Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пушанса (тĕпĕ: пушан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Чӑнах та пулчӗ ун пекки, пӗтӗмпех ответсӑрлӑхра пулса иртетчӗ, перекет кӗнекисем пушанса юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Элимесӗр пӳлӗм пушанса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ӑш-чикӗ пушанса юлчӗ Камайӑн, вӑл сӳрӗкленчӗ, пурнӑҫра ӑна нимӗн те кӑсӑклантарма пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Пурнӑҫ, каламасӑрах паллӑ, шутсӑрах тӗрӗс япала: киввине, ӗмӗрӗн хутаҫҫи пушанса ҫитнине, урӑххипе вӑхӑтра ылмаштарать.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ун чунӗнче, шанӑҫ тӳрре тухманран, сасартӑк пушанса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ваҫукӑн чунӗ каллех пушанса кайнӑ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Пушанса юлнӑ пӳртре амӑшӗн сӑнӳкерчӗкӗ ҫакӑнса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Тен, пушанса юлнӑ ҫурт стени ҫинче, вилнӗ амӑшӗн пӗртен-пӗр сӑнӳкерчӗкӗпе юнашар, тӑлӑха юлнӑ сӗрме купӑс ҫакӑнса тӑрать пуль?

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Тӗлӗнмелле пулин те, Светлана капитан тухса кайсан пӳрт пушанса юлнине туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вӑл яла таврӑннӑ тӗле колхоз панкрута тухнипе пӗрех пулнӑ, ҫурт пушанса юлнӑ.

К тому времени как она вернулась в село, колхоз почти обанкротился, терем пустовал.

«Мӗн те пулин улӑштармаллах» — ялти вӗрентекен юхӑнакан ҫурта юсама пикеннӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6442.html

1941 ҫул хыҫҫӑн хулан темиҫе кварталӗ пушанса юлнӑ — унта пурӑнакансене пурне те вилӗм лагерӗсене ӑсатнӑ пулнӑ.

После 1941 года целые кварталы города обезлюдели, так как их обитатели были направлены в лагеря смерти.

Альтона // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%BB%D ... 0%BD%D0%B0

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Уйрӑмах кӗркунне, хирти тырӑсене пуҫтарса кӗрсен, шыв арманӗ халӑхран пушанса тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Татах пӗр ҫыннине ҫухатрӗ тӑван ял, тӑван ҫемьери сӗтел хушшинче пӗр вырӑн пушанса юлчӗ, хуҫисӗр юлчӗ вӑхӑтлӑха тесе арчана пуҫтарса хунӑ ҫи-пуҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Халиччен хурт вӗлли пек сӗрлесе ларнӑ Мерчӗк йӑлтах пушанса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Унтан Гладышев пушанса юлнӑ миххине тӳрлетсе якатрӗ те ӑна скатерть вырӑнне сарса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Лагерьсем кашни кунах пушанса пыраҫҫӗ, часах акӑ вӗсем пуҫӗпех те хупӑнаҫҫӗ пулӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл пушанса юлнӑ пляжра нумайччен ҫав пӗртен пӗр шухӑшпа ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Айдар каланӑ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшӗсен ҫурчӗ тахҫанах пушанса юлнӑ, анчах вӗсем кашни ҫулах унта ҫӗрулми лартаҫҫӗ, ҫавӑнпа ҫуллахи тапхӑрта ҫемье час-часах унта пулать.

Куҫарса пулӑш

Чӑн-чӑн арҫын ӗҫӗ // Лейла ГУМЕРОВА. https://sutasul.ru/news/pulsa-irtni/2023 ... yn-3401972

Ял хуҫалӑх предприятийӗсен хирӗсем тырпултан пушанса пыраҫҫӗ, пӳлмесем таса тырӑпа тулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӳлмесем тырӑпа тулаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/14/%d0%bf%d3%b ... %ab%d3%97/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех