Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлекенни (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуринчен те нумай ӗҫлекенни, ӗҫе пуринчен те лайӑхрах пӗлекенни Перасковья Евлампьевна Евлампьева иккен кунта.

Куҫарса пулӑш

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Шухӑша путнӑ Таранов кӑртах сикрӗ: кам-ха кунта ӑна пӗлекенни?

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Эмир мӗн тери лайӑх ҫын иккенне ман пек пӗлекенни те ҫук, — терӗ Атлай та.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ал пусма пӗлекенни «патша хучӗ» ҫине ал пусать, ал пусма пӗлменни хӗрес лартать.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тиекӗ, ҫыру ҫырма пӗлекенни, пур Али-Акрамӑн.

Куҫарса пулӑш

14. Ӗмӗтсем, ӗмӗтсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Нимле инкек те пулмастчӗ, — сӑмах хушрӗ халӑх хушшинчен пӗри, вырӑсла пӗлекенни.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Кунти вӑрмана Калейка пек пӗлекенни ҫук.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах та «Кураканни курать - курмӑш пулса тӑрать. Пӗлекенни пӗлет - пӗлмӗш пулса ҫӳрет…» йышшисен «ҫӑтмахӗнче» пулас килмест манӑн.

Куҫарса пулӑш

«Бомжик» тени чӑвашла «Маттуркка» пулать-и? // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 5 с.

Килте хут пӗлекенни пичче ҫеҫ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хут пӗлекенни те таврари ҫӗр ҫынтан пӗрре-иккӗ ҫеҫ.

Грамотных тут, пожалуй, из сотни человека два, не больше.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тен, ку урӑх ҫын пуль — эсӗ пӗлекенни

А может, это был другой, про которого ты говорил?

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗлекенни эсӗ-ҫке, ҫавӑнпа та вӑррисене тытма та санӑнах пулӑшмалла».

Только в этом деле ты все равно знаток, потому и воров тебе поймать сподручней…

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Кантурта ларакансенчен ҫук-и чӑвашла пӗлекенни?» — ыйтать Ухтиван.

— А разве среди конторщиков нет никого, кто бы понимал по-чувашски? — спросил Ухтиван.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кунти ҫынсенчен чи ҫивӗчреххи те нумайрах пӗлекенни — Мултиер.

Из всех собравшихся здесь, пожалуй, один Мульдиер знает об этом.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ак паян ун пек мар — пурне те пӗлекенни вырӑнӗнче халӗ Укахви.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Сана ӗҫчен хӗрарӑм кирлӗ ӗнтӗ, хуҫалӑха тытма пӗлекенни.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ал пусма пӗлмен представительсем парламентра пулас ҫук, вулама-ҫырма пӗлекенни пурпӗр хӑй майлах калать: чавса пӗр майлӑ кӑна хуҫланать — кӗсье еннелле.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Куҫпа пӑхсах ӗҫлеттерме пӗлекенни те, пыр тӗпӗ ҫурӑлса каясла кӑшкӑраканни те, хӑшпӗр ачасене уроксем хыҫҫӑн хӑварса тертлентерекенни те…

Куҫарса пулӑш

X // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Унӑн сӑнӗ эпӗ пӗлекенни евӗр мар, — туллин ун пекрех мар, анчах ҫавах, ҫавӑнпа та эпӗ ӑна тӳрех паллани те витӗмлӗн кӑтартать: художник темӑна питӗ лайӑх уҫса панӑ, хӑй пӑхса хакланӑ нумай-нумай сӑн хушшинче суйласа илсе ҫапларах пӗтӗмлетнӗ ахӑр: «Ҫакӑ ҫеҫ ҫав сӑн пулмалла, пӗртен пӗр ӑна кӑна касса кӑлармалла».

Ее лицо было не тем, какое я знал, — не вполне тем, но уже то, что я сразу узнал его, показывало, как приблизил тему художник и как, среди множества представлявшихся ему лиц, сказал: «Вот это должно быть тем лицом, какое единственно может быть высечено».

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Пӗлекенни пӗлменнине вӗрентет тесе татӑлӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех