пӗрре кӳрентерчӗ те Эрнепие, арӑмӗ ӑна каҫарма пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗрререн пӗрре каларӑм эп ӑна хам пирки, вӗсем Хусантан тухса тарас умӗн…

Куҫарса пулӑш

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗрререн пӗрре курнӑччӗ, — терӗ Мамич-Бердей темшӗн кӑшт именсе.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ытла йӳнӗ хак пулӗ ку, киле таврӑннӑ ятпа йӑпӑлтатса пӗрререн пӗрре сӗтел хушшине лартни.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑҫал, Хусанта вӑрҫӑ пуҫлансан, пӗрререн пӗрре калама тӑтӑм — манран тара пачӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

- Ветучрежденисем ку ӗҫе уйӑхра вӑтамран пӗрререн кая мар, хӑшӗ-пӗринче ытларах та йӗркелеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӗт параканпа пуҫтараканӑн яваплӑхӗ ҫитмест // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 6 с.

Анчах Тукай, ҫӗнӗ хулана пӗрререн пӗрре пырса курнӑскер, хӑйӗн ҫыннисенчен никама та тӗл пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эсӗ манӑн хӗрлӗхе татакан ҫын пултӑн, — терӗ хӗрарӑм кайран — Хӗрлӗхе пӗрререн пӗрре ҫеҫ чи хаклӑ ҫынна парнелеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Эпир кашни ҫулах 350 яхӑн официаллӑ ӑмӑрту йӗркелесе ирттеретпӗр, вӗсенчен 50 яхӑнӑшӗ – Пӗтӗм Раҫҫей масштабӗпе, пӗрререн кая мар ӑмӑрту вара – тӗнче шайӗнче.

К сведению хочу сказать, что ежегодно мы проводим около 350 официальных соревнований, порядка 50 из них – всероссийского масштаба и не менее одного – международного уровня.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49

Унсӑр пуҫне кашни муниципаллӑ районта ял хуҫалӑхӗн тирпейлекен е снабженипе тавар сутакан пӗрререн кая мар потребитель кооперативӗ туса хумалла.

Кроме того, в каждом муниципальном районе необходимо создать не менее одного сельскохозяйственного перерабатывающего или снабженческо-сбытового потребительского кооператива.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49

Ҫакна уйӑхра пӗрререн ытла тумалла мар.

но не чаще одного раза в луну.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Пӗтӗмӗшпе каласан, ман ҫинчен эрнере пӗрререн кая мар, е тата йӑлапа йӗркелӗх пӑсӑлнине кӑтартса пама кирлӗ чух — яланах ҫыраҫҫӗ.

Вообще, обо мне пишут не менее одного раза в неделю и всякий раз, когда требуется доказать испорченность нравов…

Мораль хуралҫи // А. Петров. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 62–75 с.

— Ыйтӑвӗ пӗрререн пӗрре пулин те, стандарт явап пама май ҫук кунта.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Асанне вара: эпӗ пӗлетӗп вӑл сливӑна, эпӗ пӗрререн ытла нихҫан та ҫиместӗп ӑна.

А бабушка сказала, что она знает эти сливы и больше одной никогда не ест.

Колхозра мӗнле сад пур // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вӑл тӗрӗс калать — пӗрре ҫеҫ пурӑнатпӑр… пӗрререн ытла пулмасть…

Он верно говорит, один раз живем… более одного разу — нельзя…

XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Пӗрререн пӗрре, пирӗн калавӑмӑр пуҫланиччен пӗр ҫирӗм ҫул малтан, унӑн пуҫне ухмахла шухӑш — кучер хӗрне качча илес шухӑш пырса кӗнӗ; хӗрӗ хӑй те хирӗҫ пулман, анчах та улпут ӑна ку пустуй шухӑш, эсӗ ухмаха ернӗ, авланни сана мӗн тума кирлӗ вӑл, тенӗ те — ҫавӑнпа ӗҫӗ пӗтнӗ те вара.

Раз, лет за двадцать до нашего рассказа, ему взошла в голову дурь — жениться на кучеровой дочери; она была и не прочь, но барин сказал, что это вздор, что он с ума сошел, с какой стати ему жениться — тем дело и кончилось.

I // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Вӑл пурин ҫине те пӗрререн пӗрре кӑна — ватӑ арӑмӗ Ефросинья Карповнӑран пуҫласа пӗчӗк мӑнукӗ Марийка таранах — анлӑн пӑхса илчӗ.

Он окинул ее широким взглядом — всех, от старухи жены Евфросиньи Карповны до маленькой Марийки, внучки.

1 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

— Чакак сан Гарикне пӗрререн иккӗ тӑвать!

— Сорока твоего Гарика пополам сломает!

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех