Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑлхав сăмах пирĕн базăра пур.
пӑлхав (тĕпĕ: пӑлхав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Испани экспедицине Фернан Магеллан португал ҫынни ертсе пыни тата командӑна португалсене йышлӑ пухни пӑлхав ҫуратнӑ.

Беспорядки были связаны с тем, что испанскую экспедицию возглавлял португалец Фернан Магеллан, и тем, что в команду набраны многочисленные португальцы.

Хуан Себастьян Элькано // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D1%83%D ... 0%BD%D0%BE

1924 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчи пӑлхав хыҫҫӑн университетри йышран совет влаҫне хирӗҫ тӑракан преподавательсене кӑларса янӑ.

После августовского мятежа 1924 года в университете была проведена чистка преподавательского состава от антисоветских элементов.

Тбилиси патшалӑх университечӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%B1%D ... 1%87%D3%97

Ку имшер лейтенант, штабра писарь ӗҫӗсене туса пыраканскер, ҫав начарланса ҫитнӗ хӗрарӑм паян мӗнле пӑлхав ирттерни ҫинчен калас темен, калама та пултарайман.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Канӑҫ та пӑлхав, савӑнӑҫ та хуйхӑ, телей те асап — пӗртӑван кунта.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Тахӑш хресчене общинӑран кӑларса уйрӑм ҫӗр лаптӑкӗ касса парасси ҫинчен пӗлсен пӑлхав ҫӗкленӗ вӗт!

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӑлхав ялавӗ айне ҫар ҫыннисем нумайрах хутшӑнччӑр ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халӗ янӑ вӑл йыхрав Маттурсене пуҫтарма, Ӑҫта кирлӗ шав пӑлхав Тума хушнӑ, тапратма.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

«Вӗренекенсем хушшинче государство хӑрушсӑрлӑхне сиен кӳрекен пӑлхав пуҫласа яма пикеннӗшӗн тата анархилле ӗҫсем тунӑшӑн 4-мӗш класра вӗренекен Григоре Пенишорӑна шкултан кӑларса ярас…»

«За подстрекательство к волнениям и анархические действия, направленные к подрыву государственной безопасности, ученик 4-го класса Пенишора Григоре исключается из школы…»

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫав тӑмсай «воспитатель» ав хӑй пуҫӗнче темӗнле пӑлхав пирки шухӑшланӑ та сире пырса каланӑ.

А этот ваш кретин «воспитатель» выдумал и доложил вам о каком-то бунте.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Сӑмахсӑрах паллӑ: вӗренекенсем ӗнер пӑлхав пуҫласа яма та хатӗрччӗ.

Совершенно ясно: ученики были вчера готовы к бунту.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ӑна «пӑлхав тунӑшӑн» Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчен кӑларса янӑ, вӑл шкул ачисем ҫырнӑ Петици ҫине вун виҫҫӗмӗш, Шупуҫҫыннипе Иванов хыҫҫӑн, алӑ пуснӑ…

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

«Пӗтӗм инкек Михха пирки иккен. Пӗтӗм Раҫҫейшӗн хӑрушӑ самантра пӗр хуҫана хӳтӗлесе ҫакнашкал пӑлхав кӑларма кирлӗччӗ-и? Ҫук. Куншӑн аслӑ патша каҫармӗ. Йӑнӑша юсама васкамалла»… — тет, айванла, кӗпӗрнатӑр (III кӗн., 564 стр).

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

— Эсир, мӗн, пӑлхав тума шутлатӑр-и?

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӑлхав?!»

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халӑх массисем пӑлхав пуҫласа ан яччӑр тесе, патша дворецӗнче тем-тепӗр шутласа кӑларма пикеннӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӑлхав пуҫласах ҫапӑҫрӗҫ пирӗн енче усал-тӗсел мӑрсасем.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр кун чул тӑва кунӗпе кисретнӗ хыҫҫӑн пӑлхав пуҫлӑхӗсем ҫапӑҫӑвӑн иккӗмӗш кунне тарӑн шӑтӑкра ларакан ӑтӑрсем пек кӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пунт тени пӑлхав тени пулӗ-ха вӑл, — малалла калаҫрӗ Теней.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ав Хусан ҫывӑхӗнче, Мӗша тӑрӑхӗнче пӑлхав пуҫланнӑ, вырӑссене хирӗҫ ҫапӑҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӑлхав тума тата мӗн кирлӗ, сан шутупа?

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех