Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫламалла (тĕпĕ: пуҫла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ир-ирех тӗкӗр-телефонпа Тускуба шыраса тупмалла, унпа пӗр-пӗрне ӑнланса калаҫусем пуҫламалла

— На утро нужно отыскать по зеркальному телефону Тускуба и войти с ним в переговоры о взаимных уступках…

Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫавӑн чухне Иерофантсем ӑнланаҫҫӗ те пӗтӗмлетеҫҫӗ: пуриншӗн те ӑнланмалла, уҫӑмлӑ тӗнпе пурӑнма пуҫламалла.

Тогда Иерофанты поняли, что нужно ввести ясный и понятный, единый для всех культ.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Шутлав тӑрӑх — ҫӗр километр ҫӳллӗшӗнче аппаратӑн тӳрленмелле те диагональпе — ҫӗр сийнелле вертикальле — вӗҫме пуҫламалла.

По расчётам, на высоте ста километров, он должен был выпрямиться и лететь по диагонали, вертикальной к поверхности земли.

Хура тӳпере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Калӑпӑр, иккӗшӗ улттӑмӗш класра вӗреннӗ чухнех, акӑ, Динӑна пӗри-тахӑшӗ: «Августина, эсӗ питӗ-питӗ лайӑх хӗрача. Яланах манпа ҫавнашкал лайӑх пул. Пушкин», — тесе хут татки ҫырса панине аса илтернинчен пуҫламалла мар-ши?

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эпир кусем ҫинчен акӑ мӗн пирки аяккалла пӑрӑнсах каласа патӑмӑр: агроном ыйтӑвӗсем пуринчен те малта тӑраҫҫӗ-ҫке, ҫавӑнпа калаҫӑва вӗсенчен пуҫламалла та.

Это отступление сделано потому, что вопросы агрономии превыше всего, с них и надо начинать.

3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Халӗ шырав ӗҫне пӗтӗмпех ҫӗнӗрен пуҫламалла, пулса иртнӗ ӗҫсем патӗнчен тытӑнмалла.

Теперь все поиски надо было начинать сначала, от истоков событий.

15 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

— Халех, халех, ҫак минутрах урӑх ҫын пулса тӑмалла, тепӗр тӗрлӗ пурӑнма пуҫламалла».

— Надо скорей, скорей, сию же минуту сделаться другим человеком и начать жить иначе».

II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

«Эсӗ тесе калаҫатпӑр-и?», «Санӑн пуҫламалла».

«Хочешь?», «тебе начинать».

XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ӑҫтан пуҫламалла?

С чего начинать?

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

Халь ӗнтӗ каллех ҫӗнӗрен тума пуҫламалла пулнӑ.

В общем, всё начинай сначала.

Пан Тюхинпа пан Телеев // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 230–248 с.

Каҫпа, тӗттӗмленме тытӑнсанах, Морава ҫине атака пуҫламалла.

Атака на Мораву должна была начаться вечером, с первыми сумерками.

VIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Симӗс ракетӑпа сигнал парсан, каҫхи атакӑна пуҫламалла.

По сигналу зеленой ракеты должна была начаться ночная атака.

XVII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Ӗҫе пӗтӗмӗшпех ҫӗнӗрен пуҫламалла пулчӗ, мӗншӗн тесен вӗсем ҫынна персе вӗлерес вырӑнне ӑна асаплантарчӗҫ кӑна иккен.

Предстояло заново проделать это ужасное дело: они только превратили казнь в бойню.

VII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Хӑй ҫинчен ҫав пӗтӗм тасамарлӑха шӑлса тӑкмалла та ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫламалла.

Нужно только стряхнуть с себя эту грязь и начать новую жизнь.

VII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Резолюцире акӑ мӗн каланӑ: «Эпир, сентябрӗн тӑваттӑмӗшӗнче пухӑннӑ иккӗмӗш батарейӑри салтаксем ҫапла калатпӑр: 1) Вӑрттӑн тунӑ договорсене пурне те пӗр тӑхтаса тӑмасӑр халӑха пӗлтермелле, 2) Халех мир ҫинчен калаҫу пуҫламалла, 3) Пӗтӗм ҫӗре пӗр тӑхтаса тӑмасӑр хресчен комитечӗсене памалла, 4) Пӗтӗм производствӑна тӗрӗслесе тӑмалла. 5) Халех Советсене пухмалла, эпир артиллеристсем, большевиксен партинче тӑмастпӑр пулин те, пурпӗрех ҫак лозунгсемпе требованисемшӗн большевиксемпе вилме те хатӗр», — тесе ҫырса йышӑннӑ.

В резолюции, принятой большинством, говорилось: «Мы, собравшиеся 4 сентября солдаты второй батареи, заявляем, что будем стоять: 1) за немедленное оглашение тайных договоров, 2) за немедленные переговоры о мире, 3) за немедленную передачу всех земель крестьянским комитетам, 4) за контроль над всем производством, 5) за немедленный созыв Советов. Мы, артиллеристы, хотя и не принадлежим к партии большевиков, но за все требования и лозунги будем умирать вместе с ними».

X сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.

Ҫак ӗҫе ачаранах пуҫламалла.

К этому надо приступать с детства.

Ӑста спортсмена хатӗрлеме вунӑ ҫул кирлӗ // Хыпар. «Хыпар», 72-73 №№, 2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗ, 9 стр.

Дик Сэнда халь пӗр япала кӑна канӑҫсӑрлантарчӗ: ун шучӗпе, ҫак самантра ҫыран курӑнма пуҫламалла, вӑл вара пысӑк хӑвӑртлӑхпа пыракан карап ун ҫумӗнчи рифсем ҫине пырса ҫапӑнасран хӑрать.

Дик Сэнд тревожно думал только об одном: по его расчетам, с минуты на минуту должен был показаться берег, и он боялся, что мчащееся с огромной скоростью судно с разбегу налетит на прибрежные рифы.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫын ячӗ ҫумне тата «хисеплӗ юлташ» сӑмахсене хушса ҫырмалла пулсан, йӗркене хут хӗрринчен 3 — 4 см чакса пуҫламалла.

Если перед ним нужно писать: «уважаемый товарищ» и т. п. то, нужно отсупить еще 3-4 см.

10. Ҫырусем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Сӗтел ҫине майлаштарса апат-ҫимӗҫ лартса пӗтериччен тата ҫынсем ҫинӗ чухне сӑмах калама пуҫламалла мар.

Не нужно начинать говорить во время сервирования и во время еды.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Кӑштах тӑрсан кулми пулчӗ: тӗрӗс, пысӑк пурнӑҫ пуҫламалла.

Но тут же посерьезнел, подумав: да, дела воистину предстоят большие.

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех