Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӳлӗме кӗнӗ ҫын ҫаврӑнкаласа пӑхкаларӗ те хуллен ыйтрӗ:
XXXVII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Тепӗр темиҫе кунтан Ленька пӳрте чупса кӗчӗ те, унта Буби ҫук-ши тесе пӑхкаларӗ, васканипе хӑй ҫапла персе ячӗ:Спустя несколько дней Ленька ворвался в избу, глянул, нет ли дома Буби, и торопливо заговорил:
XIV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Вӗсен шавӗпе сутӑҫӑ та вӑранса кайрӗ, йӗри-тавра пӑхкаларӗ — кутамкка пуш-пушах, унта ҫӗлӗксем пулнин палли те юлман.Проснулся торговец от их гомона, поглядел — котомка пустая, шапок и след простыл.
Сутӑҫӑпа упӑтесем ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Анне, ҫӗлеме пӑрахса, е ытти урӑх ӗҫне алӑран ярса, тӑтӑшах кантӑкран пӑхкаларӗ, — лере, инҫетре, пирӗн поселокри чи ҫӗнӗ ҫурт, пилӗк хутлӑскер, нумай пулмасть туса ҫитернӗскер, хӑйӗн хваттерӗнче пурӑнас ҫынсене кӗтсе ларать.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Мила тӑвӑр туфлийӗпе шӑк-шак тутаркаласа тӑчӗ, эпӗ чӗнменрен, мана ҫӗнтернӗ пекех, витлешӳллӗн пӑхкаларӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Лоскутов тарӑннӑн сывласа илчӗ те йӗри-тавра пӑхкаларӗ.
Николаевска илни // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Унтан уборнӑйне кӗрсе пытанчӗ, ура сассисем шӑплансан, пуҫне кӑларса йӗри-тавра пӑхкаларӗ те, пӗкӗрӗлсе ӳксе, килнелле чавтарчӗ.
VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Асанне, эпӗ ӑҫта-ши тесе, пӗрмай пӑхкаларӗ.
Днепр шывӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Иван Никифорович йӗри-тавра пӑхкаларӗ те уҫӑ алӑк ҫине куҫне чалӑртрӗ.А Иван Никифорович осмотрелся вокруг и остановил глаза на растворенной двери.
VII сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Иван Никифорович хӑй тавра пӑхкаларӗ те тапак мӑйракине туйрӗ.При этом Иван Никифорович пощупал вокруг себя и достал рожок.
II сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Выртнӑ ҫӗртенех вӑл пӑлтӑрӗсене, картишне, сарайӗсене, картиш тӑрӑх чупакан чӑххисене темӗнччен пӑхкаларӗ, хӑй ӑшӗнче: «туррӑмҫӑм, ырӑ турӑ, мӗнле хуҫа эпӗ! Мӗн кӑна ҫук манӑн? Кайӑк-кӗшӗк, ҫурт-йӗр, кӗлет-тавраш, тӗрлӗ арӑш-пирӗш, вӗретсе тунӑ эрех, пылаклантарнӑ эрех, садӑмра тата груша пур, слива пур, пахчара мӑкӑнь ӳсет, купӑста, пӑрҫа… Тата мӗн ҫук-ха манӑн? Пӗлесчӗ, мӗн ҫук-ши тата манӑн?» — тесе шухӑшларӗ.
II сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Эвтибида старике ачашларӗ, ӑшшӑн пӑхкаларӗ, ҫепӗҫӗн йӑл кулчӗ.Эвтибида ласкала старика, нежно смотрела, кокетливо улыбалась.
VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Кайран вӑрансан та ниҫта хускалми выртрӗ, вӗҫен кайӑксем ҫине пӑхкаларӗ, е ҫулҫӑсем витӗр таса пӗлет ҫинелле тинкерчӗ, е ним сӑлтавсӑрах ахӑлтатса кулса ячӗ.
Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.
Вара Гусев хӑвӑрт-хӑвӑрт ҫаврӑнса пӑхкаларӗ те Ихошкӑна хул пуҫҫисенчен тытрӗ.Тогда Гусев быстро оглянулся по сторонам и взял Ихошку за плечи.
Ӑнсӑртран пӗлни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Джузеппе алӑка уҫса тулалла пӑхкаларӗ, — никам та курӑнмасть…
Джузеппе столяр аллине этем сассипе ҫухӑракан вут сыппи лекнӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Хӗр, хуса ҫитсе, йӗкӗте кӗлтепе тепре сӳсе илем текенскер, шӑп ҫав тӗле ыткӑнса пычӗ те, Матви ҫӗр тӗпне анса кайнӑн лап ҫухалнӑран, чарӑнса, кӑн-кан пӑхкаларӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Матви, Кӗҫение хулӗнчен тӗревленӗскер, йӗри-тавралла пӑхкаларӗ: кам та пулин кӗтсе илме тухакана шырарӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Капендюхин пулат ҫинчен анчӗ, чӳрече витӗр пӑхкаларӗ.
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Балалайка кӗтессипе ҫурӑмне питӗ ӑста хыҫса илсе, вӑл чӗркуҫҫи ҫине ларнӑ шӑнана ывҫипе хупласа тытрӗ, ӑна икӗ пӳрнипе илсе пӑхкаларӗ, унтан пичкене пӑрахрӗ те пӗр хушӑ сӑнаса тӑчӗ: шӑни шыв ҫинче тапаланнӑ пулмалла та ӗнтӗ, вӑл шыв мӗнле хумханни ҫине пӑхса киленнӗ.
Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.
Вӑл хӑйӗн типӗ, вӗри аллипе ман алла тытса пӑхкаларӗ.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.