Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗркелентерсе (тĕпĕ: пӗркелентер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тӑхтӑр, юлташ, — терӗ те вӑл, питне кӑшт пӗркелентерсе илчӗ, — эсир милицие те, пропусксен бюроне те килмен вӗт-ха.

Куҫарса пулӑш

19. Каҫчен… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Айӑплама? — кӑшт йӗрӗнерех, питне пӗркелентерсе тепӗр хут ыйтрӗ Осокин.

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хуралҫӑ уҫкаласа пӑхрӗ, кичеммӗн питне пӗркелентерсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тихон Иванович тӳсеймерӗ, питне пӗркелентерсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кайран шырамалла пулать, — терӗ Кирле, питне яланхи пекех пӗркелентерсе.

Куҫарса пулӑш

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Анчах чарӑнса тӑчӗ те Турунов ҫине пит-куҫне асаплӑн пӗркелентерсе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Яштака кӗлеткине хӑва пек авкаласа, пӗр картлашка ҫинчен теприн ҫине лӑнк-лӑнк пусса, васкамасӑр анать, ҫиле хирӗҫ питне пӗркелентерсе, куҫне хӗссе пӑхать.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл халь сывлӑх сунчӗ — Марина каллех шӑл шурри те кӑтартмарӗ, питне илемсӗррӗн пӗркелентерсе аллипе сулчӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Э-э, вӑл Сакӑшри Нухратов! — пит-куҫне йӗрӗнчӗклӗн пӗркелентерсе аллипе сулчӗ Тамара.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӗрлӗ сӑмса питне пӗркелентерсе илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ туссем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 36–38 с.

Питне-куҫне кӗҫ-вӗҫ йӗрсе ярас пек пӗркелентерсе пӑрахрӗ.

Такую мину состроил — вот-вот заплачет.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вара, тем аса илнӗ пек, кӑвак куҫне хупса, ҫӳллӗ ҫамкине пӗркелентерсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Борис, ҫӳҫенсе, пит-куҫне пӗркелентерсе, пӗр сыпкӑм ӗҫрӗ те ҫавӑнтах пӗрӗхтерсе кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Аппа пӳртрен чупса тухрӗ, парка ҫивӗчӗсене ҫурӑмӗ ҫинче пӗркелентерсе хапхаран тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Унепипе Патиреке ко… корман-и? — тет те ҫын темшӗн питне-куҫне пӗркелентерсе ӗсӗклесе илет.

Унеби, Падирека не… не видал? — выдавил он из себя, и лицо его передернулось в плаксивой гримасе, он всхлипнул.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Яка Илле хӑрах куҫне уҫса Ивук ҫине пӑхать те питне пӗркелентерсе катка тӗпнелле тата аяларах шуса анать.

Илле, приоткрыв глаз, взглянул на сына и, съежившись, погрузился еще глубже.

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл тем пирки шухӑша кайнӑ пулас, питне пӗркелентерсе темиҫе самант сӑмах чӗнмесӗр пӑхкаласа тӑчӗ.

Глубокомысленно наморщив лоб, помолчал некоторое время.

Утарта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Куҫне аран-аран уҫса вӑл Ухтивай ҫине пӑхса илет те питне пӗркелентерсе амӑшӗн какӑрӗ ҫумне лӑпчӑнать, типнӗ тутипе темскер шырать.

Он еле-еле открыл глаза, посмотрел на Ухтивана, болезненно сморщился и бессильно ткнулся пересохшими губами в грудь матери.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Яка Илле питне пӗркелентерсе юриех урӑх еннелле пӑхнӑ пек тӑвать, хутаҫран шӑрттан таткипе ҫӑкӑр кӑларса чаплаттарса ҫиет.

А Илле, скривив лицо, недвусмысленно отворачивается и смотрит в другую сторону; достав из мешка кусок шыртана и хлеб, начинает смачно чавкать.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эрех парӑр, лайӑхраххине, паян ҫӑварни! — куҫӗсене хӗссе, тутипе пӗркелентерсе, сӗтел ҫинчи хаҫат купине сылтӑм аллипе ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех