Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлес (тĕпĕ: пӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах Анук мӗн шухӑшланине пӗлес килчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ӑҫталла? — хӑвӑртрах пӗлес килнипе ыйтрӗ Ваҫли.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсене юмӑҫ ӑрӑскалӗ ҫинчен пӗлес килни чарса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Платун патӗнче чухне хускалнӑ шухӑшӗ ҫав-ҫавах канӑҫ памарӗ ӑна: «Анук укҫа ӑҫтан тупнине мӗнле пӗлес? Микула панӑ пулсан, ӑҫта пурӑнать вӑл? Анук патне кӗрсе тӗпчесе пӑхас мар-ши? Ҫук, ним те ӗҫ тухмӗ. Мана каласа пама мар, татах хӑваласа намӑса кӗртӗ. Уретнике тӗпчеттерес мар-ши? Ҫук, кунашкал та ӗҫ тухмӗ. Халӑх умӗнче суйма хӑйнине уретник умӗнче вӑтанса тӑмӗ. Луччӑ пачӑшкӑна чӗнтерес. Этемӗн чунне тыткаласси ун ӗҫӗ», — хӑйне хӑй лӑплантарчӗ Михха.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь мӗн пулса иртнине пӗлес килни чарса тӑчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь унӑн чӗри упӑшки ҫинчен пӗлес ӗмӗт-шухӑшпа ҫунать.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унӑн ку ӗҫӗсем ҫинчен хула хушшине мӗнле хыпарсем сарӑлнине пӗлес килчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Киле пушӑ алӑпа пырсан мӗн тума пӗлес?

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ертӳлӗх тытӑмӗнче хирӗҫӳ тухма пултарать, унта сӑмса чикме ан тӑрӑшӑр, анчах мӗн те пулин кӑсӑклине пӗлес шанчӑка та ан вӗҫертӗр.

Не исключен конфликт в руководящих сферах, не позволяйте вовлечь себя в эту ситуацию, но и не упускайте возможности узнать нечто интересное.

47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Малышев кӗнекине Тимӗркке ентешӗм хӑй вуласа тухнӑ та, ман шухӑша пӗлес тесе йӑтса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html

Эпир ҫав ҫынсем ҫинчен тӗплӗн ыйтса пӗлес терӗмӗр: камсем, ӑҫтан, мӗнлескерсем?

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Утар ӗҫӗ, аслӑ ҫынсем пурнӑҫа ӑнлантарма тӑрӑшни, тӗнчене пӗлес кӑмӑлӑм мана вӑрмантан хӑрама пӑрахтарчӗ, вӗлле хурчӗсене юратма вӗрентрӗ.

Куҫарса пулӑш

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Кукка килте пулсан вара питӗ хытӑ савӑнаттӑмччӗ, унпа пӗрле пахчара е вутӑ сарайӗнче тӗрткелешсе ҫӳреме юрататтӑм, — шӑнкӑрч йӑви тӑвать-и е велосипедне сӳтсе пӑрахса каялла ҫӗнӗрен пуҫтарать-и — манӑн пурне те пӗлес, хам алӑпа тытса пӑхас килетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Тимлесерех пӑхатӑп: мана кам илме килнине пӗлес тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Аслин кӗҫӗннин пурнӑҫӗ ҫинчен тата ытларах пӗлес килчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ӑҫта ҫитнине пӗлес тесе пуҫа ҫӗклерӗм те тавралӑха сӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Пӗтернӗ бригада пирки уҫҫи-хуппине пӗлес килчӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

51 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ман вӗсем ҫинчен пӗлес килет.

Куҫарса пулӑш

22 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ну, хальлӗхе, — Нюҫҫа пӗлес килнине, тата хӗрарӑмсен яланхи кӗвӗҫӗвне пытарма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кулине ун умӗнче аптраса тӑчӗ: пӗлес килчӗ унӑн — тепӗр хуйхӑ, е, ӗненме йывӑр, савӑнӑҫ илсе килчӗ вӑл черетлӗ пӳрте?

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех