Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пушатрӗ (тĕпĕ: пушат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кра-а-анк? — пӗтӗм кӑкӑрне валт! сиктерсе, ҫӑварне мӗнпур таран карса, кранклатрӗ, ӑшри кӳренӗвне пушатрӗ «кайӑксен патши».

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Вӑл, хӑвӑртрах пӳлӗме кӗрсе, сысна ҫурисем валли хатӗрленӗ апата валашкана пушатрӗ, чӑххисене сарайӗнчи михӗрен тулӑ илсе ҫӗре сапса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Тӗттӗмре вӑл хӗскевӗн хурҫӑ хыпкӑчне хыпашласа тупрӗ те ӑна аллипе ҫавӑрса пушатрӗ, вара каллех Прелл сӗтелӗ патне таврӑнчӗ.

Пошарив в темноте, он нащупал губки тисков и, развинтив их, вернулся па место.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пӗр тӑхтаса тӑмасӑрах кӗленчери эрехне витрене пушатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 32–36 с.

Федор Павлов тек чӑтса лараймарӗ, шӑппӑн тӑрса, кӑвак пиншакне хывса пукан хыҫӗ ҫине ҫакрӗ, шурӑ кӗпе ҫийӗн тирпейлӗ ҫыхнӑ кӑвак галстукне пушатрӗ, кӗпе ҫухине вӗҫертсе ячӗ, вара хӑйпе пӗрле илсе килнӗ сӗрме купӑсне алла тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫтаппан, вӑйран сулӑннӑ пек пулса, чӑмӑрне пушатрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑм пӑркӑчланине кӑштах пушатрӗ:

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аслӑ урампа кайса пус хапхинчен тухсан, Якур тилхепине татах пушатрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хапха уҫӑлсан, Якур тилхепене кӑшт пушатрӗ, урхамах вӗҫсе каяс пек малалла ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тарье ывӑлӗ сӑмахӗсене тимлӗ итлерӗ, мӑйне пӑвса ҫыхнӑ шаль вӗҫӗсене пушатрӗ, сылтӑм аллине чӑмӑртаса ҫӳлелле ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Мӑрса тутанса-туса тӑмасӑр куркана пушатрӗ те, нимӗн чухлӗ те хӑрамастӑп эп санран тенӗ пек, Кӗркке ҫумнерех куҫса ларчӗ, ӑна хул пуҫҫинчен ыталаса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Михапар куркине пушатрӗ.

— Михабар разом опрокинул ковш, крякнул.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Янтул Хветле пӳртне чупса кӗчӗ те аллинчи тутӑрпа чӑркенӗ сысна пӗҫҫине сӗтел ҫине хучӗ, кӗсйине кӑмака умне урайне пушатрӗ те, «халь ман вӑхӑт ҫук-ха, каярахпа килӗп» тесе урамалла вирхӗнчӗ, ял вӗҫнелле… васкамасӑр утрӗ.

И он решил перехитрить сторожа. Вихрем ворвался в дом Феклы, выложил на стол свиной огузок, прямо на мол высыпал возле печки картошку из кармана и, бросив на ходу: «Зайду попозже, сейчас терплюсь», так же вихрем вынесся из избы и… неторопливо зашагал по улице в конец деревни.

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл пӗрре шурса-кӑвакарса, тепре хӗрелсе кайрӗ, макӑрма хӑтланнӑ пек тутине пӑрчӗ, кӗпе ҫухине пушатрӗ

Лицо его то белело, то пунцовело, губы дергались, будто в плаче; он рывком расстегнул ворот рубахи.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӗтерне Ятманран уйрӑлсан лав ҫинчи мӗнпур япалине пушатрӗ те лашине леҫме тесе колхоз картишнелле ҫул тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку сӑмахсем хыҫҫӑн князь чӗлпӗрне пушатрӗ те, ун лаши чӗвен тӑнӑ пек ҫӳлелле ҫӗкленсе илсе сиккипе малалла вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫуррине кружкӑна пушатрӗ те ҫавӑрса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вара банкӑри тушонкӑна пысӑкрах турилкке ҫине пушатрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫапла вӗт, тусӑмсем! — хӑй аллинчи эрех черккине пушатрӗ Романов.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӳчӗпе ӑсне-тӑнне силлекен хӑнӑхман шӗвеке ӗҫнӗрен хӗрелсе Джесси стакана ҫав тери телейлӗн, ҫирӗппӗн пушатрӗ — чыхӑнса та каймарӗ.

С твердостью, хотя покраснев от непривычного питья, сотрясающего тело и разум, Джесси осушила стакан так счастливо, что даже не поперхнулась.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех