Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пусмӑрласа (тĕпĕ: пусмӑрла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тилли халӑх йӑлипе хӑй миҫе ҫул пурӑнасса куккукран ыйтанҫи пулать, ҫав вӑхӑтрах куккука ӗненмест, хӑйне ҫеҫ шанать, куккука ӗненес пулсан та вӑл ҫакна аван чухлать: тӗнчере никам та икӗ ӗмӗр пурӑнса курман, икӗ ӗмӗр пурӑнма май пулсан, «ырӑ улпутсем» нихҫан та вилмӗччӗҫ, халӑха пусмӑрласа пурӑнӗччӗҫ те пурӑнӗччӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Тен, халӗ ӗнтӗ ларёк кӑна та мар-и, — халӗ санӑн Горяевӑн опыт пур вӗт-ха, — тен, пӗр-пӗр магазина е хваттере ҫаратма, е иртен-ҫӳрен ҫынна пусмӑрласа ҫаратма хатӗрленеҫҫӗ!

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кӗлетки ҫинче пусмӑрласа вӗлернӗ йӗрсем пулнӑран пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Поскольку на теле были обнаружены следы насилия, было возбуждено уголовное дело.

Мӑрсак ялӗнче ҫынна вӗлернӗ: 23-ри ҫамрӑка тытса чарнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35139.html

Хресченсене тискеррӗн пусмӑрласа пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Е кам та пулсан ун ятне хур тусан, Е пусмӑрласа хурах пусас пулсан — Урхашӑн хатӗр хута кӗме ӑратти Тата ӗҫкӗшӗн пуҫ яракан ял йытти.

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫавна кунта кӳнӗ чух пусмӑрласа ҫаратма Темле вӑрӑ-хурах хӑраман, именмен, Пӑхӑрӑҫне вӗлерсе шыва утма шеллемен.

Куҫарса пулӑш

IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

… Акӑ тепӗр ангелӗ, хӗр, хӑй тахҫан вӑрманта пусмӑрласа, чысне пӑсса вӗлерни.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ун пирки эпӗ ҫакна калатӑп: социализмла пурнӑҫ тунӑ чухнехи хӗрӳллӗ тапхӑрта та ӗлӗкхи классен кӗрешӗвӗ ҫинчен пӗлни, пуянсем чухӑнсене епле тискеррӗн пусмӑрласа пурӑнни ҫинчен пӗлсе тӑни — пире пӗр усӑран пуҫне нимӗнле сиен те кӳрес ҫук.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Хрестука пусмӑрласа мӑшкӑллама тӑнӑ!

Куҫарса пулӑш

Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ытла пусмӑрласа ҫитертӗн.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ахтупай пусмӑрласа тенӗ пекех юлташне турхан патне илсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫамрӑк княҫпа тавлашнӑ хыҫҫӑн Иван Васильевич хӑйне чылайччен пусмӑрласа пурӑннӑ темле чиртен сывалнӑ евӗрлех туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пусмӑрласа сӗнес мар пулсан ӑна эп хам та лартса пӑхмалла.

Я и сам бы посадил, только не из-под палки, а по своей воле.

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Кӳрентерме кӑна мар, йӑлт пусмӑрласа ҫитерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл сисет ӗнтӗ, ӑна, икӗ талӑк ытла чипер ҫывӑрманскере, ыйӑх пусмӑрласа ҫитернӗ, ҫавӑнпа ыйӑха сирсе ярас тесен унӑн лайӑх кӑна ҫӑвӑнас пулать.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Княҫсем мӗн тери тарӑхса калаҫнинчен Адашев ҫакна ӑнланчӗ: хан хӑйӗн княҫӗсене йӑлтах пусмӑрласа ҫитернӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Килмӗттӗм, чӑрмантармӑттӑм ӗҫлӗ ҫынсене, анчах йӑлтах пусмӑрласа ҫитерчӗ вӑл мана.

Куҫарса пулӑш

10. Пысӑк карачи сӑмахӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халь Яхуте астӑвать те пек хӑйне пусмӑрласа ӗҫтерекен этеме, астумасть те пек.

Куҫарса пулӑш

14. Яхуте шӑпи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗрисем каланӑ тӑрӑх, вӑл мӑрса арӑмӗ пулнӑ Ухтепие кӑмӑллать, каҫсерен ун патне улаха чупкалать, теприсем тата ун савнине, кӳршӗ ял хӗрне, пӗр тутар иҫникӗ пусмӑрласа ача тутарнӑ та, хӗр ачи ҫакӑнса вилнӗ теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Выҫлӑхпа аптратса тата вӑйпа пусмӑрласа, халӑха парӑнтарасшӑн, ҫапла майпа ҫӗре — помещиксене, фабрикӑсемпе заводсене — хуҫасене каялла тавӑрса парасшӑн.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех