Шырав
Шырав ĕçĕ:
19-20. Мӗншӗн тесессӗн Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫак хулара юлнӑ, Вавилон патши Навуходоносор Иудея патшине — Иоаким ывӑлне Иехонияна — тата Иудейӑпа Иерусалимӑн пӗтӗм ятлӑ-сумлӑ ҫыннине Иерусалимран Вавилона куҫарнӑ чухне илсе кайман юпасем ҫинчен, пӑхӑр тинӗс ҫинчен, вӗсен тӗпӗсемпе ытти япаласем ҫинчен ҫапла калать, 21. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, Турӑ Ҫуртӗнче, Иудея патшин керменӗнче тата Иерусалимра юлнӑ хатӗр-хӗтӗр ҫинчен ҫапла калать: 22. ӑна Вавилона илсе кайӗҫ, унта вӑл Эпӗ пырса пӑхас кунчченех юлӗ, ҫавӑн чухне вара ӑна илсе тухӑп та ҫак вырӑна тавӑрӑп, тет.
Иер 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ӑна — хӗн-асап тӳснӗ ара, чир-чӗр мӗнне пӗлекенскере — ҫынсем умӗнче мӑшкӑллатчӗҫ, ӑҫтиҫук вырӑнне хуратчӗҫ, пирӗн Ун ҫине пӑхас та килместчӗ, Унран йӗрӗнетчӗҫ, эпир Ӑна ним вырӑнне те хумастӑмӑр.
Ис 53 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Килсе пӑхас кун ҫитсессӗн, пӗтмелли самант аякран килсессӗн мӗн тӑвӑр-ши эсир?3. И что вы будете делать в день посещения, когда придет гибель издалека?
Ис 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Выльӑх-чӗрлӗх пур-и санӑн? ӑна пӑхас пулать, вӑл хӑвна усӑ кӳрет пулсассӑн — ӑна усрас пулать.24. Есть у тебя скот? наблюдай за ним, и если он полезен тебе, пусть остается у тебя.
Сир 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Вавилон патшисем янӑ элчӗсем унран ҫӗр ҫинче пулса иртнӗ хӑват палли ҫинчен ыйтса пӗлме пырсассӑн ҫеҫ, — ӑна сӑнаса пӑхас, ун чӗринче мӗн пуррине пӗтӗмпех пӗлес тесе, — Турӑ Езекияна пӑрахса хӑварнӑ.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Каҫ пуличчен пӗтӗм халӑх Давид патне пынӑ та ӑна апат ҫиме сӗннӗ, анчах Давид: эпӗ хӗвел аниччен ҫӑкӑр е мӗн те пулин астивсе пӑхас пулсассӑн, Турӑ мана ӑна та, кӑна та кӑтарттӑр, тата ытларах та кӑтарттӑр, тесе тупа тунӑ.
2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Иосиф вӗсене каланӑ: эсир вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем тесе, ҫавнах каларӑм ӗнтӗ сире; 15. акӑ епле сӑнаса пӑхас сире: фараон пурӑнӑҫӗпе тупа туса калатӑп: кӗҫӗн шӑллӑр ҫакӑнта килмесессӗн, эсир кунтан тухаймӑр; 16. хӑвӑртан пӗрне килне ярӑр, вӑл шӑллӑра илсе килтӗр, ыттисене кунта тытса юлӗҫ; вара эсир тӗрӗс калани палӑрӗ; фараон пурӑнӑҫӗпе тупа тӑватӑп: апла пулмасассӑн, эсир вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем пулатӑр, тенӗ.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.