Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пыма (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аня эпӗ пыма килӗшменшӗн малтан ҫиленчӗ (вӑл мансӑр каясшӑн марччӗ), анчах эпӗ ӑна каҫхине хамӑн профессор патне каймалла тесе ӗнентертӗм, ниепле те май килмест, терӗм.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Мӗншӗн тесен паян Тутар Патшалӑхӗ укҫа-тенкӗ ҫак шкула тытса пыма касса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӑнна Кушкинче - митинг // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60942

Коммунизм тӑвасси унӑн пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетес ӗҫе тата общество пурнӑҫне кашни ҫын активлӑ хутшӑнсан кӑна ӑнӑҫлӑ пыма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Чӗлхе ыйтӑвӗсене тӗрӗс ӑнланманни, пӗр енчен, национализм туртӑмӗсем патне, тепӗр енчен, наци уйрӑмлӑхӗсене шута илменни патне илсе пыма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Герценпа иккӗшӗ вӗсем унта революцилле шухӑш-кӑмӑллӑ студентсен, «Пестельпе Рылеев декабристсем хыҫҫӑн пыма хатӗррисен» кружокне йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Н.П.Огарев // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 87 с.

Ҫамрӑклах вӗсем, А. И. Герценпа иккӗшӗ, декабристсен ӗҫне малалла туса пыма, хайсен пурнӑҫне халӑх интересӗшӗн пыракан революцилле ӗҫе халаллама тупа тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Н.П.Огарев // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 87 с.

Чӑн-чӑн ӑсталӑх — суйласа илнӗ профессипе яланах ӗҫлеме, харпӑр хӑй талантне татти-сыпписӗр ӳстерсе пыма хушать, теҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ҫиччӗмӗшне те лартрӗҫ, Шупашкарта искусствӑн тепӗр жанрӗ, чи кӑткӑс жанрӗ, опера, вӑй илсе пыма тивӗҫлипе ҫирӗплетсе пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Пирӗн шутпа ҫакӑ вӑл — творчествӑллӑ позицисем тумалли йывӑр та кӑткӑс ӗҫе ҫӗнӗлле йӗркелесе улӑштармалли тапхӑр, нацилле искусствӑна ӳссе пыма анлӑ ҫул уҫса паракан тапхӑр, творчество опычӗ пухмалли тата профессилле кадрсем хатӗрлемелли тапхӑр пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Эпӗ хамран инҫетре те мар утакан пӗр ҫамрӑк ҫынна манпа пӗрле пыма чӗнтӗм.

Куҫарса пулӑш

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Чылайран тин леш хӗрарӑм «ҫывӑхарах пыма» пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Колхозниксемпе ҫавӑн пек калаҫса татӑлсан, «майор», тахӑшинчен эп шофер иккенне пӗлсе, ӳкӗтлеме тытӑнчӗ: мана, милици ҫыннине, паранкӑ тиенӗ грузовике тытса пыма аван мар.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Сержанта ку питех тӗлӗнтермен, мӗншӗн тесен ку чухне милицире ӗҫлекенсен пысӑк пайӗ машина тытса пыма пӗлет.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Тӗрӗссипе, тивӗҫлӗ канӑва вӑл унчченех кайнӑ-ха, халӗ вӑл асӑннӑ учреждение ертсе пыма пӑрахма йышӑннӑ.

В действительности, на заслуженный отдых она ушла еще раньше, теперь же решила отказаться от руководящей должности в данном учреждении.

Ренада Фёдорова социаллӑ центра ертсе пыма пӑрахнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34850.html

Ку ӗҫре Федераци наципе культура автономине Чӑваш Ен Правительстви те пулӑшса пыма хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсем сахалланман // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=osDYnrmxBp4

— Эсир шкула мӗншӗн пыма килӗшменнине пӑртак чухлатӑп, — мӗскӗннӗн кулчӗ хӗр учительница.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Унта ӗҫлекенсем патне ҫывӑха пыма хӑрамалла.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Ҫитес канмалли кунах пыма тӑрӑшӑп.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Санашкал ҫамрӑксем хӑй вӑхӑтӗнче революци тунӑ, патшалӑха ертсе пыма тытӑннӑ — эс фермӑран хӑратӑн.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ферма пуҫлӑхӗнчен эрех шӑрши кӗрет пулин те, тӑрантас ҫинче ларса пыма канлӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех