Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пытанса (тĕпĕ: пытан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах Савантер пытанса ларнӑ йывӑҫ тӗлнех ҫитмерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пытанса тӑнӑ куҫ-хӑлхасем тата салтаксем маррине пӗлтерчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫитет ку таранччен пытанса пурӑнни!

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Таҫта ҫакӑнтах пытанса тӑмасть-и? — иккӗленсе илчӗ Аҫтӑрхан.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Валтиелсем, ҫурт-йӗр хыҫне пытанса, тӑшман енне ухӑран переҫҫӗ, анчах вӗсен ҫӗмренӗсем никамах та сиен тӑваймаҫҫӗ пулас, салтаксем тӗлне ҫитичченех ҫӗре ӳкеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Васан пеккине пытанса ларчӗ те чирлӗ каччӑ хӑй патнелле килекен хӗре, чӑхха куҫлакан тилӗ пек, сӑнама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кам пӗлет, ҫак вӑрман чӑтлӑхӗнче тем пытанса тӑрать-ха?

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл сан патӑнта пытанса пурӑнать! — терӗ хайхискер.

Куҫарса пулӑш

Усалпа ҫӳрекен — усал айне пулать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫак юмӑҫ карчӑк патӗнче пытанса пурӑнать иккен!

Куҫарса пулӑш

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анкартине кӗчӗ, унта ҫӗмӗрт хыҫне пытанса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗр вӑхӑта сирӗн унпа никам курман-илтмен ҫӗрте пытанса пурӑнмалла пулать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпӗ ҫиччӗшне, Егоров пиллӗкӗшпе персе ӳкерме ӗлкӗртӗмӗр — фашистсем часах ӑнланчӗҫ: совет снайперӗсем ҫав Гитлер портречӗ хыҫне пытанса переҫҫӗ, пулла ӑманпа улталанӑ пек улталасшӑн, терӗҫ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

Пӗр тапхӑр пытанса выртрӑм, ҫӳҫе тӗмӗсем хушшипе пытаннӑ автоматчика асӑрхама тӑрӑшрӑм.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Эпӗ ҫын ҫурӑмӗ хыҫӗнче пытанса пурӑнма вӗренмен.

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Икӗ коммуниста, пӗр комсомолеца ҫав староста кӑтартнипе персе пӑрахнӑ, ыттисем партизана кайнӑ, хӑшӗ-пӗри хӑйсем тӗллӗн вӑрманта пытанса пурӑнаҫҫӗ, — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Эпӗ ӑнлантӑм: манӑн е кунтах ӑҫта та пулин пытанса лармалла, е каялла утмалла.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Анчах эпир ӑҫта пытанса пурӑннине никама та каламалла мар.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Эпӗ ҫакна та каласшӑн сире: хӑшӗ те пулин ӑнсӑртран фашистсен аллине лексен, ыттисем ҫинчен пӗр сӑмах та калар мар, ӑҫта пытанса пурӑннине те пӗлтерер мар.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Ман шутпа, шоссе хӗрне пытанса лармалла та фашистсен уйрӑмшарӑн иртекен пӗр-пӗр лавӗ ҫине тапӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Поселокри пӗр ҫынна та тӗл пулаймарӑм: те пӗтӗмпех тарса кайнӑ, те фашистсенчен хӑраса пытанса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех