Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫарнипе (тĕпĕ: пуҫар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Кӑҫалхи пӗрремӗш июньрен пуҫласа пирӗн Чӑваш республикинче ҫӗнӗ граждансене, ҫуралакан ачасене республика Пуҫлӑхӗ пуҫарнипе парне пама шутланӑ. Вӑл парне шутне чӑваш тӗррипе илемлетнӗ япаласем кӗреҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Тин ҫуралнӑ ачасене парне пуххи хатӗрленӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60949

Проекта Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуҫарнипе йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Тин ҫуралнӑ ачасене парне пуххи хатӗрленӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60949

Вӗрентӳпе наука сферине тӗрӗслекен федераллӑ служба пуҫарнипе юлашки ҫулсенче Пӗтӗм Раҫҫейри «Пӗрле тытатпӑр. Ашшӗ-амӑшӗ ППЭ памалли кун» акци ирттересси йӑлана кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗ ППЭ тытнӑ // Дина АБУЛХАНОВА. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d0%b0%d1%8 ... %bd%d3%91/

Каларӑм ӗнтӗ, Ҫӗр ҫинчи пур инкек-синкек те, киревсӗр, тискер, хура ӗҫсем те Аслӑ Шуйттан пуҫарнипе, хӗтӗртнипе, йӗркеленипе пулса иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эсӗ ан хӑра, Лена, сана та килӗшет ак, — терӗ Тамара, Лена хӑех сӑмах пуҫарнипе савӑннӑскер.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

1933 ҫулта вӑл пуҫарнипе ҫӗр хӑватне упрамашкӑн патшалӑх программине йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

Вӑл пуҫарнипе, ертсе пынипе халӑх масара тирпей-илем кӳнӗ, йӗри-тавра карта тытса ҫавӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх хисепӗ – чи хакли // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b8/

Патӑрьелӗнчи пӗрремӗш вӑтам шкулти параппанҫӑсен отряд-ансамблӗ район администрацийӗ тата шкул директорӗ Наталия Андреева пуҫарнипе 2017 ҫулта йӗркеленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Янратӑр параппан сасси, кӗрлетӗр уяв! // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44130-yanra ... let-r-uyav

Вӑрнарта Чӑваш ен Экономика министерстви пуҫарнипе иртнӗ Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх кунӗнче те вӑл тӗп вырӑна тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Калаҫу - пулӑшу мерисем ҫинчен // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11894-ka ... em-cinchen

Аслӑрах ӳсӗмрисемпе вара калаҫусем ҫивӗчрех иртнӗ - учительсем пуҫарнипе вӗренекенсем проблемӑллӑ самантсене те хускатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачасем ашшӗсене саламлаҫҫӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11512-ac ... -salamlacc

Акӑ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче стрелоксен 359-мӗш полкӗ тӑнӑ техникумра Асӑну хӑми уҫнӑ (пуҫаруҫи - Вячеслав Алексеев), пирӗн организаципе краеведени музейӗн директорӗ Елена Шарипова пуҫарнипе тата «Звездопад» общество ертӳҫи Владимир Яковлев пулӑшнипе 1958 ҫулта ТУ-104А самолет ӳкнӗ Ҫӗн Мӗлӗш ҫывӑхӗнчи уйра Асӑну стели лартма май килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр тӗллевпе пӗрлешсе // Ярослав НИКИФОРОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11657-p- ... -p-rleshse

Вӑл пуҫарнипе вӗренекенсем «Раҫҫейри симӗс шкулсем» программӑна хутшӑнса Дипломсене тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Учитель ӗҫнех суйласа илӗттӗм // А.Ефремова. http://kasalen.ru/2022/10/04/%d1%83%d1%8 ... 82e%d0%bc/

Кӳлле виҫӗ ял вӑйӗпе тунӑ, ҫапах та Ятман унпа хӑй ӑшӗнче халӗ те пулин савӑнса пырать: ӑна Ятман секретарьте ӗҫленӗ чухне Атӑлкасси комсомолецӗсем пуҫарнипе чавма тытӑннӑ, ӑна чавнӑ чухне вӗсенчен кашниех ал хӑпарса тухиччен ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кайнлӑк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Альберт Германович Кузьмин пуҫарнипе тата тӑрӑшнипе ял хуҫалӑхӗнче палӑрнӑ ҫынсене халалласа «Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлесе хисепе тивӗҫнӗ» стенд йӗркелерӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫченлӗх хисепре ялан // А.Ефремова. http://kasalen.ru/2022/10/18/c%d1%87%d0% ... %b0%d0%bd/

Акӑ, «Ҫӗр тата ҫынсем» халӑх музейӗн заведующийӗ Алена Полякова пуҫарнипе маттур аннесем, асаннесем ҫак пархатарлӑ ӗҫе хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Салтаксене – парне // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/10/21/%d1%81%d0%b ... %bd%d0%b5/

Чӑваш наци музейӗ тата Хӗрарӑмсен канашӗ пуҫарнипе «Салтаксене сӑмса тутри парнеле» акципе килӗшӳллӗн мобилизацие лекнисем валли районти хӗрарӑмсем-аннесем сӑмса тутри тӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑра та, юлташӑрсене те упрӑр // А.Мариян. http://kasalen.ru/2022/10/21/%d0%bc/

Районти райпо лавккинче ӗҫлекен сутуҫӑ пуҫарнипе «Ырӑ Кооп» акци йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхра пӗр-пӗрне ялан пулӑшар! // Екатерина Чертынова. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d0%b9%d1% ... %b0%d1%80/

Уяв ырӑ хыпарпа малалла тӑсӑлчӗ: Энӗшпуҫ ял тӑрӑхӗн депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗсем, «Единая Россия» политика партийӗн вырӑнти уйрӑмӗ пуҫарнипе Тинӗс Ҫар Флочӗн майорне Анатолий Григорьевич Воронина «Хуруй ялӗн Хисеплӗ гражданинӗ» ят пама йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс Ҫар Флочӗ – Раҫҫей хӑватлӑхӗн символӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9680-tin-s-c ... h-n-simvol

Ҫак эрнере Йӑлкӑш ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем Элӗкри муниципаллӑ округ депутачӗ Альбина Борисова пуҫарнипе ятарлӑ счет ҫине 107 850 тенкӗ укҫа хывнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш халӑхӗ нимелле ӗҫлет // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/chavash-xalaxe-ni ... eclet.html

Вӑл пуҫарнипе Хусанти чӑваш студенчӗсем, Эльгеевшӑн хута кӗрсе, кӗпӗрнаттӑр патне петиципе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех