Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхасшӑн (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тима телевизор пӑхасшӑн пулчӗ, анчах ӑна пӑхма кукаҫи маларах ларнӑ.

Тима захотел посмотреть телевизор, но его уже занял дед.

Ӳпле // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/582

«Халӑха килӗшрӗ-тӗк ӗнтӗ, эпӗр икӗ-виҫӗ площадкӑра, икӗ-виҫӗ заводра, кашни эрнекун ҫак площадкӑсене ӗҫлеттерсе пӑхасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Альбина мана хӑйсен хваттернех пыма сӗнчӗ, унта вара Геннадий сӑввисене кӑтартма пулчӗ (эпӗ вӗсене вуласа пӑхасшӑн пултӑм).

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Эпӗ хӗвел тухнине пӑхасшӑн, — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Хӑнасем те ак итлесе пӑхасшӑн, — Лида ҫине каҫару ыйтнӑ пек пӑхрӗ лесник.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Эпӗ Володьӑна юратнипе юратманнине тӗрӗслесе пӑхасшӑн!»… — ҫапла шутланӑ Аня ун чухне.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Асӑннӑ произведенисемсӗр пуҫне коллектив тата кӑткӑсрах япаласемпе, Бизен «Кармен», Россинин «Севильский цирюльник», Пуччинин «Чио-Чио-Сан» классикӑлла оперисемпе ӗҫлесе пӑхасшӑн, Хамӑрӑн чӑваш произведенийӗсенчен театр портфелӗнче А. Васильев-Асламаспа П. Осиповӑн «Айтар» («Священная дубрава») опери, А. Орлов-Шуҫӑмпа И. Максимов-Кошкинский «Ҫӑлтӑрлӑ ҫул» опери, ҫав авторсеннех «Шупашкарта» оперетти, А. Васильев-Асламаспа Н. Айзманӑн «Хӗвеллӗ кунсем» опери тата ыттисем те пур.

Куҫарса пулӑш

5. Музыка коллективӗ ҫурални тата пулас оперӑпа балет театрӗн никӗсӗ // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Кӑҫалхи сезонта ҫамрӑк коллектив хӑйӗн вӑйне ҫӗнӗ музыка жанрӗнче, опереттӑра, тӗрӗслесе пӑхасшӑн.

Куҫарса пулӑш

5. Музыка коллективӗ ҫурални тата пулас оперӑпа балет театрӗн никӗсӗ // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Пирӗн кӑрала пӑхасшӑн вӑл, пирӗнпе калаҫасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗнле пулать ӗнтӗ, тытӑнса пӑхасшӑн.

Куҫарса пулӑш

«Ӳркенмен ӑста пулнӑ», — теҫҫӗ. Вӑл тем ӗҫе те пултарать // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/03/17/y%d1%80%d0 ... %83%d0%bb/

Тӑрна-пӗлӗт аялалла пӑхасшӑн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗлӗт // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 81-82 с.

Коля икӗ ҫул Люсьӑна аса илсе асапланчӗ, нимӗнле хӗр ҫине те пӑхасшӑн пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Анчах ҫав тери хитре те пур арҫын ачасем юратса пӑрахнӑ Люся ытлашши никам еннех те пӑхасшӑн марччӗ, вӑтам шкул пӗтернӗ ҫулах курма килнӗ капитан-лейтенанта качча тухса, Ленинграда куҫса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

«Ак мӗншӗн ман ҫине пӑхасшӑн мар вӑл!

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑй те шӳтлесе пӑхасшӑн тата Ануксем хӑйсем мӗнле пурӑннине пӗлесшӗн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Уезчӗпе чи ырӑ та хисеплӗ хуҫана хурлама пӑхасшӑн.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пулашу ыйтса пӑхасшӑн, тет.

Куҫарса пулӑш

Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпӗ, Сергей, малтан санпа канашласа пӑхасшӑн пултӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫырӑнатӑп // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вырӑс воеводисем ку ҫарпа Чалӑма тапӑнса пӑхасшӑн.

Куҫарса пулӑш

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ахтупай васкамарӗ-ха, вӑл турханпа ясак тӳленӗ чухне Иливан тӳпи кама тивесси пирки сӑмахласа пӑхасшӑн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех