Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ ун патне ҫӗрле уйӑх ҫути ҫутатнӑ чухне, ҫӑварни умӗн, ҫанталӑк ӑшӑтса ярсан пырса тухрӑм; чӳречери тӑваткӑл форточкӑран, ӑшӑ пӑспа пӗрле, урамалла тӗлӗнмелле сасӑ янраса тухатчӗ, темле пит вӑйлӑ та ырӑ кӑмӑллӑ ҫын ҫӑварне хупса юрланӑ пек туйӑнатчӗ; сӑмаххисем илтӗнместчӗҫ, анчах юрӑ сассине хӗлӗх сасси йӑлӑхтарса пынипе ӑна итлеме кансӗрлет пулин те, юрри мана ытла та палланӑ тата пит те ӑнланмалла юрӑ пек туйӑнса карӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Вӗсем унта апата та газ ҫинче пӗҫереҫҫӗ, пӳлӗме те пӑспа ӑшӑтаҫҫӗ…
Белогорка шывӗ хӗрринче // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Чи пысӑк гейзер ҫине эпӗ вышка туса лартӑттӑм, ан тив, халӑх типӗ пӑспа сиплентӗр.Хотел бы я над самым главным гейзером вышку построить, чтобы народ сухим паром лечился.
Вӗри ҫӑл // Хӗветӗр Уяр. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 8–15 с.
Александрински скверти йывӑҫсем, хӗл мучи ҫинчен калакан юмахри пек, шап-шурӑ пӑспа витӗннӗ.когда деревья Александринского сквера стояли уже по-зимнему белые, как в сказке о деде-морозе,
«Минога» // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Шап-шурӑ пӑспа витӗннӗ йывӑҫсем ним хускалмасӑр тӑраҫҫӗ.
Ашшӗ // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Ҫуртра пуртӑ ывӑтсан пуртӑ тытӑнса тӑмалла тӗтӗм-сӗрӗм явӑнать, шаритленӗ аш, пӑспа пӗҫернӗ аш шӑрши кӗрет, пӑрӑҫ шӑрши, уксус, горчица, корица шӑрши сӑмсана кӑтӑклать — ӑҫтан каласа пӗтерӗн пурне те, чан-чӑн шашлычнӑй!
5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Ҫӑварӗнчи пӑспа пӗрле сирпӗнсе тухакан сӑмахӗсем таткаланчӑклӑн та тытӑнкӑллӑн илтӗнеҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Пӑспа тарласа тӗксӗмленнӗ чӳрече умӗнче часовойӑн картонран касса кӑларнӑ пек тӗтреллӗ мӗлки палӑрать.У затуманенного окна маячил силуэт часового, будто вырезанный из дымчатого картона.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Пӑспа тӗксӗмленнӗ электричество ламписен вӑйсӑр ҫутинче ҫамрӑк та вӑйпитти каччӑсен хӑмӑр ӳчӗсем йӑлтӑртаткаласа илеҫҫӗ.В слабом свете электрической лампы, затуманенной испарениями, поблескивали намыленные тела.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Пӑспа ӗҫлекен машинӑсем шухӑшласа кӑларнӑ-ҫке?
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Пӗрре вӑл пӑспа ӗҫлекен арман алӑкӗ умӗнче, «предприятисене халӑха валли пӗрлештерме» канаш парса, словаксем умӗнче хыттӑн калаҫса тӑрать; тепре, мӑйӑхне шӑртлантарса, католик пупӗн садӗнчи сӗтел хушшинче ларать, ун умӗнче Рим папине ятласа хӑртать; унтан ӳсӗрӗлсе кайнӑ ҫӗр ӗҫлекенсемпе пӗрле сала тӑрӑх ҫӳрет, такамӑн ҫӗрӗсене пайлассипе юнать.
IV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӗсен трубисем сивӗре пӑспа сывланӑ пекех мӑкӑрланаҫҫӗ.
XXIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Тӑвар пекех темӗнле йывӑр япала тултарнӑ нимӗҫсен хутран тунӑ миххисене аяккалла илсе пӑрахрӗҫ те аялалла сикрӗҫ, — вӗсем пӑспа ӑшӑтмалли хурансем йышӑнса тӑракан нӳрӗ те сивӗ пӳлӗме кӗрсе тӑчӗҫ.
XVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Пӗлӗтсем хушшинче ҫӑлтӑрсем курма ӗмӗтленсе, эпӗ ҫӳлелле пӑхрӑм, анчах самолёта сивӗ пӑспа хупласа тӑракан пӗр вӗҫсӗр тӗксӗм пӗлӗтсене кӑна куртӑм.
Пӑрланнӑ шлем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Ӗлӗк Уайт, чейник хуппи пӑспа вылянине пӑхса ларнӑ ҫӗртен, пӑспа ӗҫлекен машина шутласа кӑларса, тӗнчери халӑхӑн пурӑнӑҫне улӑштарнӑ пек, — Райтсем те, хӑйсен машини ҫине малтан интереслӗ спорт енчен ҫеҫ пӑхнӑскерсем, халь хӑйсем наукӑшӑн тӗлӗнмелле япала тунине тавҫӑрса илнӗ.
16. Кӳренмеллисем, савӑнмаллисем // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Двигательсем вырӑнне вӑл пӑспа ӗҫлекен машинӑсем лартма шутланӑ, мӗншӗн тесен вӑл вӑхӑтра пӑспа ӗҫлекен двигательсем пур двигательсенчен те лайӑххи, шанчӑкли пулнӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Сывлӑш кунта наркӑмӑшлӑ пӑспа тулса ларнӑн туйӑнать.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Шухов шутласа кӑларнӑ пӑспа ӗҫлекен хурансемпе пур ҫӗрте те усӑ кураҫҫӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Свайсене ҫапса лартмалли шӑтӑксене Тополев пӑспа тума сӗнчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫынсем вӗҫӗмсӗр утса, вӗресе тӑракан сӑмаварсем пек пӑспа сывланӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.