Шырав
Шырав ĕçĕ:
10. Кӗтӳҫӗсен ушкӑнӗ Манӑн иҫӗм пахчине тустарса пӗтерчӗ, Манӑн ҫӗр лаптӑкне таптарӗ; Манӑн юратнӑ ҫӗр лаптӑкне ишӗлчӗк купипе пушхир туса хӑварчӗ; 11. ӑна пушхире кӑларчӗ, юхӑннӑскер, вӑл Ман умӑмра макӑрать; пӗтӗм ҫӗр ҫаралса юлнӑ, ӗнтӗ ҫакӑншӑн хуйхӑракан та ҫук.
Иер 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ун ҫине ҫамрӑк арӑслансем ӳхӗрме тытӑнчӗҫ, хӑрлатаҫҫӗ вӗсем, ӗнтӗ унӑн ҫӗрне пушхире кӑларчӗҫ; хулисене ҫунтарса ячӗҫ, ҫынсӑр хӑварчӗҫ.
Иер 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ун чухне ҫакӑ пушхире сут ҫитӗ, тулӑх ҫӗрлӗ хирте тӳрӗ сут тӑрӗ.16. Тогда суд водворится в этой пустыне, и правосудие будет пребывать на плодоносном поле.
Ис 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16-17. Сана куракансем сана тӗсесех пӑхаҫҫӗ, сан ҫинчен ҫапла шухӑшлаҫҫӗ: «ҫӗре чӗтретнӗ, патшалӑхсене кисретнӗ, тӗнчене пушхире кӑларнӑ, унӑн хулисене аркатнӑ, тыткӑнри ҫыннисене киле яман этем ҫакӑ-ши вӑл?» тееҫҫӗ.
Ис 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫурҫӗр енчен сивӗ ҫил вӗрет те — шывран пӑр пулать: пӗтӗм шыв-шура пӑр илет, шыв хурҫӑ тумтир тумланнӑ евӗр курӑнать; 23. кӑнтӑр ҫилӗ сӑрт-тусене ҫиет, пушхире ҫунтарать, курӑка вут-ҫулӑм пек ӗнтсе хӑварать.
Сир 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа сасси пушхире чӗтрентерет; Ҫӳлхуҫа Кадес пушхирне чӗтрентерет.8. Глас Господа потрясает пустыню; потрясает Господь пустыню Кадес.
Пс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Хӑйсен ҫулӗнчен пӑрӑнаҫҫӗ вӗсем, пушхире ҫитеҫҫӗ те ҫухалаҫҫӗ: 19. вӗсем ҫине Фема ҫулӗсем пӑхаҫҫӗ, вӗсене Савея ҫулӗсем шанаҫҫӗ, 20. анчах вӗсен шанчӑкӗ кӑлӑхах-мӗн: унта пыраҫҫӗ те — аптӑраса ӳкеҫҫӗ.
Иов 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Давид патне пушхире, хӳтӗлӗх вырӑна, ун енне куҫнӑ Гад ҫыннисем те пынӑ, вӗсем вӑрҫа хастар, хӑюллӑ, вӑрҫӑ кӑралӗпе — хулканпа та сӑнӑпа — авӑрланнӑ паттӑр ҫынсем пулнӑ; сӑнӗ-пичӗ вӗсен — арӑсланӑнни пек, вӗсем — хир качаки пек вичкӗн.
1 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Саул Иесимонран сылтӑмарах, Гахила сӑрчӗ ҫинче, ҫул хӗрринче, чарӑнса тӑнӑ; Давид ун чухне пушхирте пулнӑ, вӑл хӑй хыҫҫӑн ҫак пушхире Саул ҫитнине асӑрханӑ; 4. Давид йӗрлевҫӗсем янӑ та Саул чӑнах та [Кеильрен] килнине пӗлнӗ.
1 Пат 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. [Чӗрӗ юлнисем,] ултҫӗр ҫын, пушхире, Риммон ту хысакӗ патне, тарса кайнӑ, ҫавӑнта, Риммон чул ту хушӑкӗнче, тӑватӑ уйӑх пытанса пурӑннӑ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7-8. Иордан шывӗн ку енче анӑҫалла выртакан, Ливан айлӑмӗнчи Ваал-Гад патӗнчен пуҫласа Сеир патнелле тӑсӑлакан Халак тӑвӗ патне ҫитиччен сарӑлса выртакан [аморрейсен] ҫӗрӗн патшисене Иисуспа Израиль ывӑлӗсем вӗлерсе пӗтернӗ те вӗсен пӗтӗм ҫӗрне — сӑртлӑхӗсене, айлӑмӗсене, тӳремлӗхне, ту тайлӑмӗсене, пушхире, кӑнтӑрти ҫӗре, хетсен, аморрейсен, ханаансен, ферезейсен, евейсен, иевусейсен ҫӗрӗсене — Израиль ывӑлӗсене еткерлӗхе валеҫсе панӑ; ҫав ҫӗрсене тытса тӑнӑ аморрейсен патшисем ҫаксем пулнӑ: 9. пӗр Иерихон патши, Вефиль ҫывӑхӗнчи пӗр Гай патши, 10. пӗр Иерусалим патши, пӗр Хеврон патши, 11. пӗр Иармуф патши, пӗр Лахис патши, 12. пӗр Еглон патши, пӗр Газер патши, 13. пӗр Давир патши, пӗр Гадер патши, 14. пӗр Хорма патши, пӗр Арад патши, 15. пӗр Ливна патши, пӗр Одоллам патши, 16. пӗр Макед патши, пӗр Вефиль патши, 17. пӗр Таппуах патши, пӗр Хефер патши, 18. пӗр Афек патши, пӗр Шарон патши, 19. пӗр Мадон патши, пӗр Асор патши, 20. пӗр Шимрон-Мерон патши, пӗр Ахсаф патши, 21. пӗр Фаанах патши, пӗр Мегиддон патши, 22. пӗр Кедес патши, Кармил ҫывӑхӗнчи пӗр Иокнеам патши, 23. Нафаф-Дор патӗнчи пӗр Дор патши, Галгалри пӗр Гоим патши, 24. пӗр Фирца патши.
Нав 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эпир каялла ҫаврӑнтӑмӑр та, хама Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, пушхире Хӗрлӗ тинӗс патнелле тухса кайрӑмӑр, Сеир тӑвӗ йӗри-тавра чылай вӑхӑт ҫӳрерӗмӗр.
Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Сирӗншӗн Ҫӳлхуҫа мана та ҫилленчӗ: унта эсӗ те кӗреймӗн, терӗ; 38. сан ҫумӑнти Иисус, Нав ывӑлӗ, ҫавӑ кӗрӗ унта; ҫавна тӗреклӗлет, Израиль халӑхне хӑйӗн ҫӗрне еткерлӗхе илме вӑл ертсе кӗрӗ; 39. сирӗн ачӑрсем, хӑвӑр «вӗсем тӑшман аллине лекӗҫ» тенӗ ачӑрсем, тата сирӗн халӗ ырра та, усала та пӗлмен ывӑлӑрсем кӗрӗҫ унта, ҫав ҫӗре вӗсене паратӑп, ӑна вӗсем йышӑнӗҫ; 40. эсир вара каялла ҫаврӑнӑр та Хӗрлӗ тинӗс еннелле выртакан ҫулпа пушхире кайӑр, терӗ.
Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Гахирофран кайсассӑн, тинӗс варрипе каҫса пушхире ҫитнӗ, вара виҫӗ кун хушши Ефам пушхирӗпе пынӑ, кайран Мерра текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
Йыш 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Турӑран пӑрӑнсассӑн, Вӑл Израиль ывӑлӗсене каллех пушхире хӑварӗ, ҫапла эсир пӗтӗм халӑха пӗтеретӗр, тенӗ.15. Если вы отвратитесь от Него, то Он опять оставит его в пустыне, и вы погубите весь народ сей.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Анчах та Сигон Израиль халӑхне хӑйӗн ҫӗрӗ урлӑ каҫарса яма килӗшмен; вӑл, хӑйӗн пӗтӗм халӑхне пухса, Израиле хирӗҫ пушхире вӑрҫӑпа тухнӑ, Иааца патне ҫитсе, Израильпе ҫапӑҫнӑ.
Йыш 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Унта халӑх валли шыв пулман, ҫавӑнпа вӗсем Моисейпе Аарона хирӗҫ тӑнӑ; 3. халӑх Моисее ӳпкелесе каланӑ: ах, ҫавӑн чухне, тӑванӑмӑрсем Ҫӳлхуҫа умӗнче вилсе выртнӑ чухне, пирӗн те вилмеллеччӗ! 4. мӗншӗн эсир Ҫӳлхуҫа халӑхне ҫак пушхире илсе килтӗр, пирӗн тата хамӑр выльӑх-чӗрлӗхӗн ҫакӑнта пӗтмелле-и? 5. мӗншӗн эсир пире Египетран ертсе тухрӑр, ҫак юрӑхсӑр вырӑна илсе килме-и? кунта акма юрӑхлӑ ҫӗр те ҫук, кунта смоква йывӑҫӗ те, иҫӗм ҫырли те, нар улми те ҫук, ӗҫмелли шывӗ те пулин ҫук! тенӗ.
Йыш 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вӗсене кала: Ҫӳлхуҫа: Эпӗ пур, тет, эсир Мана илтӗнмелле мӗн каларӑр, Эпӗ сире ҫапла тӑвӑп; 29. сирӗн ӳтӗрсем ҫак пушхирте выртса юлӗҫ; эсир, шута кӗнисем, шутласа тухсассӑн мӗн чухлӗ пулнӑ, ҫавсем пурте, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, Мана ӳпкелекенсем, 30. Эпӗ аллӑма ҫӗклесе сире вырӑнаҫтарма тупа тунӑ ҫӗре эсир Иефонния ывӑлӗ Халевсӑр пуҫне, Нав ывӑлӗ Иисуссӑр пуҫне пӗри те кӗреймӗр; 31. ачӑрсем ҫинчен эсир: вӗсем тӑшман тупӑшӗ пулӗҫ, терӗр; Эпӗ вӗсене ҫав ҫӗре илсе кӗрӗп, вӗсем эсир тиркенӗ ҫӗре курӗҫ, 32. сирӗн виллӗрсем вара ҫак пушхире выртса юлӗҫ; 33. эсир асса пурӑннӑ пирки сирӗн ывӑлӑрсем пушхирте хӗрӗх ҫул хушши вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрӗҫ, сирӗн ӳтӗрсем пушхирте ӳксе пӗтиччен хаса курӗҫ; 34. хӑвӑр ҫӗр пӑхса ҫӳренӗ хӗрӗх кун шучӗ тӑрӑх, эсир хӑвӑр ҫылӑхӑрсемшӗн хӗрӗх ҫул хаса куратӑр, пӗр куншӑн ҫулталӑк хаса куратӑр, вара Эпӗ пӑрахсассӑн мӗн пуласса ӑнласа илетӗр.
Йыш 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вара Ҫӳлхуҫа [Моисее] каланӑ: санӑн сӑмахушӑн каҫаратӑп; 21. Эпӗ пур, [Манӑн ятӑм та яланах пур,] пӗтӗм ҫӗр Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗпе тулнӑ: 22. Манӑн мухтавлӑхӑма, Манӑн Египетра тата пушхирте тунӑ паллӑмсене курнисем, Мана ӗнтӗ вунӑ хут сӑнанисем, Манӑн сӑмахӑма итлеменнисем 23. Эпӗ тупа туса хӑйсен ашшӗсене пама пулнӑ ҫӗре пӗри те кураймӗ; [ҫак ҫӗре вӗсен ачисене ҫеҫ — ҫакӑнта Манпа пӗрле тӑракансене, мӗн ыррине, мӗн усаллине пӗлменскерсене, пӗтӗм пӗчӗк ачана, нимӗн те ӑнланманскерсене ҫеҫ — парӑп,] Мана тарӑхтаракансем вӑл ҫӗре пӗри те кураймӗҫ; 24. Хамӑн Халев чурама вара хӑй ӑшӗнче урӑх шухӑш тытманшӑн, Мана пӗтӗмпех итлесе тӑнӑшӑн хӑй кайса килнӗ ҫӗре илсе кӗрӗп, ку ҫӗре унӑн вӑрлӑхӗ еткерлӗхе илӗ; 25. амаликсемпе ханаансем айлӑмра пурӑнаҫҫӗ; ыран каялла ҫаврӑнӑр та пушхире Хӗрлӗ тинӗс енне кайӑр, тенӗ.
Йыш 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Сӑваплӑ вырӑна, пуху чатӑрне тата парне вырӑнне тасатас йӗркене туса ҫитерсессӗн [тата священниксене тасатсассӑн], вӑл чӗрӗ качака таки илсе пырӗ, 21. Аарон хӑйӗн икӗ аллине чӗрӗ качака таки пуҫӗ ҫине хурӗ те ун тӗлӗнче Израиль ывӑлӗсен мӗнпур йӗркесӗрлӗхне, вӗсен мӗнпур усал ӗҫне, вӗсен мӗнпур ҫылӑхне каласа асӑнӗ, ҫавсене качака таки пуҫӗ ҫине хурӗ те ӑна ятарласа чӗнтернӗ ҫынпа пушхире кӑларса ярӗ: 22. качака таки вара вӗсен мӗнпур йӗркесӗрлӗхне хӑй ҫинче ҫын ҫӳремен ҫӗре илсе кайӗ; ҫав ҫынни качака такине пушхире ярса хӑварӗ.
Лев 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.