Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлтернине (тĕпĕ: пӗлтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юрӗ, эп кашни кун вӗсемпе усӑ куратӑп та, «ҫурла» августа, «юпа» октябре, «пуш» марта пӗлтернине лайӑх чухлатӑп.

Куҫарса пулӑш

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

Ҫав вӑхӑтрах Елен телефонпа мӗн пӗлтернине те тӗплӗнрех тӗрӗслеме хыпкалантӑм:

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Вулакан кирек мӗн ҫинчен пӗлтернине те чӗре варрине илмелле, тӗрӗс хак пама тӑрӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Паян мана ху мӗнешкел ырӑ мар хыпар пӗлтернине те, кӗҫӗр мӗн-мӗн пулса иртнине те туймастӑн ӗнтӗ, — шухӑшларӗ Тарас, — часах ак ӳссе ҫитӗн, манашкал ҫирӗм ҫула ҫитсен пӗтӗмпех ӑнланӑн…»

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Пуп сӑмахӗ мӗне пӗлтернине ӑнлансах ҫитеймесӗр Савантер куҫне мӗлт-мӗлт! тутарса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Арҫынсене ку «фокус» мӗне пӗлтернине тавҫӑрса илме пӗртте йывӑр пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Эх, ку тумхах мӗне пӗлтернине тӗпчесе, юнавран сыхланса, пуҫне кӗлт ҫавӑрттарса илесчӗ те, ҫиччӗ-саккӑр виҫкелесе вырӑна алли-урипе те пулин тӗпчесчӗ — ҫук ҫав, ӗнтӗ вӑрман тӑрӑх ури айӗнчи хӑрӑк-марӑка кӑна мар, хӑрушлӑх, шик туйӑмӗсене те хатӑррӑн таптаса утса, халӗ те хӑй умне чару карти лартаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫакӑ мӗне пӗлтернине тӳрех чухласа илнӗ Марук ун хыҫҫӑн тапса сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Йывӑр баржӑсене тӑвалла сӗтӗрекен бурлаксен вӗрен каснӑ кӑкӑрӗсенчен чӗрӗ юн тумланине те, Емельян Пугачева та, ун юлташӗсене ҫакнӑ кимӗ тӗксӗм уйӑх ҫутинче анаталла юхса иртсе кайнине те, хӗрлӗ ялавлӑ пӗрремӗш пӑрахутсем вӑрӑммӑн кӑшкӑртса ҫӗнӗ тӗнче пуҫланни ҫинчен пӗлтернине те астӑвать пуль мӑнаҫлӑ Атӑл.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Тӗнчере ҫав тери ӑслӑ ҫын пулас пулсан та, Виктор ун чухне «хушса панӑ ҫӑкӑр» мӗне пӗлтернине пурпӗрех ӑнланаяс ҫукчӗ.

Был бы Виктор семи пядей во лбу, он и тогда не смог бы постичь смысл этого слова «добавка».

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫак ӗҫсем мӗне пӗлтернине тата мӗн пирки пулса иртнине вӑл ниепле те ӑнланаймарӗ.

Он не мог разобраться, проникнуть в их истинный смысл.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

О, ку мӗне пӗлтернине вӑл лайӑх пӗлет ӗнтӗ!

О, он знает, что это означает!

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Малтанах вӑл ҫак мӗне пӗлтернине чухлаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Итлетӗп тепӗр чух унта сирӗн радиопа ҫанталӑк мӗнле пулассине пӗлтернине: ҫумӑрӗ лӳшкетсе ҫӑвать, а вӗсем уяр, теҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Таня малтан Совинформбюро пӗлтернине вуларӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӗсем «окружной» сӑмах мӗне пӗлтернине ӑнланаймарӗҫ пулсан та, «суд» сӑмаха аван пӗлеҫҫӗ те, ку тӳре-шарасем ырӑ мар хыпар илсе килнине тавҫӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку мӗне пӗлтернине чухлама та Миххана нумай вӑхӑт кирлӗ пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав пытарнӑ япаласем ҫинчен Совета пӗлтернине йышӑнсан, ашшӗ ӑна ҫакӑнтах пӗтерессе аван чухлать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ хыпарсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗрккен ку сӑмахсем мӗне пӗлтернине ӑнланса илме ирӗксӗрех пуҫне ҫӗклесе чӳречерен пӑхмалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мамич-Бердей ку мӗне пӗлтернине ӑнланса, алӑкран тухса тарма хатӗрленнӗ пек, пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн каялла чакрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех