Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пухма (тĕпĕ: пух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уксӑма Микихвӗрпе Якур амӑшӗсем вӗрентнӗ пек тирпейлӗн пухма тӑрӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Пирӗн пуласлӑх» лапамӗнче вӗрентӳ учрежденийӗсем тӗрлӗ профессипе ӑс пухма сӗнӗҫ».

Куҫарса пулӑш

Ярмӑркка пӗр тӗвве пухӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60699

Канмалли кунсенче канӑр, тӑкакланӑ вӑя пухма тӑрӑшӑр.

В выходные отдохните и постарайтесь восстановить потраченные силы.

15-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Лидер пулма ӑнтӑлни, йӗркелӳ ӗҫне тума пултарни – ҫаксем сире пӗр шухӑшлисене хӑвӑр тавра пухма пулӑшӗҫ.

Стремление к лидерству и блестящие организаторские способности — вот что поможет собрать вокруг себя единомышленников.

13-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Укаслупа Алюнов хӑйсен ҫыннисемпе патька-патша хушнӑ пек Атӑлӑн сулахай ҫыранӗпе кӑшт ҫурҫӗрелле кайса пӑхма, хресченсен аташса ҫӳрекен ушкӑнӗсене пухма шутларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗвел анса ларнӑ тӗле вӑл малалла мӗнле ӗҫсем пуҫласа ямаллине, ӑҫталла каймаллине шухӑшласа йӗркелерӗ, ҫарпуҫӗсене хушусем пама тытӑнчӗ: пӗрне пысӑках мар ушкӑнпа ҫурҫӗрелле кайса, Урал енне тухма тӑрӑшакансене пухма хушрӗ, теприне Чархула тӗлӗнчен каҫнӑ пӑлхавҫӑсене хӑй патне ертсе килме, виҫҫӗмӗшне каялла Атӑл хӗрринелле сыхлануллӑн кӑна кайса ҫаврӑнма каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑнпа хулари мӗн пур укҫана пухма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

8 ҫулта Иван Кокшин Кивӗ Сӗнтӗрти тулли мар вӑтам шкулта ӑс пухма пикеннӗ, 1935 ҫулта шкул пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Партизан пулса фашистсемпе кӗрешнӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d0%bf%d0%b ... %bd%d3%97/

Вӗсене Елена Максимовна выльӑхсене валли курӑк пухма кӑна илсе ҫӳрекелерӗ.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

«Хайхисене пухма килеймен-ха. Килсе ҫитсен, тавралӑха кутӑн-пуҫӑн ҫавӑрӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Ывӑлӑм, — терӗ амӑшӗ, — эпӗ вӑрмана хӑрӑк-харӑк турат пухма каятӑп, котелока ак ҫак чул ҫумне лартса хӑваратӑп.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ара, иртнӗ ҫул атте мана утӑ пухма илсе кайнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тулли мар мобилизаципе ҫара кайнисене пулӑшассипе муниципаллӑ округӑн хастар ҫамрӑкӗсем те 800 пин тенкӗытла пухма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшасси - пирӗн тивӗҫ // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11717 ... ir-n-tiv-c

Ҫамрӑксене тулли мар мобилизаципе ҫара илсе кайма ят тухсан хӗрлӗчутайсем салтаксене ҫи-пуҫпа, кирлӗ хатӗрсемпе, апат-ҫимӗҫпе пулӑшас тӗллевпе укҫа-тенкӗ пухма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшасси - пирӗн тивӗҫ // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11717 ... ir-n-tiv-c

— Ахаль мар пуль ҫав: «Мул пухма хурчка чӗреллӗ ҫын кирлӗ», — теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Казахстанра ҫеҫен ҫӗрсене ӗмӗрхи ыйхӑран «вӑратса-пӑлхатса пӗтӗлентерме», тухӑҫлӑ тыр-пул ҫитӗнтерсе, ҫӗршыв пӳлмине тӳпеми пухма пуҫласан ҫеҫ (ку ӗҫ фронтӗнче вара Ула Тимӗрӗн аслӑрах ҫулхи тус-юлташӗсем, пайташӗсем паттӑра тухрӗҫ, йӑлтӑр-йӑлтӑр орденсемпе медальсене те тивӗҫрӗҫ) ял ҫыннин сӗтелӗ ҫинче ҫӑкӑр-тӑвар, им-сим татӑлман пурнӑҫ ҫаврӑнса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗсенчен аяларах пӗчӗк варинккесем ҫапнӑ: ҫу кунӗсенче каснӑ йӗрсем тӑрӑх пыл пек йӑлтӑртатса юхакан сухӑр (канифоль тата сӑркӑч чӗртаварӗ) пухма.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Елчӗке вӑй-хал пухма, хавхалану илме килтӗмӗр», - шӑпах ҫак сӑмахсемпе уҫрӗ «Хыпар» Издательство ҫурчӗн тӗп редакторӗн заместителӗ Арсений Тарасов Елчӗк районӗнче вулакансемпе йӗркеленӗ тӗлпулӑва.

Куҫарса пулӑш

Елчӗк районӗ - чӑвашлӑх утравӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.

Ку сире лӑпланма, ҫӗнӗ вӑй пухма пулӑшӗ.

Всё это поможет вам расслабиться и с новыми силами взяться за дела.

8-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Унчченхи уйӑхсенче тӑкакланӑ вӑй ҫӗнӗрен пухма ӑнӑҫлӑ тапхӑр.

Период весьма благоприятен для компенсации утраченной энергии в предыдущих месяцах.

7-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех