Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пытараймастӑн (тĕпĕ: пытар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пӑшатана михӗре пытараймастӑн, — мана мӗнле шухӑш аптратнине сиссе илнӗн калаҫса кайрӗ Аликов.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Анчах ача куҫӗнчен ним те пытараймастӑн: Наталь амӑшӗ тӗлӗрсе каясса кӑна кӗтнӗ — кӗленчери эрехе ӗҫме васканӑ, ун чухне вӑл вунтӑваттӑра пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Эрех тенине ку таранччен Потапов вӑрттӑнтарах ӗҫнӗ — килӗнче, никам курман ҫӗрте, анчах пӑшатана михӗре пытараймастӑн.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫавна май фельетон пиркиех ҫине тӑтӑм: хаҫатра пичетленине халӑхран пытараймастӑн, хайхи «юлташ е тус» тенисен те ӗнсе хыҫкалама тивет.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Унран нимӗн те пытараймастӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах тӗрӗс шухӑша эрехпе пытараймастӑн.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Хӑҫан та пулин вӑл ҫиеле тухатех, ун пек япалана ҫынран пытараймастӑн.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халӑхран нимӗн те пытараймастӑн, хӑнара военкомат ҫыннисем те пулнӑ теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Хӑмӑшлӑхра ку кимме пытараймастӑн.

В камышах моторку спрятать невозможно.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Хӑвӑнтан ху та пытараймастӑн.

И от себя самого тоже.

Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ун пеккине пытараймастӑн.

Шила в мешке не утаишь.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Уссиллӗ пулсан та, пит-куҫна ниҫта та пытараймастӑн.

— Хотя вы и при усах, а обличье никуда не денешь!

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Акӑ чакатӑн та ӗнтӗ, ху суйнине пытараймастӑн.

— Ну, вот и пятишься, и уличаешь себя, что врешь.

II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех