Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑсӑлса (тĕпĕ: пӑсӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Узурпаттӑрӗ, ҫын чунне юрӑхсӑра кӑлармалли темле путсӗр тылӑ витӗр тухнӑ пекех пӑсӑлса ҫитнӗскер, интерната ҫине тӑрсах пӑсса пурӑнатчӗ: ҫуллахи тапхӑрта вӗт-шакӑра поселокри анкартисене улма-ҫырлапа пахча-ҫимӗҫ вӑрлама «наряд» йӗркеле-йӗркеле яратчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Эпир вӗсене ҫийӗнчех ятламасан, пирӗн шкулти дисциплина йӑлтах пӑсӑлса кайма пултарать, — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Халь ӗнтӗ кӑмӑл та пӑсӑлса кайрӗ манӑн, — тавӑрчӗ лешӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Юр айӗнче пӑсӑлса ан кайччӑр, — тесе хуравлать чӑм шыва ӳкнӗ Петрук.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Якур йӑлтах пӑсӑлса кайнине пӗлетӗн ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каярахпа ӑнланчӗ: Ҫтаппан нимӗнле айван та мар, ача чух йывӑр чирпе асапланса пӑсӑлса юлнӑскер, вӑл халӗ те, каччӑ пӳне кӗрсен те, ҫемҫешке кӑмӑлне пула хӑйӗнчен кулма юратакансен мӑшкӑлӗ айӗнчен тухаймасть.

Куҫарса пулӑш

7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пушхирте манӑн самолет пӑсӑлса ларнӑранпа пӗр эрне иртнӗччӗ.

Миновала неделя с тех пор, как я потерпел аварию.

XXIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Карап ҫинчи хатӗрлесе хунӑ тӑварсӑр шыв пӑсӑлса кайнӑ.

Пресная же вода, взятая на корабли, испортилась.

Ҫӗр тавра малтан ҫӳресе ҫаврӑнни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Хӑш вар хытӑрах пӑсӑлса пырать: йывӑҫ-курӑк умӗ ларни е ҫари-и?

Какой овраг больше размывается водой — заросший или лишенный растительности?

Ҫумӑр шывӗсемпе ҫурхи шывсем мӗн тӑваҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Унтан манӑн пӗртен пӗр хӗрӗме ухмаха ересси патне, йӑлт пӑсӑлса каясси патне илсе ҫитерчӗ.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пӑсӑлнӑҫем пӑсӑлса пыратӑн.

Куҫарса пулӑш

XXV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫартан пӗтӗмпех пӑсӑлса таврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Малтан ҫынсем умӗнче хирӗҫме-ятлаҫма тытӑнмалла, пӗр-икӗ хут тӳпелешсе илсен те кансӗрлемест, — пурте курччӑр вӗсен пурнӑҫӗ пӑсӑлса кайнине!

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Ун ҫине пӑхсан, тӗнче ҫаврӑнса, вӑхӑт пӑсӑлса кайнӑ пек туйӑнчӗ ачана.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

— Сана, мӗн, сухал хитрине кура вокзалтан илсе тухрӑм-и эпӗ? — сасартӑк пит-куҫӗ пӑсӑлса кайрӗ «кӑмӑллӑ» майран.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Турунов пӑсӑлса пыни, ыттисене те пӑсма пултарни — темех мар имӗш.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кайран вара — йӗрке йӑлтах пӑсӑлса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

…Тин кӑна пурте йӗркеллӗччӗ — самантрах йӑлтах пӑсӑлса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Чаршав хупрӗҫ; оркестр пӑсӑлса кайрӗ…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Хамӑн ку таранччен йӗркеленсе ҫирӗпленнӗ пурнӑҫ тытӑмӗ пӑсӑлса кайма пултарни мана темле хӑрушла пек туйӑнса тӑрать…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех