Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑрӑнма (тĕпĕ: пӑрӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каяс ҫирӗм ҫухрӑма Кӳммен хӑвӑрт ҫитмелле: Ҫавӑнпа та пӑрӑнма Ҫул ҫинчисен пӗлмелле: Урхан шӑнкри-тункӑрми, Сассинченех пӗлеҫҫӗ, Пуҫа тайса, пӗр чӗнми, Хирӗҫ ҫынсем иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Туяп! — тет те — эпӗ кӑштах пӑрӑнма ӗлкӗретӗп, — унӑн виркӗс вӗҫлӗ штыкӗ сулахай хула тивсе ҫурса каять.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Нимӗҫсем вара ҫултан пӑрӑнма хӑраҫҫӗ, шоссе тӑрӑх кӑна малалла талпӑнаҫҫӗ, хӑйсен техникипе кӗрлеттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Ку лайӑх-ха», — темле яваплӑ, ҫынна ҫеҫ тивӗҫлӗ, анчах аппалануллӑ, алла варалакан ӗҫрен хӑтӑлма, пӑрӑнма май ҫаврӑнса тухнипе хӗпӗртесе, хӑйне лӑшах ячӗ Пурис.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Е эсӗ тӗрӗс сӑмахшӑн кӳренсе аяккалла пӑрӑнма шутлатӑн?

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӗсен хушши виҫ-тӑват утӑм юлсан тин арҫын ача мастера асӑрхарӗ, аяккалла пӑрӑнма тесе ун-кун пӑхкаларӗ, анчах та пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫавӑнпах та-и тен, хӗрача хӑй умне Ираида Васильевна пырса тухнине те асӑрхамарӗ, лешӗ сӑмах хушсан тин шартах сиксе аяккалла пӑрӑнма тӑчӗ, анчах ӗлкӗреймерӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӑл ҫак «вӑйӑ» пирки урӑх калаҫман, анчах урок ирттернӗ вӑхӑтра та ҫултан пӑрӑнма пуҫланӑ ачасене тӗрӗс ҫул ҫине мӗнле кӑларма май пурри ҫинчен шухӑшланӑ.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Ку ҫултан эпир ниепле те пӑрӑнма пултараймастпӑр; мӗншӗн тесен эпир — коммунистсем.

И мы не можем свернуть с пути, потому что мы — коммунисты.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Арҫынсене ҫӑлтӑрсем шавлӑ уявсенчен пӑрӑнма сӗнеҫҫӗ.

А мужчинам звёзды рекомендуют избегать громких вечеринок.

4-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Таня, унӑн пулӑшӑвӗсенчен пӑрӑнма тӑрӑшатчӗ пулин те, унпа тӗл пулнӑ хыҫҫӑн хӑйне хаваслӑрах, ытла тӑлӑх мар пек туятчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Эсӗ манпа пӗр шухӑшлӑ пулнине пӗлетӗп, мана йӑпатса хӑвартӑн, тӗрӗс ҫул ҫинчен пӑрӑнма хушмарӑн.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Ун пек чухне хӑвӑн шухӑшна пытарма та, ӗҫе татӑклӑ тӑвасран пӑрӑнма та ҫӑмӑл.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук кӑмака умнелле пӑрӑнма хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тархасшӑн, ун ҫулӗ ҫинчен пӑрӑнма тӑрӑш.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Петӗр ун ҫине пӑхмарӗ те, туйипе кӑнтарса ӑйӑра пуҫӗнчен тытнӑ тутара айккинелле пӑрӑнма, Ивана малалла кайма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Атӑлӑн сылтӑм енче тупӑ сасси кӗрлесе кайнине илтрӗ те киммисене Кӑкшан еннелле пӑрӑнма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан, ҫын лашине утланса пыраканскер, Турчка кассине пӑрӑнма хӑяймарӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эс хӗсмелле, пӑчӑртамалла тетӗн, — сӑмахран пӑрӑнма шутламарӗ Булат Ширин, — пӑчӑртасан-пӑчӑртасан пырши-пакарти сиксе тухмӗ-ши вӗсен?

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Паян кӑнтӑрла хан хӑлхине тӗлӗнмелле сӑмах пырса кӗнӗччӗ, Ковгоршад ӑна Булат Ширин ханлӑх ӗҫӗсенчен айккинелле пӑрӑнма шутлать тесе пӗлтернӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех