Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

путеке сăмах пирĕн базăра пур.
путеке (тĕпĕ: путеке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗр, путеке ҫаплах кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртаса тытса, алӑк патӗнчи путмар патне утса пычӗ те васкамасӑр ун ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Енчен те эп путеке алла тытрӑм пулсан, миҫе пулать?

Куҫарса пулӑш

Кӗскен // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 43–44 с.

— Кашкӑрпа путеке пӗр витене хупсан, унта миҫе пуҫ пулать?

Куҫарса пулӑш

Кӗскен // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 43–44 с.

Урӑлманкин Трофима сисмесӗрех чӗре уҫҫи вырӑнне картса татах та тӗреклӗрех, шухӑрах, чӑрсӑртарах тӑвасшӑн пулнӑ, ҫав тӗллевпе путеке айкашма, ал лаппипе ҫамкинчен шаплаттарсах сӗкме, катаран чупса пырса тӑрслаттарма вӗрентнӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Вилӗмрен ҫӑлнӑ тесе, манпа хуҫаланасшӑн эсӗ, мана путеке ҫавӑтнӑ пек ҫавӑтса ҫӳресшӗн.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Виҫӗ каччӑ, виҫӗ кашкӑр путеке тытнӑ пек, ярса илчӗҫ Анука.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ан тив, пӗр ят тӳпин ути икӗ лав ҫеҫ лектӗр, пурӗпӗр унпала кӑҫалхи пӑрӑва е виҫӗ путеке хӗл каҫарма пулать.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Палаткӑсем ҫумӗнче чӗрӗ пулӑсемлӗ пӗчӗк пӗве те пур, кӑкарнӑ путеке те, сӑпкари ачана та, ҫава туптакана та, шӑхлич калакана та… курма май пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуйӗ кӗр! кӗрлерӗ – Ҫӗр ҫыннин ятне ҫӗклерӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10857-ak ... tne-c-kler

Сурӑхпа путеке урамран хӑваласа кӗртрӗм, вӗсене шӑвартӑм, картана хупрӑм.

Куҫарса пулӑш

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вилӗсене асӑнса пир хутласа хутӑмӑр, киремете те укҫа тухса пӑрахрӑмӑр, тӳркӗллине асӑнса усрас путеке пусса чӳклерӗмӗр — ним усси те пулаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ путеке аса илсе питӗ хурлантӑм.

Куҫарса пулӑш

Куҫ пӑсӑлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Путеке хурана пӗтӗмпех ярса пӗҫернӗ, терӗ аппа.

Куҫарса пулӑш

Куҫ пӑсӑлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ, путеке шырамасӑрах, Наҫтиҫ аппа юрланине итлес мар тесе, килелле чупрӑм.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗррехинче эпӗ путеке ҫӑкӑр татӑкӗпе илӗртсе пыратӑп.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тӑлӑх пыччи кӗтӳрен киле таврӑна пӗлместчӗ, ҫавӑнпа куллен путеке хӑваласа килме кӗтӗве хирӗҫ тухаттӑм.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗр-пӗр тӗттӗм кӗтесре урапа ҫине ҫӗклесе хурӗҫ те, кашкӑр ҫӑвӑр путеке йӑтса кайнӑ пек, таҫта вӑрман варрине турттарса кайӗҫ.

Куҫарса пулӑш

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кукамӑшӗ картишӗнчен икӗ шӗвӗркке путеке пӳрте илсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Акӑ мана, путеке, пусма-чӳклеме хучӗҫ те.

Тотчас произошло заклание.

XI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Аттепе анне Грильдрига мана пама сӑмах пачӗҫ, анчах халӗ вӗсем мана пӗлтӗр путеке парне паранҫи тунӑ чухнехи пекех тӑвассине куратӑп: путекӗ самӑрӑлса ҫитсен, вӗсем ӑна ашпа сутӑ тӑвакана сутса ячӗҫ, — терӗ.

«Папа и мама, — сказала она, — обещали подарить мне Грильдрига, но теперь я вижу, что они хотят поступить так же, как в прошлом году, когда подарили мне ягненка: как только он отъелся, его продали мяснику».

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Кашкӑр ҫурса тӑкрӗ те ҫисе ячӗ мӗскӗн путеке.

И волк задрал и съел бедного ягненка.

Кашкӑрпа путек ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех