Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхкаларӗ (тĕпĕ: пӑхкала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ҫапӑҫӑпӑр эппин иксӗмӗр», — Никифор Варламович ҫине йӗрӗнерех пӑхкаларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Улькка пысӑк кӑкӑрне мӑкӑртса йӗри-тавра пӑхкаларӗ те тинех Герасим Федотовича асӑрханҫи пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫӑварне сигарет хыпса Герасим Федотович йӗри-тавралла пӑхкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Шиклӗн хутланса илнӗ Мамарланов вӑртах каялла ҫаврӑнчӗ, хулӑн тутине мӑк-мак тутарса кӑн-кан пӑхкаларӗ:

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Арҫыннӑн ӑшӑ сӑмахӗпе хавхаланнӑ хӗрарӑм йӗри-тавралла кӑн-кан пӑхкаларӗ те апатланмалли залра никам та ҫуккине кура хӑвӑрт ура ҫине тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Эс сыпнӑ пулмалла, юлташӑм, — ҫамрӑк арҫын ҫине хӑяккӑн пӑхкаларӗ Ажайкин.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Саккӑр тӗлне ҫынсем майӗпен пухӑнаҫҫӗ пуль, аптрамӑпӑр, — чӳречерен урамалла пӑхкаларӗ Ажайкин.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кӑкӑрне аллипе тытса хӑвӑрт-хӑвӑрт сывлаканскер хӑмӑр куҫне чӑл та чӑл ҫиҫтерсе йӗри-тавралла ҫивӗччӗн пӑхкаларӗ, кам ҫуккипе пуррине тӗрӗслерӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ӑҫта? — кӑн-кан пӑхкаларӗ Шанаров.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Анса ларакан хӗвел пайӑркисенчен куҫне аллипе картласа йӗри-тавралла пӑхкаларӗ, вӑрӑм ҫивӗтне силлентерсе ӗне патнелле — юхан шыв хӗрринелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Йӗри-тавралла пӑхкаларӗ, анчах никам та курӑнмарӗ…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

«Ӑнсӑртран ҫӗтсе каймарӑм-ши?» — йӗри-тавралла шиклӗн пӑхкаларӗ Испуханов.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Хӑвӑрт ҫӳреме юратакан пуҫтах, шухӑ ҫын тӗлне ҫаклантӑмӑр пулас — ку пире канава ӳпӗнтермӗ-и ӑнсӑртран тесе ан пӑшӑрханӑр тата, — Мирун пиччепе Мӗтри ҫине айӑплӑн кулса пӑхкаларӗ шофер.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Ассӑн сывлакан хӗрарӑм симӗс куҫне тунсӑхлӑн хӗмлентерсе аллинчи шурӑ тутӑрне хытӑран та хытӑ вӗлкӗштерчӗ, хӑйӗн шухӑшӗнчен хӑй шикленсе тӑтӑшах аяккалла-маяккалла пӑхкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Елен кӗпе е саппун хутланчӑкӗсене тӳрлете-тӳрлете час-часах ман еннелле пӑхкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Чим-ха, — йӗри-тавралла шиклӗн пӑхкаларӗ Ира, — ытлашши ҫын куҫӗ умӗнче тӑрас мар, паркра улахрах вырӑнсем пур.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Моляков, сарӑ ҫулҫӑллӑ лапсака вӗрене айӗнчи хыҫлӑ тенкел ҫине ларнӑскер, час-часах алӑк еннелле пӑхкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Ачана пӑхкаларӗ те «Укапи кирлӗ кӗлӗ вуламан, — терӗ, — ҫавӑнпа ачана пушшех йывӑр пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗлсулттан кинемей ватӑ урипеле кӑшӑртин-кӑшӑртин пускаласа картишне тухрӗ те аллинчи курӑк тымарӗсене ниҫта ҫакма аптӑраса унталла-кунталла пӑхкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу пуян курӑнмасть-и тесе унӑн-кунӑн пӑхкаларӗ те асӑрхах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех