Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫтахскер (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӳпки тӗлӗнче вӑраннӑ нӗрсӗр йӗкӗлтӗкӗ ытла та пуҫтахскер пулчӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Ай, питӗ пуҫтахскер вара!

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сирӗн ывӑлӑр — пуҫтахскер — ман хӗре ҫылӑха кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кӗвӗҫнипе тунӑ, тет, пуҫтахскер, хе-хе-хе!

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вася Пирожок — пуҫтахскер, ҫирӗп те сарлака хулпуҫҫиллӗ, яланах хаваслӑ сӑн-питлӗ, витӗр куҫлӑ йӗкӗт, хул хушшине пӗчӗкҫеҫҫӗ чӗркем хӗстерсе тенкел ҫинче ларать.

Вася Пирожок — отчаянная голова, крепкий, широкоплечий, с серыми бесстрашными глазами — сидел на стуле с малюсеньким свёртком под мышкой.

Приказ — закон // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Камӑн-ши ку ҫакан пекех пуҫтахскер.

Чей это отчаянный такой.

6. «Сӑрнай» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Пуҫтахскер, — терӗ Феничка, унӑн аллисенчен питне илмесӗрех.

— Баловник, — проговорила Фенечка, не отодвигая лица от его пальцев.

VIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Ачи питӗ пуҫтахскер вара, ҫуртра ҫӗрӗн-кунӗн ян! сасӑ тӑвать», тет.

Круглые сутки в доме дым коромыслом».

III сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех