Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлмене (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паян мӗн-ма пӗлмене перет Терен?

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Ан суй, — халӗ ӗнтӗ юриех пӗлмене печӗ Мария Тимофеевна, — ӗлӗкхи Ҫӗпритун вӑл сан пек курпун марччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Раман ним пӗлмене хывса ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

6 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Мӗнрен илтӗр вара эсир ҫакна? — тӑлӑх арӑм пӗлмене печӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Юрататӑн пулсан, ма пӑрахрӑн-ха? — ыйтатӑп, мӗншӗн пӑрахнине пӗлмене хурса.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пӗлмене перетӗн?

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

— Аҫтӑрхан, эсӗ пӗлмене ан пер, — чарӑнмарӗ лешӗ ҫаплах.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Анук, шӳтлеме хӑтланса, ним пӗлмене персе ан тӑр.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Малтан ял ҫыннисем пӗлмене печӗҫ, никам та каламан пире ку ҫаран мӑнастир аллине куҫни пирки терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫамрӑксем, калаҫса татӑлнӑ пекех, ним пӗлмене печӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑсла пӗлмене персе, куракансемпе калаҫмасть хӑй, аллинчи хура патакӗпе кӑна вӑхӑт-вӑхӑтӑн тӗллесе кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пӗлмене ан пер, Иштерек, эсир ывӑлӑрпа хан тӑшманӗсем, Хусан тӑшманӗсем пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

2. Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Лешӗ нимӗн пӗлмене печӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗлмене пӗрет!

Не знает небось?

Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.

Самантлӑха суяс, пӗлмене перес шухӑш килсе кӗчӗ ӑна, анчах тем чухлӗ ҫын хӑй ҫинелле кураймасӑр пӑхнине курсан, тунса ӗҫ тухас ҫуккине ӑнланчӗ вӑл.

На мгновение у него мелькнула мысль все отрицать, врать, изворачиваться, но, чувствуя на себе ненавидящие взгляды многих десятков людей, он понял, что все это уже бесполезно.

Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

— Тавыль ҫивӗчӗсене касса илме ху кама та пулин хушнӑ та халӗ ним пӗлмене персе ларатӑн.

Сам, однако, подослал кого-нибудь косички Тавылю обстричь, а теперь прикидываешься, будто ничего не знаешь.

Айӑпли айӑпне йышӑнӗ-ши? // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Вырӑсла калаҫма тытӑнатӑн та вӗсемпе, пӗлмене хываҫҫӗ.

Начинаешь с ними по-русски — прикидываются, не понимают.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Мӗншӗнне пӗлмене хывать!

И он еще спрашивает — за что?

XIV. Ешӗл туй // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Кур-ха, пӗлмене хывать!

— Ишь, прикидывается святым!

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пӗлмене хывать!..

Он не понимает!..

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех