Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлчӗ (тĕпĕ: пӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Меслетне пӗлчӗ вӗт, туххӑм кӑларчӗ! — кӑмӑллӑн шавласа кайрӗҫ водительсем.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫакна эпӗ кӑмӑлсӑррӑн каланине, кунпа пӗрлех ассӑн сывласа янине илтсе, редактор ман ҫине тӗллесерех, кӑмӑлӑм мӗнлине сӑн-питӗме курса та пӗлесшӗн пулса тинкерчӗ те (паҫӑр, алӑкран кӗнӗ чухне, пӗрре пӑхса илнӗччӗ-ха вӑл, пӑхса илнӗ май пуҫне стена ҫумӗнчи пукансем еннелле сӗлтнӗччӗ: ирт, лар) вара «корреспонденцийӗ» савӑнтараканскер пулманнине сисрӗ ахӑр, — сӗтел умнелле пӗр-ик утӑм турӗ, пушӑ аллипе ҫырӑва илсе, ӑна кам ҫырнине пӗлчӗ, унтан вула пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сӗтел умне, Анюк ҫумне, килсе тӑчӗ те шӗвӗр пӳрнипе мӑйӑхне сӑтӑркаланӑ май, эпир ӑҫти ҫынсем пулнине, ята-хушамата ыйтса пӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Паллах, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Константин Степанов пулӑшу ыйтма килекенрен фельдшерпа акушер пункчӗ мӗнле ӗҫленине те ыйтса пӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пулӑшу пур // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=z_SttjfQZwE

Ҫакӑн хыҫҫӑн Мӗтри пурӗ мӗн чухлӗ укҫа пухмаллине пӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Куна тума пӗлчӗ ача.

У нее получилось.

Кивӗ Тутайкасси // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/632

– Ман мӑнуксем вара ыран мунча хутма пулӑшӗҫ, – калама пӗлчӗ кукамай.

— А мои внучки завтра помогут затопить баню, — сумела сказать бабушка.

Кукамайсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/625

Тата кукаҫи ветеринар патне кайса йытӑ ҫурине пыл шывӗпе тӑрантармаллине пӗлчӗ.

Еще дед сходил к ветеринару и узнал, что малыша нужно подкармливать медовой водой.

Йыт ҫури // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/616

Кунта Настя вӑранчӗ, Ксюшӑран хыпара пӗлчӗ те тӗлӗнчӗ:

Тут проснулась Настя, узнала от Ксюши новость и удивилась:

Тетте // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/591

Вӑл социаллӑ ушкӑна кӗрекен ачасене тӳлевсӗр майпа апат ҫитересси мӗнлерех пурнӑҫланнине ыйтса пӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Апат тутлӑ ҫитереҫҫӗ-и? // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61149

Ашшӗпе калаҫсан тин вӑл ҫакна пӗлчӗ: «Капкӑнӑн» ҫӗнӗ номерӗнче Сулагаев ҫинчен фельетон ҫапӑнса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тепӗр виҫӗ кунран тӑван ялне кайсан Таранов пӗлчӗ: шӑнкӑравлаканни Инессах пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫавна пӗлсен писательсен Союзнех ҫитетчӗ пуль, анчах хайхи Ямаш Ваҫҫи вунӑ ҫул каяллах вилни ҫинчен пӗлчӗ те майӗпен лӑпланчӗ: «Тупӑкра тахҫанах ҫӗрнӗ ҫын шӑм-шакне ӳппӗн-пиччӗн ҫавӑрни илемсӗр», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранов хӑйне чун-чӗреренех пӑлхантаракан пӗр вӑрттӑн пӑтӑрмах ҫинчен пачах ӑнсӑртран пӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Мӑйӑр усӑллӑ вӗт, – ҫавӑнтах хуравлама пӗлчӗ Ксюша.

Орехи же полезные, – сообразила Ксюша.

Мӑйӑр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/570

Пӗр кун та иртмерӗ, пӗтӗм пуҫламӑш шкулӗ хӗрачасен суту-илӗвӗ ҫинчен пӗлчӗ.

Не прошло и дня, как вся начальная школа узнала о бизнесе девочек.

Мӑйӑр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/570

Йӗкӗт эпӗ кам пулни ҫинчен тата вӗсен районне мӗн ӗҫпе килни ҫинчен ыйтса пӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Чирлӗ ҫын патне кӗриччен вӑл ҫакна пӗлчӗ: Ермилов ерипен сывалать, анчах пулса иртнӗ ӗҫе питӗ йывӑррӑн чӑтса ирттерет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Кайран Герасим Федотович ҫакна пӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Сантӑр Пурташсем иккенне, унӑн икӗ йӑмӑк пуррине, амӑшӗ патшалӑха тырӑ леҫме кайсан тулли лав айне пулса вилнине, ашшӗ фронтра нимӗҫ фашисчӗсемпе ҫапӑҫнине, амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ виҫӗ ачана Тимахван мучипе Тарье кинеми вӑхӑтлӑх усрава илнине ҫав кунах пӗтӗм класс пӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех