Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пырать (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шанчӑклӑ ҫынсем пурнӑҫлакан ӗҫ кал-кал пырать

Куҫарса пулӑш

Кукуруза акаҫҫӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%ba%d1%8 ... 0%b0cce-2/

Авӑ, завода кӗмелли хапха, унта сарлака асфальт ҫулӗ пырать.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Кунсӑр пуҫне Радик заданисене ялан иртерех илет, е завода ӗҫ пуҫланиччен маларах пырать, вара маҫтӑртан чертеж илет.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Утмӑл пиллӗкрен иртнӗ старик, хӑй ҫапах та пиртен, ҫамрӑксенчен, ӗҫре виҫӗ хут вӑр-вартарах, Лина фрезеровщица ҫинчен те пысӑк кӗнекех ҫырма пулать, нормӑна яланах икҫӗр процент тултарса пырать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Черккене тути патне илсе пырать те ерипен сӑрхӑнтарса ӗҫме пуҫлать, ӗҫсе яричченех хӑйӗн куҫӗсем — Валерия Ивановна ҫинче…

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Манпа юнашар ҫитмӗлтен иртнӗ старик пырать ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Старик ерипен ҫеҫ кӑштӑртатса пырать, хӑй час-часах темскер мӑкӑртаткаласа илет…

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Ҫапла ӗнтӗ, ҫак ватӑ ҫыннӑн кил-ҫуртне хӑй ҫамрӑк чухнех ҫамрӑк ҫынсем пӗрре иленнӗ те, вӑл йӑла ку таранчченех пырать.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Чӑваш Республикинче «Сывлӑх сыхлавӗ» наци проекчӗ туллин пурнӑҫланса пырать.

Куҫарса пулӑш

Муркаш поликлиники хута кайрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60880

«Яковлев пире ҫул уҫса панӑшӑн унӑн чунӗ пире пулӑшсах пырать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи кунӗ сумлӑ иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60941

Ҫапах та ялта пурӑнакансен йышӗ чакса пырать.

Куҫарса пулӑш

Кӑнна Кушкинче - митинг // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60942

Социализмлӑ ҫӗршывсенчи писательсен паллӑрах произведенийӗсене те издательство ҫуллен тенӗ пекех чӑвашла кӑларса пырать.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Ҫак жанр чӑваш литературинче ҫуллен вӑйланса пырать.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Колхоз тӑтӑшах вӑйланса пырать, ҫавӑнпа, пӗрре шутласан, колхозниксен нимшӗн те пӑшӑрханмалла мар пек.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Ку жанр чӑваш литературинче вӑйлансах пырать, пысӑк калӑплӑ произведенисем те (романсемпе повеҫсем) ҫултан ҫул ытларах та ытларах пичетленсе тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Чӑваш чӗлхине тӗпчес ӗҫ вара халлӗхе теори енӗпе те юлса пырать, практика ыйтнине те тивӗҫтереймест.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Халӑх хушшинче пӗлӳлӗх мӗн чухлӗ ытларах сарӑлать, культура мӗн чул ытларах ӳсет, вырӑс чӗлхине вӗренес туртӑм та ҫавӑн чухлӗ хӑпарса пырать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ҫакна манмалла мар: хӑватлӑ аталаннӑ вырӑс чӗлхи (калаҫу ҫырулӑх чӗлхи ҫинчен пырать) пирӗн чӑваш чӗлхи пек чӗлхесемшӗн ӳсӗм тӗслӗхӗ пулса тӑрать, вӗсен шалти вӑйӗсене хускалса вӑй илме пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Пирӗн ҫӗршывра пур нацисем те пӗр тан праваллӑ, вӗсен пурнӑҫӗ пӗр пӗтӗм социализмлӑ никӗс ҫинче йӗркеленсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

«Хӗвеллӗ кунсем» комедире сӑмах пирӗн республика хӑвӑрт ҫӗнелсе улшӑнни, пысӑк ӳсӗмсем туни ҫинчен пырать.

Куҫарса пулӑш

Николай Айзман пьесисем // А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех