Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пухӑнать (тĕпĕ: пухӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ҫуртсемпе хуралтӑсем ҫывӑхӗнче, автотранспорт стоянкисенче, кил картисемпе тротуарсем ҫинче пухӑнать, ҫӑмӑллӑн хыпса илет те пысӑк лаптӑк ҫинче хӑвӑрт сарӑлать.

Куҫарса пулӑш

Ашкӑнсан инкек тухать... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10811-as ... kek-tukhat

Халӑх пухӑннӑҫемӗн пухӑнать.

Куҫарса пулӑш

Кантуртисем килни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ӑна хирӗҫ никам та тӑрайман, Халӑх пухӑнать те, ҫӗлене ҫӗнтерекен паттӑра шырама пӗр ӑслӑ ватӑ ҫынна яраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫул ансӑрланнӑ ҫӗрте ҫынсен юхӑмӗ ҫырма пек кукӑр-макӑрланса тем тӑршшӗ тӑсӑлса каять, сарлакарах ҫӗрте пӗр ҫӗре пухӑнать.

Там, где дорога сужается, людской поток, растягиваясь, извивается подобно речке; в широких местах люди снова сбиваются в плотное стадо.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Арҫын туйӗ пухӑнать, Хушӑлкана каяс тет; Кунта туя турӑмӑр, Ӗнтӗ киле тарас тет.

Куҫарса пулӑш

Икӗ туй // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ҫурӑмпуҫӗ шурсанах Туй халӑхӗ пухӑнать.

Куҫарса пулӑш

Тарни // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Тен, эс сумламӗн, Шыв пухӑнать тумлам-тумламӑн, Ейӳ пулать те — вӑйланать, Вӑл пӗвене татса каять» «Мӗн ку?»

Куҫарса пулӑш

XXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Халӑх пухӑннӑҫемӗн пухӑнать, ҫынсем тӗрткелешсе ушкӑн варрине тухма тӑрӑшаҫҫӗ, комисси членӗсем тем пек каялла чакарсан та, кӗрешме хӑварнӑ вырӑн пӗчӗкленсех пырать.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Вӑрлӑхӗ вӑл кӗркунне ытлашшипех пухӑнать, — терӗ Липа.

Куҫарса пулӑш

ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Канмалли кунсенче, уявсенче ҫемье пӗрле пухӑнать.

Куҫарса пулӑш

Сиреньпе упа шанкри чечек ҫыххи илемӗ мӑшӑр асӗнче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/sirenpe-upa-shank ... enche.html

Планетӑсем ӑнӑҫлӑ вырнаҫнӑран сирӗн вӑй нумай пухӑнать, унпа эсир ыттисемпе те пайланатӑр.

Благодаря аспектам планет у вас появится масса сил и энергии, которыми вы будете с радостью делиться с окружающими.

14-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Этем кирлӗ вӑхӑтра ӳт-пӳ вӑйне ура тупанне куҫарма вӗренсен, ура тупанӗнче ҫӗнтереймен вӑй пухӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Шансах тӑратӑп: вӑл кубрика пуҫ касансемпе тултарса лартнӑ та ӗнтӗ, вӗсене куҫ хӗсмелле ҫеҫ — самантранах легион пухӑнать.

Уверен, что он уже набил кубрик головорезами, которым только мигни, как их явится легион.

VIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Чӗри чирлӗ, ыран вара ик ҫӗр ҫын пухӑнать, ытларах пулмасан.

— Сердце с пороком, а завтра соберется двести человек, если не больше.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

1. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ пӗрремӗш ларӑва, Чӑваш Республикин унчченхи суйлаври Патшалӑх Канашӗн Председателӗ кӑларнӑ хушу тӑрӑх, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне суйланӑ кунран шутласа икӗ эрнерен кая юлмасӑр пухӑнать, унӑн йышӗнче депутатсен палӑртнӑ пӗтӗм хисепӗн иккӗ виҫҫӗмӗш пайӗнчен кая мар пулмалла.

1. Государственный Совет Чувашской Республики собирается на первое заседание по распоряжению Председателя Государственного Совета Чувашской Республики предыдущего созыва не позднее чем через две недели со дня избрания Государственного Совета Чувашской Республики в составе не менее двух третей от установленного числа депутатов.

Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije

Ыйхӑм вӗҫрӗ; шуйттанла туртас килет тата… пӗлетӗр-и… э-э… табак ҫук чухне ҫӑварта сурчӑк нумай пухӑнать, сурса пӗтерейместӗн.

Не спится; чертовски хотелось курить и… знаете, это… когда табаку нет, столько слюны во рту, что не наплюешься.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Пылӗ, чӑн та, самай пухӑнать пулас кунта, анчах ӑна сутмашкӑн ҫулсӑр-мӗнсӗр таҫта ҫити турттармалла-ҫке.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мужик алана акӑ ҫакӑн пек ҫавӑркаласа силлет те, лайӑх пӗрчисем ала витӗр тухаҫҫӗ, пӗтӗм ҫӳппи-ҫаппи ҫиеле пухӑнать, — вӑл ӑна пуҫтарса илсе ывӑтать…

И вот этак вот мужик сито вертит и встряхивает: ядреное зерно сеется, мусор весь наверху, — он его долой…

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Майӑн пӗрремӗшӗнче — ирхине ирех — Каменская станици ҫывӑхӗнчи чи малти окопсем патӗнче, тӗтреллӗ ҫеҫен хирте митинг пухӑнать.

Рано утром, — это был день Первого мая, — в затуманенной степи на линии передовых окопов под Каменской, собрался митинг.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ҫав кунах каҫалапа — Центральный комитет кунне виҫҫӗмӗш хут пухӑнать.

Вечером того же дня — третий раз за эти сутки — собрался Центральный комитет.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех