Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пыни (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Юлашки ҫулсенче Раҫҫей Минпромторгӗ тӗрев панине кура, «Газпром» компанийӗпе ӑнланса ӗҫлесе пыни сисӗнет, Чӑваш Ен Правительстви регион аталанӑвӗ кирлӗ пек шайра пулса пытӑр тесе сахал мар пӗлтерӗшлӗ ыйтусем уҫӑмланса пырать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енӗн промышленноҫ предприятийӗсем Газпрома аталантарса пыма витӗм кӳреҫҫӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/09/chav ... m-gazproma

Ачасен патриот туйӑмлӑхӗ ырӑ енне улшӑнса пыни те куҫ кӗретех.

Куҫарса пулӑш

Шуршӑлта вырнаҫнӑ А.Г. Николаев летчик-космонавт ячӗллӗ мемориал комплексне 50 ҫул ҫитнӗ ятпа Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/14/a-g- ... chll-memor

Чи тӗлӗнмелли, кӑсӑкли тата ҫакӑ: ялӗсем питех ӗрчени, сарӑлса, пысӑкланса пыни сисӗнмест, ҫӗрӗ вара ҫулсерен чакса пырать.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Утар таврашне кайӑксене юри явӑҫтаратӑн пулсан, мӗнле, сирӗн утарта пыл хурчӗсем сахалланса пыни сисӗнмест-и? — Палюк мучи пекех чеен кулкаласа ыйтрӗ профессор та.

Куҫарса пулӑш

Шавлӑ пуху // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 19–21 с.

Хам эп малтанах совхоза та, колхоза та ҫитрӗм, кашни виҫӗ кунтах ӗҫсем мӗнле пыни ҫинчен республикӑри отряд начальникне сводкӑсем патӑм.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Каччӑ ҫурӑмӗ ҫинче йывӑр кутамкка пулин те, питӗ васкаҫҫӗ вӗсем, сӑнӗ-пичӗсем ҫинче иккӗшӗ те ҫав тери шухӑша кайса, тимлесе пыни палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Ҫапла ҫухӑрашса тӑнӑ вӑхӑтра ана пуҫӗпе староста Куҫук Петӗрӗ утса пыни курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Каччӑ хӗршӗн ӑна ҫӗнсе иличчен ҫеҫ хыпса ҫунни, хӗр сана парӑннӑ-парӑнман (е эс ӑна качча илнӗ-илмен) унпа «тӑранса ларни», унран сивӗннӗҫем сивӗнсе пыни мӗне пӗлтерет тата?

Возможно, он, как и другие парни, сгорал от любви к девушке до тех пор. пока не добился ее, а как только она (или он) сдалась, он (или она) насладился ею и стал постепенно охладевать.

Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫамрӑксем яла пыни ҫинчен илтсен чупса тухнӑ урама — кая пулнӑ.

Услышав, что в селе появились молодые люди, выбежала на улицу, но было поздно — они уже ушли.

Савтепипе Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ара, варманти, чӳк тунӑ ҫӗре пыни?

— Ну, что в лесу был, на чюке.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫавӑн пекех министр патшалӑх управленийӗн тытӑмӗнче цифра аталанӑвӗ мӗнле пыни ҫинчен те каласа панӑ.

Куҫарса пулӑш

Цифра аталанӑвӗ – тӗп вырӑнта // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/11/08/%d1%86%d0%b ... %82%d0%b0/

Комсомольски районӗнче ҫутҫанталӑк газӗ ҫитмен килсене «кӑвак ҫулӑм» парас енӗпе республикӑра ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыни пирки «Газпром межрегионгаз Чебоксары» ООО тата «Газпром газораспределение Чебоксары» АО генеральнӑй директорӗ Александр Бусыгин та палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Кӑвак ҫулӑм» ҫунать, кил-ҫурт хӑтлӑхпа тулать // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d0%baa%d0% ... %bb%d0%b0/

Енчен те пенсионера ваканси шырассинче ҫеҫ пулӑшу кирлӗ пулсан ӗҫпе тивӗҫтерекен центра вӑл хӑй пыни кирлех мар, ҫакна дистанци мелӗпе «Работа России» портал урлӑ та тума пулать.

Куҫарса пулӑш

Ыйту — хурав // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d1%8b%d0%b ... 0%d0%b2-5/

Пур ҫӗрте те ӗҫ кал-кал пыни, хуҫалӑх ертӳҫипе ӗҫченсем хӑйсен тивӗҫӗсене яваплӑ пурнӑҫланине ҫирӗплетет, вӗсен тӑрӑшулӑхне кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Валерий Михеев: «Тырӑ-пулӑ – пӳлмере, выльӑх апачӗ ҫителӗклӗ» // А.Мариян. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d0%b2%d0%b ... %b2%d1%8b/

Рейд вӑхӑтӗнче ашшӗ-амӑшне ачасене вӗренме тата аталанма тивӗҫлӗ условисем туса памалли ҫинчен каласа ӑнлантарнӑ, ашшӗ-амӑшӗн тивӗҫӗсене кирлӗ пек пурнӑҫламанни мӗн патне илсе пыни ҫинчен калаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьесене тӗрӗсленӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/13/c%d0%b5%d0% ... b5%d0%bde/

Чылай чухне шӗшлӗ автараканни те, пуртӑ кӑпӑлне хывтарма пыни те хӑйсем мӗншӗн килнине «манса кайса» е «черет ҫитмен пирки» япалисене ҫаплипех каялла йатса таврӑнаҫҫӗ.

И многие тут же забывают, зачем пришли, и уносят непочиненные вещи обратно — «не дошел черед».

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Каҫран пыни темскер шыранӑ пек хӑтланса ҫӳрекен мӗлке ҫине пӑхрӗ те Яка Иллене палласа илчӗ.

Илле шел по нижней улице, когда ему встретился незнакомец.

Палламан ҫын // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Халер чирӗ сарӑлса пыни ҫинчен те шухӑшламасть вӑл, нумай пулмасть Витебск хулинче вилнӗ пиччӗшӗ Константин Павлович пирки те пӑшӑрханмасть ҫак самантра.

И о холере, все шире расползающейся по стране, он не сокрушается; даже смерть любимого брата Константина Павловича в Витебске не потрясает его в эти минуты.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӑхма вӑл ҫывӑх пек, урампа ҫын иртсе пыни те е мӑрьерен тӗтӗм йӑсӑрланса тухни те курӑнать, Тутаркас правленине ҫитме сахал та, ҫухрӑм утас пулать.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ҫулран-ҫул аталанса пыни те куҫкӗрет.

Куҫарса пулӑш

Тӗллев – туянакансен кӑмӑлне тивӗҫтересси, паха продукци сӗнесси // А.ЕФРЕМОВА. http://kasalen.ru/2022/10/28/%d1%82e%d0% ... %81%d1%81/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех