Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫтарӑннӑ (тĕпĕ: пуҫтарӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуҫтарӑннӑ ҫынсем самай ӗшенетчӗҫ пулмалла, — пӗр сехетлӗхе тӑхтав тӑватчӗҫ, юнашарти буфета кӗрсе, васкаварлӑн бутерброд пекки хыпкалатчӗҫ, турӑх ӗҫсе уҫӑлатчӗҫ, вара, тепӗр кана пуҫтарӑнса, ӗнер пуҫланӑ пухӑва яра куна тӑсатчӗҫ, тата ытларах хӗрсе калаҫатчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Иртнӗ шӑматкун «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн стадионне сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракансем, спортсменсем йышлӑн пуҫтарӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Уяв хаваслӑ кӑмӑл-туйӑм парнеленӗ // Валерий Денисов. http://kasalen.ru/2023/08/15/%d1%83%d1%8 ... %bd%d3%97/

Аграрисен республикӑран тата тулашран пуҫтарӑннӑ представителӗceм ял хуҫалӑх культурисен, техникипе оборудованийӗн, минерал удобренийӗceн, хими им-ҫaмӗн, агропромра усӑ куракан ытти ресурсӑн куравӗ иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Caвӑнӑҫ кӳрекен хыпар // Юрий МИХАЙЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cavanac-kyreken-hypar

Митинга моряксем кӑна мар, ял халӑхӗ те йышлӑн пуҫтарӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Уявра ачасене катерпа ярӑнтарнӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/08/04/%d1%83%d1% ... 80%d0%bda/

«Кӗрхи бал» курма пуҫтарӑннӑ ял ҫамрӑкӗсем клуба лӑк тулнӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Уява ял халӑхӗ тата хӑнасем йышлӑн пуҫтарӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Сад илемӗ чун-чӗрене тыткӑнлать // Артемий МЯСНИКОВ. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d1%81%d0% ... %82%d1%8c/

Кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче йыш татах чакнӑ — пӗтӗмпе те 50 ҫын пуҫтарӑннӑ, полицин территори пайӗсене 32 ҫынна илсе килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Улталаймарӗҫ. Улталаймӗҫ // Николай АНТОНОВ. http://alikovopress.ru/ultalajmarec.-ult ... ajmec.html

Района кайма пуҫтарӑннӑ Александр Алексеевич.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Каяс умӗн, инҫе ҫула пуҫтарӑннӑ ҫын пек, чӑматан ҫине ларать.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хальхи вӑхӑтра пуҫтарӑннӑ укҫа-тенке прицелсем, бинокльсем, инструментсем, рацисем туяннӑ ҫӗре яратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пур – пӗрле, ҫук – ҫурмалла // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d0%bf%d1%8 ... %bb%d0%b0/

Хуҫалӑхра пухӑнакан ҫӳп-ҫапа турттарассипе, строительство хыҫҫӑн пуҫтарӑннӑ тата выльӑх каяшӗсене тӑкнӑ саккунсӑр свалкӑсене тупса палӑртассипе, шыва кӗмелли тапхӑрта ҫынсем шыва кӗрекен юхан шывсемпе кӳлӗсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерессипе, общество территорийӗсене комплекслӑ тирпейлессипе ҫыхӑннӑ ыйтусем кун йӗркинче пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тавралӑха варалар мар // Е.КРЫЛОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%82%d0%b ... 0%d1%80-2/

Хӗрачасем ҫывӑрма пуҫтарӑннӑ, вӗсен чӗппи вара – ҫук.

Девочки собрались спать, а их питомец – нет.

Тетте // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/591

Паянхи чаплӑ пулӑма Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаевпа пӗрле Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов, Чӑваш Республикин спорт министрӗ Василий Петров, Ҫӗмӗрле муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Лев Рафинов, спорт ветеранӗсем, вырӑнти халӑх пуҫтарӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Регионта юлашки виҫӗ ҫул хушшинче футболла вылямалли уйсемпе стадионсене 14 уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/regi ... tbolla-vil

Сӑмах май, кунта республикӑри тӑватӑ округран – Элӗк, Муркаш, Хӗрлӗ Чутай тата Етӗрне шкулӗсенчен 120 педагог пуҫтарӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Алла Салаева: Раҫҫей вӑйӗ - регионсенче! // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/alla-salaeva-racc ... nche!.html

Киле кайма пуҫтарӑннӑ.

Собрались домой.

Пуш хир // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/562

Тӑхӑр вун пиллӗкӗн пуҫтарӑннӑ ҫак ларӑва.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Чӑваш чӗлхине тата литературине вӗрентекенсем те кунта тӗрлӗ регионтан пуҫтарӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Яковлев халалӗ - пурнӑҫ кӗнеки // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=9geMRIgkUUo

Кунта Шупашкара тата район центрне кайма тухнӑ ҫынсем йышлӑн пуҫтарӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Лариса Куславккари бухгалтерсен шкулне вӗренме кӗнӗ-мӗн, ӑна унтан: «Кӑҫал вӗренӳ занятийӗсем пирӗн патра октябрӗн 1-мӗшӗнче мар, ноябрӗн 1-мӗшӗнче пуҫланаҫҫӗ», — тесе пӗлтернӗ те, вӑл инҫе ҫула пуҫтарӑннӑ: уйӑх ҫурӑ пек ӗҫлесен те алла пӑртак укҫа лекет-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Район центрне кайма пуҫтарӑннӑ Испуханов пӗр уяр кун шоссе хӗррине тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех